Архив - 12 Авг, 2016 - Хыпар

12 Авг, 2016

«Хыпар» 126-127 (27036-27037) №. 12.08.2016

12 Авг, 2016

Хула çынсене хăтлăхпа илĕрттĕр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕмĕрле тăрăхне çитсе курни çинчен иртнĕ номерте пĕлтернĕччĕ. Паян çулçӳрев çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрар.

12 Авг, 2016

Эсир хуласем çĕклетĕр!

Строительсем ĕнер хăйсен професси кунне паллă тума Шупашкарти филармони çуртне пухăнчĕç. Хирĕçех асфальт хуракан машина ĕçлет — строительсем хăйсен праçникĕнче те алă усса лармаççĕ çав.

12 Авг, 2016

Хастар физкультурниксене - уяв парни

Кăçал Физкультурник кунне çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çавна май Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă уяв маларах иртрĕ. Унта паллă спортсменсемпе тренерсем, спорт шкулĕн воспитанникĕсемпе вĕрентекенсем, спорт учрежденийĕсен ертӳçисемпе спорт ветеранĕсем хутшăнчĕç.

12 Авг, 2016

А.Леонтьевпа Н.Григорьев - хулан Хисеплĕ гражданинĕсем

Хула кунĕ умĕн Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинне палăртасси ырă йăла пулса тăчĕ. Чи малтан хисеплĕ çак ята Андриян Николаев летчик-космонавта 1983 çулта панă. Ку таранччен йыш 31 çынна çитнĕ. Кăçал сумлă çак ята Анатолий Леонтьевпа Николай Григорьев тивĕçрĕç. Ку йышăнăва Шупашкар хула депутачĕсем ĕнер черетсĕр 9-мĕш ларăвĕнче çирĕплетрĕç.

12 Авг, 2016

Çамрăксене улталама юрамасть - суйнине вĕсем тӳрех сисеççĕ

Чуна парса ӳстерсен кăна улмуççи вун-вун çул хăйĕн çимĕçне парать, юратса тунă ĕç çеç лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Тренерăн «çимĕçĕ» — спортсменсен çитĕнĕвĕсем.

12 Авг, 2016

Çăмăл мар пулсан та - малаллах!

«Ĕç кал-кал пырать, эпир ориентирсене тĕрĕс суйласа илнĕ», — çапла пуçларĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн юнкун Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче иртнĕ анлă ларăвне.

12 Авг, 2016

Курнавăш - маншăн хаклă та çывăх кĕтес

Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче çурт туянса унта пурăнма тытăннăранпа 5 çул çитрĕ ĕнтĕ. Нумайăшĕ хуланалла туртăнать, эпир вара мăшăрпа яла куçса килтĕмĕр, çак утăма тунăшăн пĕрре те ÿкĕнместпĕр.

12 Авг, 2016

Çук водительшĕн укçа илнĕ

Следстви комитечĕн Çĕмĕрлери пайĕ Хĕрлĕ Октябрь ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Ăна ултавшăн тата должноç полномочийĕсен картинчен тухнăшăн айăплаççĕ.

12 Авг, 2016

Резина атă хĕлле те ураран кайман

Канаш районĕнчи Асхва ялĕнче пурăнакан Социализм Ĕçĕн Геройĕпе Валентина Дмитриевна Дмитриевăпа сăмах çăмхине сÿтнĕ май куç умне «Свинарка и пастух» илемлĕ фильмри кадрсем тухаççĕ. Пĕрпеклĕх чылай. Сăнарсен çитĕнÿ вăрттăнлăхне выльăха чун-чĕререн юратнинче туйса илетĕн.

Страницы