Çук водительшĕн укçа илнĕ

12 Çурла, 2016

Следстви комитечĕн Çĕмĕрлери пайĕ Хĕрлĕ Октябрь ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Ăна ултавшăн тата должноç полномочийĕсен картинчен тухнăшăн айăплаççĕ.

Следстви версийĕпе килĕшÿл-лĕн 2011 çулхи кăрлачран тытăнса кăçалхи пуш уйăхĕччен вăл ĕç вăхăтне шута илмелли суя табельсем хатĕрленĕ. Çак документсене ĕненес тĕк администраци водителĕ хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пынă. Чăннипе вара вăл унта ĕçлемен. Ĕç укçи çав-çавах пынă. Унăн пысăк пайне администраци пуçлăхĕ илнĕ, укçапа хăй пĕлнĕ пек усă курнă. Бюджет тулашĕнчи фондсене обязательнăй тÿлевсене хывнине кура шалупа пĕрле ял тăрăхне çапла майпа 470 пин ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Ку çеç те мар. 2011 çулта чиновник çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăпа укçа илмелли тивĕç икĕ çынна улталанă. Ял тăрăхĕн администрацийĕн шучĕ çине укçа хывмалла-мĕн, унсăрăн социаллă тÿлеве илесси иккĕленÿллĕ... Лешсем кутăнлашайман: пĕри — 17 пин, тепри 36,5 пин тенкĕ панă.

Следователь ыйтнипе суд айăпланакан пурлăхне — тракторĕпе прицепне тата виçĕ автомобильне — арестленĕ. Çавăн пекех Çĕмĕрле район администрацине асăннă преступленисене никĕсленĕ сăлтавсене пĕтермелли пирки представлени тăратнă, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен финанспа çыхăннă ĕç-хĕлне тимлĕ сăнаса тăмалли пирки асăрхаттарнă.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вара кĕçех суд умне тăрĕ — уголовлă ĕçе тишкерме суда панă ĕнтĕ.

К.НИКОЛАЕВ.

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.