Çынсем ун патне туртăнатчĕç

Шăпам мана пурнăçăмра хамăр тăрăхри аслă та ăслă нумай çыннăн чун ăшшине туйма май пачĕ. Çавнашкал хĕвеллĕ кăмăл-туйăмлисенчен чи малтан Ольга Ивановна Талляпа унăн мăшăрне Сергей Петрович Ухъянкина аса илетĕп.

1972 çулхи юпа уйăхĕнче мана КПСС обкомĕн культура пайĕн инструкторне çирĕплетрĕç. Çакăнта Ольга Ивановна ертсе пынипе вунă çул ĕçлеме телей пÿрчĕ. Инструкторсем иккĕн çеçчĕ, эпĕ тата В.Морушкин /каярахпа — Г.Горшков/. Культура пайĕ, йышĕпе обкомра чи пĕчĕкки шутлансан та, ĕçĕпе ыттисенчен хавшак пулман. Çав çулсенче пирĕнпе профессионал пултарулăх пĕрлешĕвĕсем тата театрсемпе концерт организацийĕсен хушшинче икĕ енлĕ çирĕп çыхăну йĕркеленнĕччĕ. Эпир Писательсемпе Художниксен, Композиторсен союзĕсенче, филармонире тата ытти учрежденире иртекен пĕр пухупа ларăва та сиктермен. Пултарулăх секцийĕсемпе уйрăмĕсен ĕçне те хутшăнмасăр юлман.

Парти обкомĕн бюровĕнче, секретариатра, идеологи комиссийĕнче тата культура пайĕнче литературăпа ÿнере аталантарассипе çыхăннă ыйтусене тăтăшах сÿтсе яваттăмăр. Вĕсене хатĕрлеме тата пăхса тухма пултарулăх çыннисене те йышлăн явăçтараттăмăр. Сăмахран, 1976 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче бюро ларăвĕнче «КПСС Тĕпкомĕн «Творчествăри çамрăксемпе ĕçлесси çинчен» хушăва пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тумалли мерăсем пирки тĕплĕ калаçу пынăччĕ. Ун хыççăн çак ыйтупа пултаруллă çамрăксен республикăри пухăвне ирттернĕччĕ. Тĕрлĕ ушкăнри хастар авторсем валли семинарсемпе канашлусем йĕркеленĕччĕ.

Культура пайĕнче те пĕл­терĕшлĕ ыйтусене пăхса тухаттăмăр. Тĕслĕхрен, 1973 çулхи юпан 3-мĕшĕнче театрсемпе концерт организацийĕсенчи репертуар политики тавра хĕрÿ калаçу пулнине астăватăп. Яваплисен сăмахĕсене итлесе пĕтернĕ хыççăн пай ертÿçи ку енĕпе тĕплĕ пĕтĕмлетÿ турĕ, усăллă сĕнÿсем пачĕ.

Пĕррехинче Ольга Ивановна Хусана командировкăна кайсан партин Тутар обкомĕ пултарулăх ĕçченĕсем валли яланхи семинар йĕркеленине пĕлсе таврăнчĕ. Çавăн хыççăн хамăр патра та çакнашкал вĕренÿ йĕркелесе ятăмăр. Тематикине пĕчĕк кĕнеке пек туса типографирех пичетлеттереттĕмĕр. Унта уйăхсерен ăçта каяссине, мĕнле ĕç туса ирттерессине, кам яваплă пулнине палăртаттăмăр. Культура ĕçченĕсем ăслăлăхпа техникăн паллă çыннисемпе, производствăра малта пыракансемпе час-часах тĕл пулатчĕç. Çапла вĕсем Тракторстроя, ГЭСстроя, агрегат заводне тата пысăк ытти предприятие çитсе килчĕç. Колхозсемпе совхозсене тухса çÿрерĕç. 1973 çулхи юпан 29-мĕшĕнче Шуршăла кайса килни халĕ те асрах. Тĕлпулăва Ольга Ивановна кĕске сăмах каласа уçрĕ. А.Г.Николаев космонавт ентешĕсем ÿнерçĕсен илемлĕ сăвви-юррине итлесе киленчĕç, лешсем вара вĕсен ĕçри паттăрлăхне курса, хăйсен пулас хайлавĕсем валли сăнарсем тупса хавхаланса таврăнчĕç.

Чăнах та, О.И.Талля культура пайне ертсе пынă тапхăрта наци интеллигенцийĕ ĕç коллективĕсемпе тытакан çыхăнусем нихăçанхинчен те çÿллĕрех шая çĕкленнĕччĕ. Тракторстройра «Ялавпа» «Тăван Атăлăн» писатель посчĕсем ĕçлетчĕç, «Илем» литература пĕрлешĕвĕ пурччĕ. А.Талвир, В.Давыдов-Анатри, Юхма Мишши, Л.Таллеров, В.Ухли тата ыттисем пысăк предприятисенче уйрăм бригадăсене шефа илнĕччĕ. Трактор заводĕнче, Шупашкар ГЭСĕнче, малта пыракан «Гвардеец», «Янгорчино», А.Г.Николаев ячĕллĕ колхозсенче художниксен пултарулăх ушкăнĕсем ĕçлетчĕç. Театрсем пурте предприятисемпе килĕшÿсем тунăччĕ, районсенче хăйсен филиалĕсене уçнăччĕ. Творчество союзĕсем вырăна тухса ларусем ирттересси йăлана кĕнĕччĕ. Тĕслĕхрен, Писательсен союзĕн правленийĕ хăйĕн пĕр ларăвне Муркаш районĕнчи К.Иванов ячĕллĕ колхозра ирттерчĕ. В.Алентей «Хальхи литературăри çамрăк ял ĕçченĕн сăнарĕ» темăпа тунă доклада çавăн чухне çыравçăсем тырпул ăстисемпе, ферма ĕçченĕсемпе, вырăнти интеллигенципе пĕрле хĕрÿллĕн сÿтсе яврĕç.

Ольга Ивановна çыравçăсемпе ÿнерçĕсен интернациллĕ çыхăнăвне аталантарасси çине питĕ тимлĕ пăхатчĕ. 1976 çулта республикăра пуçласа Совет литературин кунĕсем иртрĕç. Ун чухне пирĕн пата çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ят-сумлă çыравçăсем йышлăн килчĕç. Çав кунсем, чăвашсем вырăс патшалăхне хăйсен ирĕкĕпе кĕнĕренпе 425 çул çитнине халалланăскерсем, туслăхпа тăванлăхăн чăн-чăн уявĕ пулса тăчĕç. Çав тĕлпулусем халăхăмăрăн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлчĕç. Чăваш Енпе Беларуç тата Чăваш Енпе Дагестан литературăпа ÿнер ĕçченĕсем пĕр-пĕрин патĕнче хăнара пулчĕç. К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ пĕрремĕш хут Мускава хăйĕн спектаклĕсене кăтартма кайса килчĕ.

Писательсемпе художниксем, композиторсемпе артистсем, кинопа музей ĕçченĕсем Ольга Ивановна патне туртăнатчĕç. Тĕрлĕ ыйтупа килетчĕç вĕсем. Ертÿçĕмĕр çынсене яланах тарават йышăнатчĕ, пÿлмесĕр тимлĕн итлетчĕ, ăнлантарса пама, пулăшма тăрăшатчĕ. О.И.Талля парти тытăмĕнчи тĕп тивĕçне пурнăçлассине кирек хăçан та общество ĕçĕпе сыпăнтарса туса пынă. Вăл тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ шайри Канашсен депутачĕ пулнă. Çав шутра — республикăри Аслă Канашăн депутачĕ те. Ăна çавăн пекех партин хула тата район комитечĕсен пайташне темиçе те суйланă. Тăрăшулăхпа хастарлăхшăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата 5 медальпе чысланă. Вăл — Чăваш Ен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Хисеплĕ çыннăмăр тепĕр питех те пархатарлă ĕçе чунтан парăнса туса пынине те аса илни вырăнлă. Вăл çирĕм çул республикăри хĕрарăмсен юхăмне ертсе пынă. Ольга Ивановна пуçарнипе канашĕ 1965 çулта йĕркеленнĕ.

Çапла, О.И.Талля 82 çул пурăнса кăткăс та пархатарлă çул утса тухнă. Мĕншĕн пархатарлă-ха? Вăл амăшĕн халалне пурнăçласа вĕренÿ çулĕпе хăюллăн утнă, аслă виçĕ шкул пĕтернĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăнă, ялти ахаль чăваш хĕрарăмĕнчен республика министрĕ, парти обкомĕн пай пуçлăхĕ, чăваш çĕршывĕнчи хĕрарăмсен юхăмĕн ят-сумлă ертÿçи, пултаруллă педагог-ăсчах таран çĕкленнĕ. Пархатарли паллă. Мĕншĕн кăткăс вара? Ачалăхпа яшлăхра унăн асапне те, инкекне те тем таранах тÿсме тивнĕ. Вăрçăн тертлĕ çулĕсем, икĕ йăмăкĕ сасартăк чирлесе пурнăçран уйрăлни, амăшĕ татăлса йĕни, ашшĕ вăрçăра пуç хунине пĕлтерекен хура хут, 1944 çулхи выçлăх, апат çукран шыçăнса кайнă çынсем, таканлă çăпатасемпе уйра крахмал пуçтарни, вунулттăри хĕрача саккăрти тата улттăри йăмăкĕсемпе пĕрле пуç çĕклемесĕр тырă вырни, Канаша вăкăрпа тырă леçме кайса асап курни... Çаксене пурне те курса, чăтса ирттернĕ çамрăк Оля. Çапах чăтма çук нуша курсан та хуçăлса ÿкмен, малаллах талпăннă. Вунçиччĕри хĕре, тăван ялти шкула лайăх пĕтернĕскере, унтах историпе нимĕç чĕлхине вĕрентме хăварнă. Пуçаруллă та çивĕчскере кĕçех районта та асăрханă. 1948 çулхи раштавра ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйланă. Малалла хĕрĕн пĕтĕм пурнăçĕ партипе совет ĕçĕсен юххипе кайнă.

Хаклă ертÿçĕ, творчество интеллигенцийĕпе ĕçленĕскер, чунĕпе хăй те илемлĕх тĕнчинчех пурăннă. Литературăпа тата ÿнерпе туслă пулнă, поэзие юратнă, сăвăсем çырнă. Пĕр сăввинче вăл хăйĕн вăрçă вăхăтĕнчи çăмăл мар ачалăхĕпе çамрăклăхне сăнарлăн ÿкерсе кăтартнă.

Çурласем хĕвел çинче
Çуттăн вылянаççĕ.
Хамăр хыçра кĕлтесем
Тĕмсем пулса юлаççĕ.
Çан-çурăм пит сурнăран
Кăштах канса илетпĕр.
Унтан каллех ана çине
Тăрса вырма пуçлатпăр.
Çав самантра шухăшсем
Инçе-инçе çитеççĕ.
Вăрçăчченхи вăхăтсем
Каллех аса килеççĕ.
Ун чух вара хĕрсемпе
Юр юрласа яратпăр.
Тем чуль йывăр пулсан та
Куççуль кăтартмастпăр.
Майĕпен ак сар хĕвел те
Вăрман хыçне пытанать.
Пухса хамăр тĕмсене
Çĕмелсем купалатпăр.
Ана тăрăх утса тухса
Пучахсене пухатпăр.
Мĕнпур тырра фронта ярса
Çĕнтерессе шанатпăр.
Киле çитнĕ-çитменех
Шыв хĕрнелле чупатпăр.
Çырмари ăшă шывра
Ишсе, чăмса тухатпăр.
Каçхи апат çинĕ хыççăн
Урамалла утатпăр.
Ача-пăча пулин те
Кÿршĕри ват çынсенчен
Фронтран килнĕ хыпарсем
Пирки ыйтма васкатпăр.

Вăрçă çулĕсенчи чăваш ялĕн чуна витерекен хĕрхÿ ÿкерчĕкĕсем кусем. Вĕсенче — пурнăç чăнлăхĕ, çав тапхăрти яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн хавасĕпе синкерĕ.

Пĕрмаях ертÿлĕх тивĕçне пурнăçлама тивнĕ пулсан та Ольга Ивановна тÿрккесленмен. Чунлăхпа çынлăх, кăмăл-сипет унра упранса юлнă. Унăн мăшăрĕ Сергей Петрович та, вăрçă паттăрĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, ĕмĕрне халăха вĕрентес ĕçе панă. Вĕсем маттур та ăслă ачасем — хĕрпе ывăл — çитĕнтернĕ. Светлана — педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. Унăн упăшки Иван Бойко — истори ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор. Ольга Ивановнăпа Сергей Петровичăн виçĕ мăнук. Олег — республикăри Арбитраж сучĕн председателĕ. Софья — коопераци институчĕн вĕрентекенĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Мăнукĕсем кукашшĕпе кукамăшĕн ырă ĕçне тăсаççĕ. Вĕсенче О.И.Талляпа С.П.Ухъянкинăн çутă сăнарĕсем упранаççĕ.

Сантăр АКСАР

Сантăр АКСАР

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.