Н.АНДРЕЕВ

22 Чÿк, 2016

Патриарх юбилейне халалланă уяв

Православи чиркĕвĕн Сăваплă Синочĕ чĕннипе ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Мускав тата Пĕтĕм Руç Святейши Патриархĕ Кирилл çуралнăранпа 70 çул çитнине халалланă уяв мероприятийĕсене хутшăннă. Савăнăçлă каç тата концерт Мускаври Çăлавçă Христос чиркĕвĕн Чиркÿ соборĕсен залĕнче иртнĕ.

16 Чÿк, 2016

«Хаклă» тĕтĕм

Çапла, табак туртакансем пирус-сигарет туянса нумай тăкакланаççĕ, анчах ку хутĕнче сăмах тĕтĕмĕн урăхларах хакĕ пирки — граждансен сывлăхне табак тĕтĕмĕн сиенлĕ витĕмĕнчен хÿтĕлесси çинчен калакан саккуна пăснăшăн укçан явап тыттарни çинчен.

19 Юпа, 2016

ЧР Пуçлăхĕ — ПК комиссийĕн йышĕнче

Раççей Президенчĕ Владимир Путин "Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн çĕнĕ йышне çирĕплетесси çинчен" хушăва алă пуснă.

Комиссин çĕнĕ йышĕ пĕчĕкленнĕ, унччен 20 çын пулнă, халĕ йышра регионсен 18 пуçлăхĕ юлнă. Ултă регион пуçлăхĕ хăйсен комиссири вырăнĕсене упраса хăварнă. Вĕсен хушшинче — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Мускав мэрĕ Сергей Собянин, Калуга облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Анатолий Артамонов тата ыттисем.

12 Юпа, 2016

Академикпе тĕл пулнă

Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейĕн диплом илнĕ хыççăнхи вĕрентĕвĕн медицина академийĕн ректорĕпе, РАМН академикĕпе Лариса Мошетова профессорпа курнăçнă.

Тĕлпулура сывлăх сыхлавĕн тата хушма медицина вĕрентĕвĕн тытăмĕсем тачă çыхăнса ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Лариса Мошетова хăй ертсе пыракан академи ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă, чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен федераци учрежденийĕн статусне илессине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăри медицина ĕçченĕсемшĕн те çакă пысăк майсем уçассине палăртнă.

Н.АНДРЕЕВ.

6 Юпа, 2016

Чăваш Ен – ТОП-20 йышĕнче

Тĕрлĕ пулăмпа çыхăннă туризмăн Russian Event Awards 2016 наци премине çĕнсе илессишĕн ирттернĕ конкурса Раççейри 68 регионăн 702 проекчĕ хутшăннă.

Заявка кампанийĕ крайсемпе облаçсен туризм активлăхĕн хăйнеевĕр тесчĕ, тивĕçлĕ рейтинг хатĕрлемелли сăлтав пулса тăнă.

Pages