Чăваш Ен – ТОП-20 йышĕнче

6 Юпа, 2016

Тĕрлĕ пулăмпа çыхăннă туризмăн Russian Event Awards 2016 наци премине çĕнсе илессишĕн ирттернĕ конкурса Раççейри 68 регионăн 702 проекчĕ хутшăннă.

Заявка кампанийĕ крайсемпе облаçсен туризм активлăхĕн хăйнеевĕр тесчĕ, тивĕçлĕ рейтинг хатĕрлемелли сăлтав пулса тăнă.

Федераци округĕсем тăрăх пайлас тăк Тĕп округран тăратнă проектсен шучĕ чи пысăкки — 160 проект. Атăлçи округĕ — 2-мĕш вырăнта: 11 регион 137 проектпа хутшăннă. Регионсенчен Приморье крайне çитекенни çук — конкурса унăн 55 проекчĕ хутшăннă. Çапах Чăваш Ен кăтартăвĕ те курăмлă — 15 проект. Вăл 18-мĕш позицие йышăнса ТОП-20 йышне кĕнĕ.

Н.АНДРЕЕВ.

Автор: