Çынсен сывлăхĕ - аталану никĕсĕ

31 Мая, 2016

Крымра /Ялта хулинче/ «Единая Россия» партин «Çынсен сывлăхĕ — Раççейĕн ăнăçлă аталанăвĕн никĕсĕ» ятпа программа форумĕ иртнĕ.

Çак мероприяти вăхăтĕнче дискуссин пилĕк площадки ĕçленĕ. Вĕсен тĕп темисем: чирсен профилактики тата сывă пурнăç йĕрки, пахалăхлă медицина пулăшăвĕ, кадрсене хатĕрлесси, амăшĕпе ачин сывлăхĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсемпе кĕрешесси тата эмелсемпе тивĕçтересси. Форум ĕçне парти председателĕ, РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хутшăннă. Сывлăх сыхлавĕнчи палăрăмлă улшăнусене: пурнăç тăршшĕ 71 çултан иртнине, чирсен диагностикинче малта пыракан меслетсемпе усă курнине, вĕсене сиплессин мелĕсене, кăткăс операцисем тунине — çынсен хăйсен курмалла-туймалла, палăртнă парти лидерĕ.

Форумра медицина пулăшăвĕн пахалăхне, регионсенче врачсем çитменнине тата ытти ыйтăва сÿтсе явнă. Тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсен ĕç укçине регионсенчи вăтам кăтарту шайне çитермеллине палăртнă. Сывă пурнăç йĕркине модăна кĕртмелли çинче чарăнса тăнă. Парти пуçарăвĕпе физкультурăпа сывлăх комплексĕсем тăваççĕ, аслă шкулсенче бассейнсем уçаççĕ. Форум резолюцине кĕнĕ йышăнусене малтан обществăра тата экспертсем сÿтсе явнă. Çак йышăнусем тата партин ытти форумĕнче тăратнă сĕнÿсемпе пуçарусем партин суйлав умĕнхи программин пĕр пайĕ пулса тăмалла, палăртнă партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов.

Форум вăхăтĕнче аслă шкулсене тĕллевлĕн вĕренме илессине лайăхлатас тĕлĕшпе сĕннĕ мерăсем кадрсене хатĕрлессин тытăмне тухăçлăрах тума, выпускниксене адреслăн ĕçе вырнаçтармашкăн пулăшма тата тĕрлĕ сферăра кадрсем çитменнин йывăрлăхне татма май парĕç. Çакăн пирки партин «Ача сачĕсем — ачасене» проекчĕн ертÿçи, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова пĕлтернĕ. Вăл вузсене тĕллевлĕн йышăнассин темине Чăваш Республикинче кăçалхи пуш уйăхĕнче Дмитрий Медведев хутшăннипе иртнĕ канашлура, ĕç рынокĕнчи йывăрлăхсене халалланинче, çĕкленине палăртнă. «Ку идейăна ырларĕç. Паян вара Крымра ăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе черетлĕ утăмсем турĕç», — тенĕ Аршинова.

И.СЕМЕНОВА.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.