Курнавăш - маншăн хаклă та çывăх кĕтес

12 Авг, 2016

Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче çурт туянса унта пурăнма тытăннăранпа 5 çул çитрĕ ĕнтĕ. Нумайăшĕ хуланалла туртăнать, эпир вара мăшăрпа яла куçса килтĕмĕр, çак утăма тунăшăн пĕрре те ÿкĕнместпĕр.

Курнавăш — районти чи хитре те аталанса пыракан ялсенчен пĕри. Маншăн вара, Кемĕр облаçĕнче çуралса Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тата Украинăра пурăнса курнăскершĕн, вăл çак хушăра чи юратнă та илĕртÿллĕ вырăн пулса тăчĕ. Кермен пек капмар çуртсем, сарлака урамсем... Ял варринче — Христос çуралнин чиркĕвĕ. Унтан инçех мар — ял тăрăхĕн администрацийĕ, вăтам шкул, ача сачĕ, клуб, библиотека, çыхăну уйрăмĕ, фельдшер-акушер пункчĕ, Перекет банкĕн касси, лавккасем... Ялтан райцентра автобус çÿрет, Шупашкара — маршрут таксийĕ. Çакă йăлтах — халăх ырлăхĕшĕн.

Асăннă ялта пурăнакансем мĕн пуррине упрама тата çĕннине ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ. Ку енĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Смирнов тата Елчĕк райадминистраци пуçлăхĕ Николай Миллин нумай пулăшаççĕ, ырă пуçарусене çул пама ăнтăлаççĕ. Акă почта уйрăмне кивĕ çуртран урăххине — косметика юсавĕ ирттернине, çуттине тата хăтлине — куçарчĕç. Каçхине урамри юпасем çинчи хунарсем çутăлаççĕ. Хĕлле çулсене вăхăтра тасатса тăраççĕ, çулла кашни çурт умĕнче тенĕ пекех пĕринчен тепри хитререх чечексем ешереççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене халалласа кăçал Çĕнтерÿ кунĕнче çĕнĕ обелиск уçрĕç. Паттăрсене асра тытнине палăртса хам та çав палăк умне чечек хутăм.

Нумаях пулмасть ялти клубра косметика юсавĕ ирттерчĕç. Христос çуралнин чиркĕвĕн картишне те юлашки çулсенче хăтлăх кĕртеççĕ. Кăçал ун тавра тытнă кивĕ хÿмене çĕннипе, тимĕре авса хитрелетнипе, улăштарчĕç. Чиркÿ настоятелĕ Анатолий /Емельянов/ протоиерей Турă çуртĕнче хăтлă пултăр, унта килекенсен чунĕнче лăпкăлăх хуçалантăр тесе нумай тăрăшать. Христос çуралнин чиркĕвĕн пуян историйĕ пирки ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕн, ЧР хисеплĕ таврапĕлÿçин Петр Михайлович Смирновăн “Вехи времени” кĕнекинче тĕплĕнрех вуласа пĕлме пулать.

Пирĕн ялăн тĕп пуянлăхĕ — хастар та пултаруллă çынсем. Петр Смирнов — шăпах вĕсенчен пĕри. Вăл Курнавăшри вăтам шкула 22 çул ертсе пынă, районпа республикăн общество пурнăçне хастар хутшăннă. Вăл ял историйĕпе çыннисем пирки икĕ кĕнеке кăларнă. Шел, Петр Михайлович пирки иртнĕ вăхăтпа çырма тивет: вăл пирĕнтен 2012 çулта яланлăхах уйрăлса кайрĕ. “Новые Шимкусы. Время... События... Люди...” тата “Ученья свет” кĕнекесене /иккĕшĕн те авторĕсем — П.М.Смирнов тата А.П.Смирнов/ вуласа эпĕ ял тата шкул историйĕпе тĕплĕнрех паллашрăм, тĕрлĕ сферăра çитĕнÿ туса хисеплĕ ят илнĕ, ăслăлăхра палăрнă, орден-медале тивĕçнĕ ентешсем çинчен нумай пĕлтĕм. Çак кĕнекесене тишкернĕ май хама ялти çынсем патĕнче хăнара пулса курнăн, мана кашни çемье хăйĕн телейĕн пĕр пайне, чун ăшăлăхне парнеленĕн туйрăм.

Ял пурнăçне питĕ хытă юратма пуçларăм. Шурăмпуç мĕнле хитре кунта! Хĕвел аннă самант тата мĕн тери илĕртÿллĕ! Уй-хире тухатăп та — кăвак тÿпе айĕнчи ылтăн тулă пусси куçа тыткăнлать. Юнашарах çĕрулми çитĕнет. Инçех те мар — салтак тÿми уçланки. Çак чечексем ирхи сывлăмшăн та, хĕвел пайăркишĕн те, кашни çĕнĕ куншăн та савăнаççĕ. Хамшăн питех те çывăх пулса тăнă сукмакпа утатăп, çил ачи йывăç çулçисемпе вылять, телейлĕ вĕçен кайăк хитре юррине шăрантарать. Пурнăçа, тĕнчене, çут çанталăк илемне мухтать вăл. Хурăн катин шухăшлăхĕ, ăвăссен пăшăлтатăвĕ, кÿлĕ хĕрринчи çамрăк хăва çÿлелле кармашнă тиреке хăйĕн юратăвĕ пирки каласа кăтартни — мĕн тери хитре-çке тавралăх! Çут çанталăк чĕрĕ: вăл сывлать, аталанать. Хулара пурăннă чухне çак илеме пачах асăрхаман эпĕ. Тен, асăрхас темен?

Васкамасăр килелле таврăнатăп, хамшăн тăванран та тăван, çывăхран та çывăх пулса тăнă ялăма сăнатăп. Пушă ларакан çуртсене курсан вĕсем хăйсен хуçисене кĕтнине, чÿречисем çутăпа çуталасса, пÿртре ача-пăча сасси янăрасса шаннине сисетĕп. Çĕр этеме пурнăç панă вăй-хăвата çĕнетме пулăшать, чун-чĕрене сиплет, шăпах ялта чун чăн-чăн савăнăç мĕнне туять.

Хаклă ентешĕмсем! Пирĕн мĕнпе мухтанмалли, хăнасене мĕн кăтартмалли пур. Эппин, пирĕн умĕнхи ăрусем тунă пурлăх-пуянлăха упраса хăварар, ăна нумайлатма тăрăшар. Хамăрăн çĕре, несĕлĕмĕрсен юратăвĕпе тулнăскере тата ĕçĕ-тарĕпе касăлнăскере, хисеплер. Чăваш чĕлхипе культурине, йăли-йĕркине малалла аталантарар.

Хисеплĕ вулакансем! Курнавăша хăнана килĕр, тен, килĕшсен, вăл та сирĕншĕн тăванран та тăван пулса тăрĕ. Кунта илемлĕ чун-чĕреллĕ те пуçаруллă, пултаруллă çынсем пурăнаççĕ.

Галина КИРИЛЛОВА.

Елчĕк районĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.