Çăмăл мар пулсан та - малаллах!

12 Авг, 2016

«Ĕç кал-кал пырать, эпир ориентирсене тĕрĕс суйласа илнĕ», — çапла пуçларĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн юнкун Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче иртнĕ анлă ларăвне. Кун йĕркинчи тĕп ыйту республикăн çулталăкăн пĕрремĕш çурринчи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне пĕтĕмлетесси тата иккĕмĕш çур çулхи тĕллевсене палăртасси пулчĕ. Çавна май ларăва Патшалăх Канашĕн депутачĕсене, предприятисемпе организацисен ертÿçисене, ыттисене те чĕннĕ.

Пире шанаççĕ

Михаил Игнатьев çур çулхи кăтартусем пĕтĕмĕшле илсен аваннине палăртнă май пытармарĕ: машиностроенире, строительство сферинче йывăрлăхсем пур. Çапах экономика пĕтĕмĕшле илсен çĕнĕ условисене хăнăхса пыни куçкĕрет. Инвестици климачĕн наци рейтингĕнче Чăваш Ен çĕршывăн 85 регионĕ хушшинче пĕлтĕр 9-мĕш вырăнта пулнă, кăçал вара 6-мĕшне хăпарнă.

Михаил Васильевич Чăваш Ен федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар майпа илекен укçа 16 миллиард тенкĕ таран ÿснине кăмăллăн палăртрĕ — иртнĕ çулхинчен 5,5% нумайрах. Çакă, вăл çирĕплетнĕ тăрăх, Раççей Правительствипе йĕркеленĕ конструктивлă çыхăну кăтартăвĕ: «Федераци бюджетне кăçал 10% чакарнине пăхмасăр эпир укçа ытларах илме пултаратпăр — республикăна шанаççĕ, общество финансĕсемпе тухăçлă усă курнине хаклаççĕ».

Республика бюджечĕн çур çулхи тупăшĕ — 19 миллиард тенке яхăн, ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7,7% пысăкрах. Промышленноç ÿсĕмлĕ — производство 114,9% танлашнă. Ял хуçалăхĕ те ÿсĕм çулĕ çинче — 109%. Чăваш Енре вăтам ĕç укçи те ÿснĕ — 104,6%. Михаил Игнатьев çулталăк вĕçленнĕ тĕле ÿсĕм 5-5,5% çитессе шаннине палăртрĕ: «2012-2013 çулхисемпе танлаштарсан ÿсĕм хăвăртлăхĕ чакнă. Пирĕн тĕллев — 2014-2015 çулсенчи шая упраса хăварасси. Бюджет сферинчи ĕç укçи экономикăринчен килет. Хăшĕсем шалу пĕчĕкленнĕ теççĕ. Вăл чакман. Çынсене обћективлă информаци памалла, уйрăм политиксене ку ыйтăва политизацилеме май памалла мар». Çав вăхăтрах Михаил Васильевич йышăнать: сахал тупăшлă çемьесене хÿтĕлесси — влаç органĕсен тивĕçĕ, мĕншĕн тесен хаксем ÿснине, ытти саманта кура вĕсен тупăшĕ пĕчĕкленнĕ.

 

Ансат мар тапхăр

Экономикăн пайăр кăтартăвĕсемпе вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕ паллаштарчĕ. Унăн отчечĕ хавхалануллă пулчĕ теме чĕлхе çаврăнмасть. Сăмахне «çулталăкăн пĕрремĕш çурри ансат пулмарĕ» тенинчен пуçларĕ. «Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче малалла мĕн пулассине сÿтсе явнă май эпĕ Газпром, Россети, РусГидро йышши компанисем инвестици проекчĕсене чакарасси пирки каланăччĕ. Çакă пĕтĕмпех тÿрре тухрĕ...» — терĕ вăл.

Çапах промышленноç производствин индексĕ 115% яхăнах — мăнаçланмалăх пур. Ку ÿсĕмпе эпир Атăлçи округĕнче те лидерсен шутĕнче-мĕн. Министр производствăна палăрмаллах ÿстернĕ предприятисене пайăррăн асăнчĕ: «Дюпон-Химпром», «Август», «Етĕрнесĕт», ВНИИР, «Акконд», «Экра» тата ыттисем. Çак компанисенче шалу та пысăк — 35 пин тенкĕ шайĕнче. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле «миллиардниксен» /ĕçлесе илнĕ укçа виçи миллиард тенке çитнисен/ республикăри йышĕнче 32 предприяти пулмалла.

Сумлă инвестици проекчĕсене ăнăçлă пурнăçланин тĕслĕхĕ чылай, апла пулин те вице-премьер пăшăрханса каларĕ: «Промышленноçа пулăшма бюджетран уйăракан укçа виçипе мухтанаймастăп. Çулталăкра 600 миллион тенкĕ шайĕнче пулаканччĕ, кăçал вара çак вăхăт тĕлне 140 миллион тенкĕ кăна уйăрнă».

Машиностроени такăнни, паллах, «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем йывăрлăха кĕрсе ÿкнипе çыхăннă. Ку ыйту çинче Владимир Александрович пайăррăн чарăнса тăчĕ: «Çак предприятире ĕçлекенсен шучĕ пысăк. Йыша чакарчĕç — пирĕншĕн чи çивĕч ыйту. Паян 3 пин çын патнелле ĕçлет, ыттисем ĕçлеймеççĕ. Сăлтавсăр нимĕн та шантарса калас килмест, анчах эпир ĕç-пуçăн хуть те мĕнле аталанăвне кĕтсе илме те хатĕр».

Çакнашкал пысăк предприятисем ĕçлеймен чухне пĕчĕк тата вăтам бизнес вăй илни аталанăва хăват парать. Паян Чăваш Енре пĕчĕк бизнесăн 49 пин субћекчĕ ĕçлет, вĕсенче вăй хуракансен йышĕ — 120 пин çын. Кăрлач-утă уйăхĕсенче регистрациленнĕ предпринимательсен йышĕ 30% хушăннă, вĕсен Чăваш Енĕн пĕтĕмĕшле продуктĕнчи тÿпи 33% танлашнă, çĕнĕ 560 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнес суб˜екчĕсем ют çĕршывсен рынокĕсене те тухаççĕ. «ЗИСО», «Зодчий Двери», «Геона», «Гален», «Чувашторгтехника», ытти компани экспорт калăпăшне ÿстернĕ, пĕтĕмпе ют çĕршывсене 1,3 миллиард тенкĕлĕх продукци ăсатнă. Çыхăну тытакан çĕршывсен шутĕнче — Китай, Египет, Араб Эмирачĕсем, АПШ тата ыт. те.

 

Хресчен — малалла, строительсем — каялла

Ял хуçалăхĕнче ĕçсем аван. Аш-какай туса илессине 20% ÿстерме пултарнă, сĕт те ÿсĕмлĕ. Тыр-пул тухăçĕ кăçал пĕлтĕрхинчен самай ытларах пулмалла. Владимир Аврелькин татăклă цифрăсемех асăнчĕ: 580 пин тонна тĕштырă, 700 пин тонна ытла çĕрулми, 150 пин тонна ытла пахчаçимĕç пухса кĕртме палăртнă. Çавна май агропромышленноç комплексне бюджет шучĕпе пулăшнин усси куçкĕрет — çак пулăшăвăн çур çулхи калăпăшĕ 1,2 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле ку виçе 2,3 миллиарда çитмелле.

Шел те, строительствăра кăмăла çĕклекен хыпарсем çук. Кăрлач-утă уйăхĕсенче пурăнмалли 219,7 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — пĕлтĕрхи çак тапхăртин 76% чухлĕ çеç. Кăçал вара пĕтĕмпе 720 пин тăваткал метр çурт-йĕр тумалла. Ку кăтарту пурнăçланасси пирки иккĕленни çинчен министр шарламарĕ, çурт-йĕр туянмалли кредитсен процент виçи чакнă май çынсем ытларах хваттер туянасса шанмалли çеç юлать... Владимир Аврелькина ĕç укçин 4,6% шайĕнчи ÿсĕмĕ те тивĕçтермест. Нумай предприяти шалăва пысăклатайманнин сăлтавне вăл чи малтан вĕсем кредитсен тыткăнне лекнинче курать. Хайхи процент виçисем пĕчĕкленни бизнеса та пулăшма тивĕç, алă-ура çавăрса ярсан вăл ĕç укçине пысăкрах хăвăртлăхпа ÿстерме пуçлас шанăç пур.

 

Ӳсĕмлĕ бюджет

Республика бюджетне çур çулта мĕнле пурнăçлани пирки вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина отчет турĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — республикăн пĕрлехи бюджетне тупăш енĕпе 22,1 миллиард ытла тенкĕлĕх пурнăçланă — иртнĕ çулхи çак тапхăрти шайăн 106,5% чухлĕ. Çак шутра хамăрăн тупăшсем — 14,8 миллиард тенкĕ. Ку виçе 9,9% пысăкланнине палăртма уйрăмах кăмăллă. Эппин, экономика чăнласах ÿсни куçкĕрет. Çакна организацисен тупăшĕнчен илекен налук калăпăшĕ 125% яхăн пысăкланни те çирĕплетет.

Тăкаксене илес-тĕк — утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 20,1 миллиард тенкĕ урлă каçнă. Çав шутра вĕрентÿ сферине 7,1 миллиард янă, сывлăх сыхлавне — 3,5 миллиард ытла. Инвестици тăкакĕсене 2,4 хут пысăклатнине Светлана Александровна пайăррăн палăртрĕ. Уйрăммăн чарăнса тăнă тепĕр самант — «вычет» шучĕпе налуксене граждансене тавăрса панă виçе пысăкки. 970 миллион тенкĕ — ку виçепе эпир Атăлçи округĕнче те 1-мĕш вырăнта-мĕн.

Вице-премьер пăшăрханăвне те пытармарĕ: республикăра ĕçлеме пултаракан çулсенчи халăхăн 22% ĕçсĕр шутланать иккен. Тĕрĕссипе, чылайăшĕ ĕçлет ĕнтĕ, анчах шалăва официаллă майпа илмест. Çавнашкал «вăрттăн» схемăсем вара тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен предприятисене ура хураççĕ. Вĕсем налуксене туллин тÿлеççĕ, çынсене официаллă мар майпа ĕçлеттерекенсем вара ку тăкаксенчен пăрăнаççĕ, çавна май продукци е пулăшу ĕçĕсен хăйхаклăхĕ чакать те — конкурентлă кĕрешÿре вĕсем çиеле тухаççĕ. Акă мĕншĕн 2016 çул валли вăрттăн ĕçлеве легализацилемешкĕн çирĕп цифра палăртнă — 49 пин ытла çынна хайхи «вăрттăнлăхран» кăлармалла. Утă уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле çавнашкал 19 пине яхăн çынна тупса палăртнă — вĕсемпе ĕç килĕшĕвĕсем тунă.

 

Алă усмастпăр!

Пысăк предприятисен ертÿçисем те сăмах илни экономикăри лару-тăрăва тата та тĕплĕнрех хаклама-тишкерме май пачĕ. «Элара» НПП гендиректорĕ Андрей Углов хăй ертсе пыракан предприяти кăçал 3,7 миллиард тенкĕ ĕçлесе илнине пĕлтерчĕ. Паллах, таса тупăш та самай пысăк. Завод налуксене туллин тÿлет. Паян унта 4,3 пин çын ĕçлет. Вăтам шалу — 28,5 пин тенкĕ. Ертÿçĕ ĕç укçине çитес çул татах ÿстерме шантарчĕ. Республика Пуçлăхĕ вара «Элара» Раççей чукун çулĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕ май пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистральне тивĕçлĕ оборудованипе тивĕçтерес ĕçе çине тăрсах хутшăнма сунчĕ. Андрей Углов ку енĕпе ĕçленине çирĕплетрĕ.

Строительсен ячĕпе «ТУС» компани ертÿçи Николай Угаслов сăмах илчĕ. Вăл юлашки çулсенче республикăри строительство организацийĕсен хăвачĕ палăрмаллах ÿсни пирки каланă май юлашки вăхăтра отрасле çăмăл килменнине те пытармарĕ. Строительство индустрийĕнчи лару-тăру пушшех ансат мар: «Çапах алă усмастпăр, пирĕн кирпĕч завочĕ хăйĕн продукцине кÿршĕ регионсене кăна мар, Урал тăрăхне те ăсатать». Предприятисен трибуна умне тухнă ытти ертÿçин сăмахĕнче те ĕçлес, производствăна аталантарас кăмăл пысăкки палăрчĕ.

Патшалăх Думин комитечĕн председательне Анатолий Аксакова сăмах панă май Михаил Игнатьев «паян кунта политика пухăвĕ мар» тесе асăрхаттарчĕ пулин те Анатолий Геннадьевич хăй республикăшăн тăрăшса тунă чылай ĕç пирки каласа пама ĕлкĕрчĕ: монохуласене пулăшнинчен тытăнса республикăн кăнтăр енчи районĕсене шывпа тивĕçтермелли проекта вĕçне çитересси таранах. Дума комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова та парламентра вĕрентÿшĕн яваплă пулнине кура республикăра ку енĕпе тунă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ — кунта унăн тÿпи те пур.

Патшалăх Канашĕн спикерĕ Юрий Попов сăмахне строительство теминчен пуçларĕ-ха: «Строительсем çулталăк вĕçĕнче вăранасси йăлана кĕнĕ, ун чухне кăтартусене лайăхлатĕç». Малалла вара калаçăва тĕрĕслевпе надзор органĕсем бизнеса çав-çавах хĕстерни пирки тăсрĕ. Халь Ростехнадзор тырă типĕтекен сушилкăсене анлăн тĕрĕслет-мĕн: «Ĕççи вăхăтĕнче сушилкăсене ĕçлеттерме чараççĕ! Çак тытăм ертÿçисене хăйсене яла ярса ĕçлеттересчĕ — çапла хăтланнин сиенне хăйсем курнă пулĕччĕç!»

Калаçăва Михаил Игнатьев пĕтĕмлетрĕ. Вăл иккĕленмест: çăмăл маррине пăхмасăр малаллах утатпăр. Çакă пур енĕпе те палăрать. Калăпăр, сывлăх сыхлавĕнче. Онкологи больницин хирурги комплексне хута яниех мĕне тăрать! Кунта çулталăкра 5 пин операци тăвĕç. Оборудовани туянма кăна 200 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Çак корпус никĕсĕ çинче ядерлă медицинăна аталантарма палăртнă. Çынсен операцисем тума Мускава çÿреме тивмĕ. Е тата — çул-йĕр строительстви. Çапла, çивĕчлĕх пур, анчах Çул-йĕр фончĕ кăçал нихăçанхинчен пысăк — 4,1 миллиард тенкĕ.

Сăмахне вăл суйлав темипе вĕçлерĕ: «Администраци ресурсĕпе усă курни пачах та çук. Политика кĕрешĕвĕ пырать. Çак тапхăрта пирĕн обществăпа политика тăнăçлăхне упраса хăвармалла. Çынсемпе ытларах курнăçмалла. Ан тив, кăмăлсăр ыйтусем паччăр, критиклеччĕр — пирĕн шута илмелле».

Николай КОНОВАЛОВ

Алена АРШИНОВА, РФ Патшалăх Думин Вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ:

— Республикăра вĕрентӳ сферинче пысăк ĕç пурнăçлани савăнтарать. Эпир Михаил Игнатьев командипе, ЧР Правительствипе алла-аллăн ĕçленипе кăмăллă. Халĕ шкулсем тумалли программăна пурнăçлама тытăнатпăр. 30 ытла шкул — юсавпа реконструкци кăна мар, çĕнĕ шкулсем ытларах. Çивĕчлĕх пур-çке: чылай шкул кивелсе çитнĕ, хăшпĕр çĕрте ачасем икĕ сменăпа вĕренеççĕ.

Ача сачĕсем тунă — юлашки виçĕ çулта çуллен 10-14 садик çĕкленĕ. Халĕ çакнашкал хăвăртлăхпах шкулсем тума пуçламалла. Садиксем валли федераци бюджетĕнчен Чăваш Ен 1,6 миллиард тенкĕ ытла илнĕ, шкулсем валли те федераци укçи пулĕ. Комсомольски районĕнче пĕр шкул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлнех уçăлĕ. Эпĕ унта пулнă, çĕннипе кивви хире-хирĕçех, пĕри — аваллăх палăкĕ, тепри — çĕнĕ те хăтлă çурт. Тепĕр шкул Шупашкарти Гладков урамĕнче çĕкленет. Строительсем ăна вăхăтра, çулталăк вĕçленнĕ тĕле, хута ярассишĕн çине тăраççĕ. Çакă ун валли те федераци укçине илме кирлĕ.

Чăваш Енĕн ят-сумĕ ырă — федераци Правительствинче республикăна хаклаççĕ. Эпир документсене хăвăрт хатĕрлетпĕр, укçа кирлине аргументсемпе çирĕплететпĕр. Çак ят-сума çухатас марччĕ. Укçа пурин валли те çитмест вĕт. Халĕ шкул автобусĕсем кĕтетпĕр. Ку та — çĕнĕ программа. Авăн уйăхĕнчех 16 автобус килессе шанатăп. Тепĕр парти нарăсра пулĕ.

Спортзалсем пирки каласа хăварасшăн. Чăваш Ен ку программăна виççĕмĕш çул кĕчĕ ĕнтĕ. Çулталăк вĕçлениччен шкулсен 100 спорт залĕ çĕнелĕ. Пĕр спорт залне реконструкцилеме 1 миллион тенкĕ — ял шкулĕшĕн пысăк укçа.

Леонид ЧЕРКЕСОВ, Шупашкар хула пуçлăхĕ:

— Тĕп хулари электротехника кластерĕн предприятийĕсем ăнăçлă ĕçленине куратпăр, чылайăшĕ производство калăпăшне ӳстерет. Шел те, пирĕн йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ предприятисем те пур: «Промтрактор», «Промтрактор-Промлит», «Шупашкарти агрегат завочĕ». Хулашăн пысăк пĕлтерĕшлĕскерсем, вĕсен ĕçĕнчен хула, республика бюджечĕсен тупăш пайĕ нумай килет. Хальхи вăхăтра çак предприятисен чылай ĕçченĕ ирĕксĕртен отпускра е тулли мар ĕç кунĕпе вăй хурать. Çапах эпир çывăх вăхăтра лару-тăру улшăнасса, предприятисем тулли хăватпа ĕçлесе каясса шанатпăр. Вĕсен хальхи вăхăтра рынокра питĕ кирлĕ продукци кăлармашкăн хăват пур.

Республика Правительстви, хула ертӳçисем çак предприятисемпе çыхăннă лару-тăру аталанăвĕн мĕнпур вариантне шута илеççĕ. Ырă мар вариант вăй илчĕ тĕк — хулан ĕçлев центрĕ, республикăн Ĕçлев служби çынсене çĕнĕ профессисене вĕрентме, кайран ĕçе вырнаçтарма хатĕр. «Трактор завочĕсем» концерн ĕçченĕсене тимлĕхсĕр хăвармăпăр, вĕсем урамра юлмĕç, кам ĕçлес тет — вĕсене ĕçе вырнаçтарăпăр.

Владимир ИВАНОВ, ЧР Предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйĕ:

— Промышленноçăн 14% танлашнă ӳсĕмне тĕпрен илсен пĕчĕк тата вăтам предприятисем тивĕçтернине палăртма кăмăллă. Пысăк предприятисен кăтартăвĕсем аплах мар. Экономикăри кризис пулăмĕсем вĕсене çĕнĕлле ĕçлеме чăрмантараççĕ. Пĕчĕккисем вара хăвăрт улшăнаççĕ — технологисене, продукци ассортиментне улăштараççĕ, рынокри çĕнĕлĕхе хăвăрт хăнăхаççĕ. Çавна май вĕсем ĕç тухăçлăхне те ӳстереççĕ — çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе, чикĕ леш енчен кӳрекен тухăçлă техникăпа усă курса... Пĕчĕк бизнес пĕр икĕ çул каялла çапла тăруках вăй илчĕ. Унччен экономика ӳсĕмне тĕпрен илсен пысăк бизнес никĕсленĕ.

Эпир пурте чикĕ леш енчи пек пурăнасшăн. Анчах Европăри пек пурăнма унти пекех ĕçлемелле — ĕç тухăçлăхне ӳстермелле. Хальлĕхе вăл Европăринчен икĕ-виçĕ хут пĕчĕкрех. Анчах пĕчĕк тата вăтам бизнес производствăна çĕнетсе вăй панă май эпир те çав çĕршывсен шайне туртăнатпăр.

Андрей АЛЕКСАНДРОВ, Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ:

— Республика ӳсĕм çулĕпе шанчăклă утать. Çакă çĕнĕ производствăсем уçнипе, çĕнĕ площадкăсем йĕркеленипе кăна мар, ĕç тухăçлăхне ӳстернипе сăлтавланни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Электротехника, машиностроени, хими кластерĕсен предприятийĕсем Чăваш патшалăх университечĕпе тахçантанпах çирĕп çыхăну тытнине кура çак ӳсĕмре ЧПУ тӳпи те пур тесе çирĕплетсех калама пултаратăп.

Тĕллевсене илес тĕк — республика Правительстви тĕп векторсен шутĕнче инноваципе, пысăк технологисемпе çыхăннă производствăсене пулăшассине палăртни питĕ тĕрĕс. Тĕслĕх вырăнĕнче — индустри паркне йĕркелени. Унăн пĕрремĕш черечĕ хута кайнă ĕнтĕ. Ку — пысăк утăм. Чăваш Енри предприятисемпе пирĕн университетра конкурс никĕсĕ çинче инжиниринг центрĕсем йĕркеленине те пысăка хурса хаклатăп. Ку енĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕ кӳнĕ пулăшу усси пысăк пулчĕ. Çак ĕç валли федераци бюджетĕнчен хушма 100 миллион тенкĕ илтĕмĕр — производство сферине аталантармашкăн чăннипех лайăх тĕрев.

Валерий ПАВЛОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ:

— Республикăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн çур çулхи кăтартăвĕсем шанăç кӳреççĕ. Ял хуçалăхĕнче, производствăра аталану пурри куçкĕрет, регионăн инвестици илĕртӳлĕхĕ çирĕпленет. Йывăрлăхсем пур пулин те социаллă гарантисене тивĕçтересси патшалăх политикин никĕсĕ вырăнĕнче упранса юлать. Чăваш Ен Правительстви, федерацин влаç органĕсем, республикăн Патшалăх Канашĕ, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем пурнăçлакан пĕрлехи ĕç тăнăçлăха, экономика çирĕплĕхне тивĕçтерме май парать. Çапах аталанмалли майсем татах та пур — вĕсемпе мĕнпур отрасльте усă курмалла. Чи кирли, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакна пусăм тусах палăртрĕ, ориентирсене тĕрĕс суйласа илнĕ, пурнăçлакан ĕç тивĕçлĕ кăтарту кӳретех. Утсан вара, паллă, йывăр çул та хыçа юлĕ.

Н.ДМИТРИЕВ ыйтса пĕлнĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.