Резина атă хĕлле те ураран кайман

Канаш районĕнчи Асхва ялĕнче пурăнакан Социализм Ĕçĕн Геройĕпе Валентина Дмитриевна Дмитриевăпа сăмах çăмхине сÿтнĕ май куç умне «Свинарка и пастух» илемлĕ фильмри кадрсем тухаççĕ. Пĕрпеклĕх чылай. Сăнарсен çитĕнÿ вăрттăнлăхне выльăха чун-чĕререн юратнинче туйса илетĕн. Уйрăмлăхĕ: кинора — сысна пăхакан, Асхва паттăрĕ ĕне суса ырă ята тивĕçнĕ.

— Сирĕн хастарлăх мĕнрен килнĕ?

— Эпĕ 1937 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Турă амăшĕ çуралнă кун, çут тĕнчене килнĕ. Аттепе анне, Дмитрий Николаевичпа Агафия Михайловна, 5 хĕре кун-çул пилленĕ. Анне каласа панă тăрăх — аттепе иккĕшĕ асанне килĕнчен уйрăлса тухса пысăк çурт лартнă, тăррине шуçтимĕр витнĕ /вăл вăхăтра пуянсем çеç калайпа тăрлама вăй çитернĕ — В.Г./. Çакă влаçри çынсене ăмсантарнă-ши — пире кулак тесе айăпланă. Пĕр вăхăт ăçта килнĕ унта çĕр каçма лекнĕ. Аппасем виççĕшĕ те шăнса йывăр чирленĕ. Телее, йăмăкпа иксĕмĕр чĕрĕ юлнă. Мария Дмитриевна Етĕрне районĕнчи Урпаш ялне качча тухнă. Халĕ Чулхула облаçĕнче çемйипе пурăнать. Вăл та фермăра вăй хунă, заведующие çитнĕ. Анне пиччĕшĕ колхоз председателĕнче ĕçленĕ.

— Выльăх пăхма кăмăлласси епле çуралчĕ?

— Килте выльăх-чĕрлĕх пулмасан ăна нихăçан та юратаймăн. Ĕне, сурăх, чăх-чĕп, ытти те картиш туллиех пулнă, анчах тĕп пĕлтерĕшĕ вĕсенче мар. Аттен шăллĕ Михаил район депутачĕсен канашĕн ĕç тăвакан комитетĕнче вăй хунă. Пирĕн пата яланах лашапа килетчĕ. Хăш чухне çĕр выртатчĕ. Лаша пăхма, выртмана кайма ирĕк паратчĕ. Арçын ача пекех шухă пулнă эпĕ. Ут утланса çÿреме, тупăшма юратнă. Пĕррехинче темрен хăранипе лаша мана ÿкерсе хăварчĕ. Ыратсан та чăтрăм. Утланса юртма пăрахмарăм. Кайран ытти выльăхпа та хăвăрт «пĕр чĕлхе» тупаттăм.

— Ферма сукмакне такăрлатма хăçан тытăнтăр?

— Вырăскас Пикших шкулĕнче 7 класс пĕтерсен ачалăхпа сывпуллашрăм. Манран чылай çул аслăрах Марьепе ял çумĕнчи фермăра 90 пăру пăхма тытăнтăмăр. Çамрăк вăкăрсем хăвăрт çитĕнччĕр тесе вăй-хала шеллемесĕр тăрăшрăм. Хĕл сиввисем çитиччен вĕсене аш-какай комбинатне леçрĕç. «Мотор» колхоз ку енĕпе плана тултарнине пĕлтĕм. Çитĕнÿре манăн тÿпе те пурри савăнтарчĕ. Председатель тăрăшулăха курса ĕне фермине куçарчĕ. Вуникĕ ĕнене алăпа суса пĕтертĕм — пÿрнесем сурнăран нимĕн туйми пулчĕç. Сĕт ытларах антараççĕ тенĕ-ши — кунне виçĕ хут сутаратчĕç. Апата киле кайса курман. Ăшă сĕтпе çăкăр çинипех çырлахнă. Хамăра хĕрхенмен çав. Вар-хырăм халĕ çакна аса илтерсех тăрать. Мĕн вăл отпуск е кану кунĕ — пĕлмен эпир. Витере çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те йĕпеччĕ. Резина атă хĕлле те ураран кайман. Çавăнпах пулĕ урасем шыçса тăртанаççĕ. Урама тухса çÿрейместĕп. Картишĕнче, пахчара кăштăртататăп: çум çумлатăп, çырла тататăп. Пĕрле ĕçленисенчен çирĕпреххисем темиçен çеç юлтăмăр, ыттисем чире пула тахçанах леш тĕнчере канлĕх тупрĕç.

Çулла выльăха лагерьте усранă. Йĕпе-сапара пылчăк чĕркуççи таранахчĕ. Карта тăрăсăрччĕ. Çара уран кĕрсе сăваттăмăр. Апла пулин те пĕр-пĕринпе тупăшса, хавхаланса ĕçлеттĕмĕр. Нихăçан та нăйкăшман. Мĕншĕн тесен йывăрлăха туйман. Çав вăхăтрах вылянă, кулнă, савăннă, шÿтлесе те илнĕ. Юрă ăстисем сĕт сунă чухне те пĕр-пĕр кĕвĕ шăрантаратчĕç.

— Фермăра çĕр каçни пулнă-и?

— Паллах. Эпĕ çеç мар, ыттисем те. Фекла Иванова аслă доярка çирĕп ыйтатчĕ. Манран 10-12 çул аслăччĕ те унпа яланах канашланă. Пăру илессишĕн яваплăччĕ. Малта пыракансене преми парса хавхалантарнă та, социализм ăмăртăвĕнче камăн кая юлас килтĕр? 20 литр сĕт паракан ĕнесем те пурччĕ. Хуçалăхра çеç мар, районта та пĕрремĕш пыраттăм. 1972-1973 çулсенчи хĕллехи сăвăм пысăк пулнăран Социализм Ĕçĕн Геройĕ ятне, пĕрлех Ленин орденĕпе «Çурлапа Мăлатук» ылтăн медаль пачĕç. Анчах нихăçан та чапшăн çунман. Колхоза Алексей Григорьев ертсе пыратчĕ. «Ан пăшăрханăр, эсир палăртни-ĕмĕтленни йăлтах пурнăçа кĕрет», — тетчĕ.

Хăшпĕр ĕне йывăррăн пăрулатчĕ. «Пăхса ан тăр, пăрăва туртса кăлар», — хушатчĕ Фекла Ивановна. Çур çĕр иртни 2 е 3 сехетре ветфельдшер патне ял тăрăх тухса чупмастăн паллах. Хаклă вăхăта çухатмастăн. Тен, ĕнен чунĕ тухать? Хамăрах — зоотехник та, ветфельдшер та — пур ĕçе те пурнăçланă. Пăрусене пĕрне те вилме паман. Плана яланах ирттерсе тултарнă.

— Хуçалăх ÿсĕмĕ ертÿçĕрен нумай килет. Мĕнлерех çынччĕ вăл?

— Алексей Григорьевич яланах хăйĕн сăмахне тытатчĕ. Малтанхи çулсенче ĕнесене тăрантарма апат алă вĕççĕн йăтнă. Тулли карçинккана е хулпуççи çине лартса, е çумра тытса утаттăмăр. 1970 çулсенче фермăна аранах техника çитрĕ. Сĕте аппаратпа сума тытăнтăмăр. Комплекса хута ярсан дояркăсен йышĕ икĕ хут ÿсрĕ, кашнине 40-шер ĕне çирĕплетсе пачĕç. Вĕсем пире кĕте-кĕте тунсăхлатчĕç. Курсан аякранах сас паратчĕç. Эпир кашнин ятне пĕлнĕ. Çыннăн кăмăлне тÿрех сисетчĕç. Ĕнесемпе ăшшăн сăмахлаттăмăр, ачашлаттăмăр.

Пирĕн вутă, тырă, утă пур-и е çук-и — председатель яланах кăсăкланнă. Пулмасан кайса илме хут çырса панă. Килти хуçалăха анне тытса пынă. «Хĕрĕм пенсие тухиччен вилес марччĕ», — тетчĕ. Эпĕ тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитсен тепĕр çул ĕçлерĕм те фермăран кайрăм. Аннене турă сывлăхне пачĕ, тепĕр икĕ çултан 87 çула çитсе куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Тавах ăна, унсăрăн эпĕ Герой ятне нихăçан та тивĕçес çукчĕ. Аннесĕр вăтăр ытла çул кунне-çĕрне пăхмасăр витере тĕрмешме вăй çитерĕттĕмччĕ-ши — калама пултараймастăп.

— Юмахри пек çамрăкланма май килсен ку чухнехи хĕрсемпе каччăсем пек яла пăрахса хулана тухса кайнă пулăттăр-и?

— Çамрăк чухне тĕнче курас килет, романтика тени илĕртет. Манăн та унашкал шухăшсем пулнă. Пире паспорт паман, çавă яла ватăлтарман. Тата атте-анне кăмăлĕнчен иртмен. Фермăна кайма мана анне сĕннĕ, анчах уншăн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнместĕп. Пурнăçа çĕнĕрен пуçлама май килес-тĕк, çав çулах суйласа илнĕ пулăттăм. Халĕ ĕлĕкхи мар, пурнăç лайăх. Витесем хăтлă, ăшă, пылчăк çăрăлмасть. Ял çынни резина атă çинчен тахçанах маннă. Хĕрсене чĕнсе калас килет — кайăр фермăна, нимĕн те çухатмăр. Ĕç çеç çынна илем кÿрет, çавна яланах асра тытăр.

Ял хĕрринчи пĕр выльăхсăр витесене курсан чун ыратать. Пирĕн çамрăклăх унта иртнĕ. Мĕншĕн юсаса-çĕнетсе тепĕр хут выльăх ĕрчетес мар? Сывлăх пулсан йыш пухса çак ĕçе хамах тапратса янă пулăттăм. Пĕр витине те пушă тăратмăттăм. Пирĕн тăрăхран Шупашкарта агронома, зоотехника вĕренекенсем пур, анчах темшĕн пĕри те каялла таврăнмасть. Çав-çавах вĕсене кĕтме пăрахмастăп, фермăна ĕçлеттерсе ярасса шанатăп.

— Сире ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕсене, тĕлпулусене чĕнеççĕ-и?

— Киле пырса машинăпах лартса каяççĕ. Асхва ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Иванов районти, Вырăскас Пикших шкулĕнчи мероприятисене хутшăнма пулăшать. Çамрăксене пуçаруллă, хастар та хăюллă пулма чĕнсе калатăп. Ĕçрен ан хăрăр тетĕп. Япăх пурăнмастпăр. Ĕлĕк икĕ лашаллисене кулак тесе пурлăхне туртса илнĕ. Халĕ килĕрен 2-3 машина, кил-çуртне никам та тустармасть.

Пĕлтĕр Ял хуçалăх ĕç­че­­нĕсемпе тирпейлекен про­мышленноçра вăй хуракансен уявне Шупашкара илсе кайрĕç. Елчĕк районĕнчи Социализм Ĕçĕн Геройĕпе Николай Панкратовпа манăн хушша Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ларчĕ. Пире алă тытсах саламларĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ. «Мероприятисене час-часах чĕнни сире ывăнтармасть-и, йăлăхтармасть-и?» — тет. Каккуй ывăнтарма!.. Михаил Васильевич пире хисеплени пурăнма вăй хушать. Çав самантра ыратни те пĕтĕмпех иртет.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Çемье архивĕнчи тата автор сăнÿкерчĕкĕсем

  •  В.Д.Дмитриева çамрăк чухне тата халĕ.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.