ЧР Пуçлăхĕ — ПК комиссийĕн йышĕнче
19 Oct, 2016

Раççей Президенчĕ Владимир Путин "Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн çĕнĕ йышне çирĕплетесси çинчен" хушăва алă пуснă.

Комиссин çĕнĕ йышĕ пĕчĕкленнĕ, унччен 20 çын пулнă, халĕ йышра регионсен 18 пуçлăхĕ юлнă. Ултă регион пуçлăхĕ хăйсен комиссири вырăнĕсене упраса хăварнă. Вĕсен хушшинче — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Мускав мэрĕ Сергей Собянин, Калуга облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Анатолий Артамонов тата ыттисем.

Патшалăх канашĕн консультаци комиссине Раççей Президентне çĕршывăн, унăн субъекчĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн чи çивĕч тата пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене палăртас, вĕсене татса памалли сĕнÿсем хатĕрлес енĕпе пулăшма йĕркеленĕ. Комисси членĕсене Президент РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсен йышĕнчен суйласа илет, вĕсем ПК йышне кĕмеççĕ.

Н.АНДРЕЕВ

 

Н.АНДРЕЕВ