Чи пĕлтерĕшли — туслăх!
Хĕвел хĕртсе пăхнă чух камăн килте ларас килтĕр-ха? Вăл урама тухма чĕннĕнех илĕртет- çке. Акă савăнăçлă арçын ачасен ушкăнĕ те килти ĕçсене тунă хыççăн ял хĕрринчи стадиона пуçтарăнчĕ. Ку вĕсен — ырă йăлара.
Спортпа питĕ туслă хастарсем. Уйрăмах футболла выляма кăмăллакан Саша Афанасьевăн, Данил Петровăн, Сергей Паймушкинăн тата Сашăпа Коля Константиновсен мечĕксĕр пĕр кун та иртмест. Хăйсен хушшинче чемпионатсем ирттерни пĕрре мар пулнă. Хальхинче те стадиона пухăнса икĕ ушкăна пайланчĕç. Хапха сыхлавçи — кăçал пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен Сергей. Ыттисенчен кĕçĕнрех пулсан та унăн хапхине мечĕк кĕреймест. Тимлĕн сыхлать вăл ăна. Аслăрах юлташĕсем пĕчĕкскере пулăшсах пыраççĕ, кÿрентермеççĕ. Шкул пурнăçĕ пирки те нумай каласа параççĕ.
— Шкула каймалли куна чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Çĕнĕ костюмпа шăлавар, сумка, вĕренмелли хатĕрсем аттепе анне тахçанах туянса пачĕç ĕнтĕ, — калаçрĕ Сергей хăпартланса.
Тусĕсемпе кашни ир сумка йăтса утма ĕмĕтленнине те пĕлтерчĕ вăл. Мĕншĕн çав териех шкула каяс туртăмĕ пысăк-ши? «Манăн вĕренес килет!» — çирĕппĕн хуравлать маттурскер. Саспаллисене вăл тахçанах паллать-ха, вулама та пĕлет...
Футбол юратакансен туслă йышĕ ытти енĕпе те хастар. Пурте кире пуканĕ йăтса палăраççĕ, ăмăр-тусене тăтăшах хутшăнаççĕ. Тупăшура çĕнсе илнĕ медальсем пур. Çăмăл атлетикăпа та кăсăкланаççĕ вĕсем.
— Тĕслĕх вырăнне те пĕр-пĕр спортсмена хуратăр, ахăртнех? — ыйтрăм спорт тусĕсенчен.
— Криштиану Роналду футболист пирĕн кумир! — пытармарĕç ачасем. — Ун пекех ăста выляма вĕре-нес тесе тăрăшатпăр. Кайран вара пире те сенкер экранпа кăтартĕç.
— Паллă футболист пулма мĕн тумалла?
— Кунсеренех ăсталăха туптамалла, хирĕç вылякана улталама пĕлмелле тата хапхана мечĕк нумайрах кĕртмелле. Çавă çеç! — пулчĕ хаваслă хурав.
Хаçат тусĕсене те çамрăк спортсменсем спорта юратма, вĕренÿре çитĕнÿсем тума, кĕнеке ытларах вулама тата çирĕп сывлăх сунчĕç. «Чи пĕлтерĕшли — пĕр-пĕринпе туслă пурăнни!» — пĕр саслăн çирĕп- летрĕç арçын ачасем.
Нина ЦАРЫГИНА.
Елчĕк районĕ,
Тăрăм.
Комментировать