Пирус туртни

16 Ноября, 2016 | Хыпар | Сывлăх | Пирус туртни

Çапла, табак туртакансем пирус-сигарет туянса нумай тăкакланаççĕ, анчах ку хутĕнче сăмах тĕтĕмĕн урăхларах хакĕ пирки — граждансен сывлăхне табак тĕтĕмĕн сиенлĕ витĕмĕнчен хÿтĕлесси çинчен калакан саккуна пăснăшăн укçан явап тыттарни çинчен.

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕ — табак туртассипе кĕрешмелли кун. Ăна Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ сĕннипе 1987 çултанпа паллă тăваççĕ. Табак туртни этемлĕхшĕн çивĕч ыйту пулса тăчĕ. Ахальтен мар ăна эпидемипе танлаштараççĕ. Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх — сиенлĕ йăлана пула тĕнчере кашни 6 çеккунтра пĕр çын вилет, çуллен — 5 миллион, Раççейре — 500 пине яхăн. Йытă çименскерĕн сиенĕ çинчен паянхи кăларăмра Республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн врачĕ Елена Егорова каласа парать.

Тархасшăн та, ку журналист ним çырма аптăранăран пирус туртнин сиенĕ пирки сăмах хускатнă тесе ан шухăшлăр. Кама мĕнле - пĕлместĕп, анчах мана, пируспа айкашса курман çынна, ун тĕтĕмне куллен шăршлама тивни тарăхтармаллипех тарăхтарать. Никотин пÿрне явса пирус мăкăрлантаракан çыннăн организмне кăна мар, ун шăршипе ăнсăртран сывлаканăнне те сиен кÿрет. Çакăн пирки специалистсем тахçанах чан çапаççĕ, çавăнпа çынсем те кун çинчен аванах пĕлеççĕ. Анчах лару-тăру ырă енне улшăнмасть.

Subscribe to Пирус туртни