Яла савăнтаракан «Кĕмĕл çăлкуç»

31 Çу, 2016

Анат Кама хулинче чăваша сайра тĕл пулатăн теме çук. Кашни виççĕмĕшĕ — «хамăр ял». Анат Кама районĕнче, тĕрĕссипе, тап-таса чăваш ялĕ çук тесен те юрать. Акă, сăмахран, Анат Уратьма ялнех илер. Унта мĕн ĕлĕкрен чăвашпа тутар килĕштерсе пурăннă. Паянхи кун та çакă сыхланса юлнă. Уявĕсене те пĕр кунта ирттерме тăрăшаççĕ. Вĕренÿре те, культурăра та пĕр-пĕрне канаш парса пулăшса тăраççĕ. Çак кунсенче кăна Анат Уратьмасем çулланнă çынсене сума суса тата вĕрентекенсене чыс туса пысăк уяв ирттернĕ.

Кирек мĕнле уявра та икĕ халăх хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Чăвашсем вара «Кĕмĕл çăлкуç» ансамбльпе мăнаçланма пултараççĕ. Мăнаçланмалăх пур çав. Галина Александровна Шестакова ертсе пыракан ансамбль районта 1978 çултанпах паллă.

Унăн репертуарĕнчи юрăсене çав вырăнтисемсĕр пуçне урăх никам та юрламасть. Хăйсенне упраççĕ, урам, кĕреке, салтак, уяв тата ытти хăйнеевĕрлĕ юрăсене шăрантараççĕ. Вĕсене итлес тесен Анат Уратьма ялĕнче иртекен уявра пулса курмалла.

Унта, Галина Александровна каласа кăтартнă тăрăх, пĕрре пулсан юррисене нихăçан та манмастăн. Хальлĕхе эпĕ унти уява çитсе курман-ха. Ялĕнче пулнă, хитре тавралăхпа та киленнĕ. Уяв иртекен вырăн та питĕ хăйнеевĕрлĕ. Халапри пекех. Каларăмăр ĕнтĕ: чăвашсемпе тутарсем праçниксене пĕрле паллă тăваççĕ. Уяв кунĕнче тутарсем малтан Сабантуй ирттереççĕ. Урăхла каласан — ял праçникĕ. Çав вăхăтра ака-сухара малта тухнисене тата ял хуçалăхĕнче вăй хурса ĕçленисене, тăрăшнисене саламлаççĕ, парнесем параççĕ. Спорт вăййисемсĕр те мар паллах. Хĕвел аннă тĕле çав вырăнтах хĕрарăмсем вăрăм сĕтелсем хатĕрлеççĕ. Кун çути тĕттĕмленнĕ май Анат Уратьма ялĕнчи уява хатĕрленме тытăнаççĕ. Галина Александровна каланă тăрăх — тутарсем те çак вăхăта кĕтеççĕ. Вара хĕвел тухичченех юрă-ташăпа киленеççĕ. Çапах, çамрăксем кăна мар, ватти-вĕтти те хутшăнать унта. Урам çуталнă май халăх килелле саланать. Çук, çывăрма выртмаççĕ-ха, кĕтÿ кăларсан мунчана каяççĕ. Вăт сана, çывăрма та васкамаççĕ. «Пире Турă вăй парать», — теççĕ. Мĕнле, кайса курас килет-и? Унта кирек кама та хапăл туса кĕтсе илеççĕ.

Каларăм ĕнтĕ: ял илемĕ — «Кĕ-мĕл çăлкуç» ансамбль. Унта 10 çын çÿрет. Пурте — тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем. Чи асли 80-ра.

Анат Уратьма ялĕн ĕлĕкхи юррисене паян чĕртсе, упраса, çамрăксене вĕрентсе пыракан ансамбль таçтан пулăшу парасса кĕтсе лармасть. Вĕсем чи малтан хăйсемшĕн, ял çыннисемшĕн юрласа киленеççĕ. Чĕннĕ çĕре те, паллах, каймасăр юлмаççĕ.

Галина Александровнăн сасси уçă çеç мар, алли те ылтăн. Вăл чăваш кĕписем çĕлет. Ентешĕмĕрĕн пурнăçĕ вĕрентÿпе çыхăннă. Ача садĕнче те ĕçлеме тÿр килнĕ, учительте те сахал мар тăрăшнă. Юлашки вăхăтра культура çурчĕн илемлĕх ертÿçинче вăй хурать. Çавăнпа ялти пĕр мероприяти те унсăр иртмест.

Светлана САДЫКОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.