«Хаклă» тĕтĕм
16 Ноября, 2016 | Хыпар | Сывлăх | Пирус туртни

Çапла, табак туртакансем пирус-сигарет туянса нумай тăкакланаççĕ, анчах ку хутĕнче сăмах тĕтĕмĕн урăхларах хакĕ пирки — граждансен сывлăхне табак тĕтĕмĕн сиенлĕ витĕмĕнчен хÿтĕлесси çинчен калакан саккуна пăснăшăн укçан явап тыттарни çинчен.

Саккуна пăхăннине республикăра Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ тĕрĕслесе тăрать. Кăçалхи 9 уйăхра тĕрĕслев органĕсем асăннă саккуна пăснăшăн административлă майпа явап тыттармалли 65 йышăну кăларнă. Çав шутра 7 юридици тытăмне, должноçри 19 çынна, 16 предпринимателе тата 18 гражданина явап тыттарнă. Штрафсен пĕтĕмĕшле виçи — 697 пин тенке яхăн.

Уйрăм территорисенче, пÿлĕмсемпе объектсенче табак туртнăшăн явап тыттарнисем йышлă тееймĕн — 4 çын кăна. Табак изделийĕсен суту-илĕвĕн сферинчи чарусене пăхăнманшăн палăртнă штрафсен шучĕ вара самай пысăк — 31. Çав шутра ЧР ШĔМĕн материалĕсем тăрăх 18 çул çитменнисене сигарет сутнăшăн кăна 193 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Хăшпĕр лавкка вĕренÿ учрежденийĕсенчен 100 метртан çывăхрах вырăнсенче табак изделийĕсем сутмалли чарăва пăхăнмасть. Йĕркене пăснисен шутĕнче — Çĕнĕ Шупашкарти Совет урамĕнчи «Магнит», Шупашкарти Мате Залка урамĕнчи «Красное и белое» лавккасем, Вăрмар районĕнчи Шăхальти И.Семенова предприниматель лавкки. Çавăн пекех «Тăвай кооперативĕ» потребительсен обществин, Шăмăршă районĕнчи Л.Карзанова предпринимателĕн, «Тандер» АОн Канашри тата Красноармейскинчи «Магнит» лавккисенче табак изделийĕсене вак суту-илÿ валли палăртнă чи пысăк виçерен те хаклăрах сутнине тăрă шыв çине кăларнă. «Çырăнтару Чăвашпичет» ОООн Вăрнарти киоскĕнче табак изделийĕсем сутнă — саккун апла тума чарать. ЧР ШĔМĕн материалĕсем тăрăх Е.Дмитриев предпринимателĕн Элĕк районĕнчи лавккинче иккĕленÿллĕ ятарлă маркăллă сигаретсем сутни палăрнă, адмĕçе суда ярса панă май ăна 10 пин тенкĕлĕх штрафланă, 830 пачка сигарета конфискациленĕ.

Çÿлерех асăннă саккун вăя кĕнĕ май çамрăксем кальян туртасси еннелле сулăнни палăрать. Роспотребнадзор вара асăрхаттарать: кальян та хăрушлăх кÿрет, вăл çын сывлăхне сигаретран та вăйлăрах сиенлет. Кальян туртакан пĕр сехетлĕх сеанс вăхăтĕнче 100-200 сигарет чухлĕ тĕтĕм ĕмсе илет. Кальянăн шĕвĕ фильтрĕ наркăмăшлă хутăшсене тытса юлаймасть, çавна май çынсем чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе, ракпа, ытти чирпе аптрас хăрушлăх ÿсет. Çийĕнчен пĕри кальян туртни çывăхри ытти çынна та витĕм кÿрет — сигарет тĕтĕмĕпе тулнă пÿлĕмри пекех. Сигаретпа туслисемпе танлаштарсан кальян туртакансен юнĕнче никотин ытларах та. Кальянпа усă курса табаксăр хутăшсем туртни те сиенлĕ. Çын пурпĕр сĕрĕм ĕмсе илет вĕт, вăл вара юн гемоглобинĕпе хутăшнă май пуç мимине, ытти органа кислород йĕркеллĕ пырса тăрассине чăрмантарать. Сĕрĕм тĕп нерв системине витĕм кÿнĕ май çын тăн çухатасси те часах. Ялан пуç ыратма пуçлать, каярахпа вара психика енĕпе сывлăх хавшать.

Роспотребнадзор управленийĕ табак е кальян туртнипе çыхăннă сиенлĕ йăларан яланлăхах хăтăлма чĕнсе калать.

Н.АНДРЕЕВ

Н.АНДРЕЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.