Патриарх юбилейне халалланă уяв

22 Чÿк, 2016

Православи чиркĕвĕн Сăваплă Синочĕ чĕннипе ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Мускав тата Пĕтĕм Руç Святейши Патриархĕ Кирилл çуралнăранпа 70 çул çитнине халалланă уяв мероприятийĕсене хутшăннă. Савăнăçлă каç тата концерт Мускаври Çăлавçă Христос чиркĕвĕн Чиркÿ соборĕсен залĕнче иртнĕ.

Кирилл Патриарх чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче 70 çул тултарнă. Республика Пуçлăхĕн салам теле-грамминче çапла палăртнă: «Чăваш Енĕн пĕтĕм халăхĕ ячĕпе Сире Чиркĕве тата çынсене туллин парăннăшăн, Сирĕн обществăн кăмăл-сипет никĕсне çирĕплетес тĕллевлĕ ĕçĕршĕн, çемье тата ачалăх институтне пулăшнăшăн, çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ панăшăн чĕререн тав тумашкăн ирĕк парсамăр». Михаил Игнатьев Святейши Патриарха пирĕн республика тĕлĕшпе яланах тимлĕ пулнăшăн, Чăваш Ене килсе кайнăшăн тав тунă.

Аса илтерер: Чăваш Республикинче пулнă май Вырăс Православи Чиркĕвĕн ертÿçи Михаил Игнатьева тăван çĕр ырлăхĕшĕн пурнăçланă ĕçсемшĕн тав тунă. «Эсир халăхăн кăмăл-сипетне, обществăна арканасран сыхлакан хаклăхсене сыхласа православи чиркĕвĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме хатĕррине уйрăммăн палăртас килет. Ертÿçĕ пулнă май эсир халăх пĕрлĕхĕн пĕлтерĕшне ăнланатăр, нумай нациллĕ республикăна ертсе пынă май çак çĕр çинче çураçупа килĕшÿ пултăр тесе пĕтĕмпех тăватăр. Турă пехилĕ сирĕнпе пултăр», — тенĕ Кирилл Патриарх.

Вырăс православи чиркĕвĕн ертÿçи 70 çул тултарнине халалланă уяв мероприятийĕсене Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава, Улатăр тата Пăрачкав епи-скопĕ Феодор, Канаш тата Тăвай епископĕ Стефан, Мускав хулин, тĕп регион тата Чăваш Ен муф-тийĕ, РФ Общество палатин членĕ Альбир Крганов хутшăннă.

 

Н.АНДРЕЕВ.

Автор: