Çамрăксене улталама юрамасть - суйнине вĕсем тӳрех сисеççĕ

12 Çурла, 2016

Чуна парса ӳстерсен кăна улмуççи вун-вун çул хăйĕн çимĕçне парать, юратса тунă ĕç çеç лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Тренерăн «çимĕçĕ» — спортсменсен çитĕнĕвĕсем. 1986 çултанпа Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вăй хуракан Валентин ДАВАЛОВ вара хăйĕн воспитанникĕсемпе мухтанма пултарать. Сахаллăн мар вĕсем, йышра тĕнче тата Европа шайĕнчи пысăк ăмăртусенче палăрнисем те пур. Çапах тренер ĕçĕнче те йывăрлăхсемпе кăлтăксем, савăнмалли-мухтанмалли чылай. Çак тата ытти вăрттăнлăха пĕлес тĕллевпех Физкультурник кунĕ умĕн РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерне «Хыпар» хаçат тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Тренерăн тивĕçĕ — лайăх спортсмен

— Валентин Николаевич, эсир пĕтĕм пурнăçăра спортпа çыхăнтартăр. Тренер ĕçĕ çăмăл марри каламасăрах паллă: иртен пуçласа каçчен пĕр канмасăр ĕçлемелле. Çак профессие суйласа илнĕшĕн ӳкĕнместĕр-и?

— Пĕрре те. Ку ĕçе килĕштермен пулсан 36 çул вăй хурас та çукчĕ. Мĕн ачаран спортра. Шкулта вĕреннĕ чухнех, килти ĕçсенчен пушă вăхăтра, паллах, эпир атьсемпе ялан урамра футболла, лапталла, волейболла выляттăмăр, йĕлтĕрпе чупаттăмăр, шывра ишеттĕмĕр. Шухă чухне пӳртре ларас шухăш пуçра та пулман. Юн вĕресе тăратчĕ. Ялан çĕннине, кăсăклине шыраттăмăр. Нимрен те хăраса тăман. Юр-и, çумăр-и — урамран кĕме пĕлместĕмĕр. Çĕмĕрле районĕнчи Хутар шкулĕнчи пултаруллă вĕрентекенсем Вячеслав Тарасовпа Иван Улисов хавхалантарса пыни те спорт çулĕ çине тăма пулăшрĕ. Вĕсем пире ăмăртусене хутшăнма аван хатĕрлетчĕç.

— Малтанхи стартсем асрах пулĕ-ха?

— Вĕсене епле манăн? Вĕрентекенсене пысăк кăтартусемпех савăнтарайман пулин те парăнас шухăш пулман. Чăваш Енри шкул ачисен спартакиадинче эпĕ хамăн пĕрремĕш наградăна çĕнсе илтĕм. Ун чухнех республика чысне çĕршыв ăмăртăвĕнче хӳтĕленĕччĕ. Эпĕ, 10-мĕш класс ачи, унта тăваттăмĕш вырăн йышăнтăм. Çакăнтан пуçланчĕ те ман спорт тӳпине хăпарасси. Темиçе çулта 4 дистанцире — 1500, 5000, 10000 метр тата марафон — СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçларăм. Республика чемпионачĕсенче 15 хут çĕнтертĕм, Чăваш Ен рекордне темиçе хут çĕнетрĕм. Кроссменсен турнирĕсене те сахал мар хутшăнтăм, эстафетăсенче тупăшма та тиврĕ манăн. Пĕтĕм тĕнчери ăмăртура 30 километрлă дистанцире кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕччĕ. Каярахпа та тĕрлĕ дистанци старчĕсене тухрăм, уйрăмах марафон чупма килĕшетчĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан, 1980 çулта, «Спартак» спорт обществинче тренер ĕçне пуçăнтăм. Унта республикăри паллă тренер Василий Семенов тăрăшатчĕ. Вăл вĕрентсе пынипе хамăн пĕрремĕш утăмсене турăм. Пĕр вăхăтрах вĕренекенсемпе пĕрле ăмăртусене хам та хатĕрленеттĕм. Ушкăнра 18 яшчĕ, ывăлсем пекехчĕ вĕсем маншăн: çамрăксене апат пĕçерме те, кĕпе-йĕм çума та вĕрентеттĕм. Тĕрлĕ хулари ăмăртусене сахал мар тухса çӳренĕ вĕсемпе. Халĕ те питĕ туслă пурăнаççĕ юлташсем, пĕр-пĕрне манмаççĕ, эрнесерен пĕрле пухăнса футболла выляççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ республикăри паллă çын пулса тăчĕ.

— Сирĕн çунатăр айĕнчен сумлă чылай спортсмен тухнă. Пысăк çитĕнӳсем тăвакан атлетсене çитĕнтерме çăмăл мар пулĕ?

— Кашни тренерăн тивĕçĕ — лайăх кăтартусем тăвакан спортсмен ӳстересси. Унсăрăн пирĕн ĕç пĕлтерĕшсĕр. Мана хăйĕн çитĕ-нĕвĕсемпе савăнтарнă пĕрремĕш вĕренекен — Сильвия Скворцова. Вăл спортăн тĕнче класлă мастерĕн ятне тивĕçрĕ. 2000-2002 çулсенче тĕнче чемпионатĕнче çурма марафон дистанцийĕсенче тупăшса кĕмĕлпе бронза медальсем çĕнсе илме пултарчĕ. Унăн мăшăрĕ Александр Скворцов та кĕске дистанцисене чупса çĕршывăн тăватă хут чемпионĕ пулса тăчĕ, Европа кубокне хутшăнчĕ. Республикăри паллă марафонçă Светлана Захарова та ман патра вĕреннĕ. Вăрмар хĕрĕ Пĕтĕм тĕнчери марафонсенче темиçе хут та мала тухрĕ, тĕнче чемпионачĕн пьедесталĕ çине хăпарчĕ. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ Сергей Емельянов та Европăри çамрăксен вăййисенче хăйне лайăх енчен кăтартрĕ, тĕнче тата Европа чемпионачĕсен стартне пĕрре мар тухрĕ. Сăмах май, унăн мăшăрĕ Лариса Софронова-Емельянова та — çăмăл атлет. Вăл çĕршыв ăмăртăвĕсенче республика чысне нумай хут хӳтĕлерĕ. Ман патран вĕренсе тухнă тепĕр паллă мăшăр — Ишовсем. Вăрнар пикипе Екатерина Горбуновăпа /вăл халĕ те тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать-ха/ Европа чемпионĕ Акмаль Ишов çемье çавăрчĕç. Хамăн вĕренекенĕмсен хушшинче çавăн пекех Европа чемпионачĕпе кубокĕн призерĕсене Татьяна Герасимовăпа Ирина Даниловăна, РФ спорт мастерĕсене Любовь Николаевăпа Виктория Зуевăна палăртас килет.

— Паян та сирĕн воспитанниксем тĕрлĕ ăмăртура сахал мар çитĕнӳ тăваççĕ…

— Ушкăнра хальхи вăхăтра 13 яшпа хĕр. Вĕсем те мана хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Тĕслĕхрен, Владимир Попов пĕлтĕр те, кăçал та Шупашкарта иртнĕ Раççей чемпионатĕнче призер пулчĕ. Вера Васильева Европа кубокне çĕнсе илчĕ. Шупашкар районĕн каччине Александр Новикова çĕршыври кроссменсен хушшинче çитекенни çук. Юлашки вăхăтра Куславкка хĕрĕ Лариса Семенова лайăх кăтартусем тăвать. Вĕсем малашне те ят-сума çĕре ӳкермессе шанас килет.

— Хальхи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме ĕнерхисемпе танлаштарсамăр: уйрăмлăх самай пысăк-и?

— Паллах. Шел те, çамрăксен хушшинче спортсмен пулас текенсен йышĕ çултан-çул чакса пырать. Унччен ялта çитĕннĕ яшсемпе хĕрсем спорт çулĕ çине тăма шикленместчĕç, халĕ вĕсем питĕ сахаллăн. Шкул автобусĕсем пурри аван, анчах вăл паянхи ăрăва «пăсать». Пирĕн вăхăтра хĕлле йĕлтĕр йĕрĕ татăлмастчĕ, çулла футбол уйĕсенчен кайма пĕлмен. Халĕ ялта ачи-пăчи те çук. Пуррисем те килте лараççĕ. Паянхи хĕр-упраç кахалланчĕ, пушă вăхăта уçă сывлăшра тус-юлташпа савăнса ирттерес вырăнне телефонпа айкашса диван çинче выртать. Занятисене кайманни те вĕсемшĕн хăрушă мар. Спортсменсен хушшинче те çак йăла пур. Хамăннисенчен те тĕлĕнетĕп: пĕрле пухăнаççĕ пулин те пĕр-пĕринпе калаçас вырăнне алла телефон тытаççĕ. Юлташла тĕлпулу иккен ку вĕсен. Чăннипе, спортсменсем улшăнчĕç. Вĕсен шухăш-кăмăлĕ урăхла. Эпир çамрăк чухне кĕнеке вулама та, тренировкăна çӳреме те, вĕренме те, туссемпе тĕл пулма та ĕлкĕреттĕмĕр. Халĕ те кунсерен чупатăп, велосипедпа çӳретĕп. Кӳлмек хĕррине час-час тухатăп. Анчах унта та çамрăк сахал, ытларах — çулланнă çынсемпе ватăсем. Хастаррисем çук мар паллах. Каччăсемпе хĕрсем пляжра волейболла выляни кăмăла çĕклет, тренажер залĕсенче те çамрăк нумай, бассейна çӳреççĕ.

Çăмăл атлетикăра çăмăл мар

— Тренер ĕçĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре?

— Кашни ĕçре профессионалсен ĕçлемелле, унсăрăн çитĕнӳ пирки калаçма йывăр. Хăйĕн ĕçне юратса туман тренерăн лайăх кăтартусем çинчен манмалла. Пирĕн ĕçре кашни спортсменăн кăмăл-туйăмне сисме пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Тĕслĕхрен, выçă атлета тренировкăра «хăваланин» усси çук. Хырăмĕ тутă пулсан кăна кăтартусем çинчен шухăшламалла. Ачасене нихăçан та улталама юрамасть. Вĕсем суйнине тӳрех сисеççĕ, çавăнпа чăннине куçран каламалла. Хушăран вĕсемпе куçа-куçăн калаçнине нимĕн те çитмест. Çемйинче йывăр лару-тăру пулсан чи малтан çав ыйтусене татса памалла. Ушкăнри спортсменсен хушшинче те ăнланманлăх пурри ĕçе хавшатать. Хĕрсемпе яшсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасси те, пĕр-пĕрне пулăшса пырасси те тренертан нумай килет. Йывăрлăхсем çинчен калас тăк, чăн та, кунĕн-çĕрĕн ĕçлеме тивет. Отпускра хăçан пулнине те астумастăп. Çемьене те тимлĕх кирлĕ. Тĕрлĕ хулана тухса çӳрени ывăнтарать.

— 30 çулта спортсмена хатĕрлемелли мелсем улшăнчĕç-и?

— Нумай улшăнчĕ. Хальхи спортсменсене йывăр килет: ăмăртусен йышĕ самай пысăк, кашнине хутшăнас тĕллевпе чылай тар тăкмалла. Ĕлĕкрех "айккинчи" стартсем пулман, пĕр ăмăртăва темиçе уйăх тĕплĕн хатĕрленнĕ. Халĕ хĕллехи сезонта та çăмăл атлетсем ахаль лармаççĕ. Пирĕн вăхăтра çак тапхăрта пурте канатчĕç. Турнирсен шучĕ нумай пулни аван, анчах çакă спортсменсен кăтартăвĕсене чакарать. Çак условисене пула хатĕрленӳ меслетлĕхĕ те улшăнать. Телее, хальхи вăхăтра тренировка ирттермелли майсем çителĕклĕ. "Росинка", "Белые камни" физкультура центрĕсенче, "Олимпийский" стадионта, Лакрей паркĕнче хатĕрленетпĕр. Спортсменсене хавхалантарманни кăна кăмăла хуçать. Паянхи кун атлетсен тренировкăна та çӳремелле, çав вăхăтрах хырăма тăрантарасси çинчен те шухăшламалла. Кун пек чухне пысăк çитĕнӳсем пирки калаçма йывăртарах.

— Çăмăл атлетикăна спорт патши тетпĕр, анчах юлашки вăхăтра вăл хавшама тытăнчĕ. Эсир ку шухăшпа килĕшетĕр-и?

— Чăн та, ытти çултипе танлаштарсан халĕ "спорт патши" йывăрлăхра. Ку спортпа кăсăкланакансен йышĕ те чакса пырать. Паянхи çамрăксенчен ытларахăшĕ футбол, ишев, аэробика секцийĕсене çӳрет. Тӳлевлĕ пулсан та — çӳреççĕ. Çăмăл атлетика секцийĕсене ахалех йышăнаççĕ, анчах ашшĕ-амăшĕ ачине унта яма васкамасть. Çавăнпа ăмăртусене те сахаллăн хутшăнаççĕ. Çăмăл атлетика тетпĕр пулин те, тĕрĕссипе, пĕрре те çăмăл мар: çитĕнӳ тăвас тесен нумай вăй хумалла, алă усса ларнипе нимĕн те пулмасть.

— Çăмăл атлетикăна унчченхи шая çĕклес тесен мĕн тумалла?

— Спорта рекламăлани питĕ паха. Паянхи ачасене калани пĕлтерĕшлех мар, вĕсен куçпа курмалла. Тĕслĕхрен, Шупашкарта пысăк ăмăртусем ирттерни — питĕ лайăх пулăм. Паллă спортсменсене курниех яшсемпе хĕрсене спорт секцине çӳреме хавхалантарать. Çамрăксене спорта юратма ачаран вĕрентмелле. Шкулта ахаль учительсен кăна мар, тренерсен те ĕçлемелле. Вĕсем хатĕрленӳ мелĕсене аван пĕлеççĕ.

— Физкультурник кунне епле паллă тăватăр?

— Вăл пирĕншĕн чăн-чăн уяв пулнă. Шупашкарти стадионта кашни çул спортсменсен парачĕ иртетчĕ. Уява çав тери нумаййăн пыратчĕç, стадион туп-тулличчĕ. Пирĕн, çамрăксен, паллă спортсменсене курас килетчĕ. Ардалион Игнатьев пек сумлă атлетсем пирĕншĕн Турă пекехчĕ. Парад хыççăн стадионта тĕрлĕ ăмăрту иртетчĕ: футболла та вылятчĕç, атлетсем те тупăшатчĕç... Хамăр та çав турнирсене хутшăнаттăмăр. Шел те, уявăн шайĕ кăшт чакрĕ, çапах халĕ те паллă тума тăрăшаççĕ. Акă кăçал та унта спорт уявĕ ирттерме шухăшлатпăр. Вăл халăха килĕшессе шанатăп.

Андрей МИХАЙЛОВ калаçнă

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.