Тĕрĕс валашка кирлĕ

25 Çурла, 2016

Сысна кирек мĕнле апата та тиркемест. Ешĕл çимĕçе çăнăхпа пăтратса парсассăн та хапăлласах чаплаттарать вăл. Анчах валашкана тĕрĕс мар хатĕрленĕ пулсан апат нумай юрăхсăра тухать: тăкăнать, вараланать. Çитменнине сысна валашкана урисемпе кĕрсе тăрса çăрать, каяшлама та пултарать. Вараланчăк апат вара — инфекци çăлкуçĕ. Апат нумайрах пĕтет. Çавăнпа валашкана тĕрĕс хатĕрлемелле.

  • Вăл сыснашăн кирек хăш вăхăтра та апатланма ирĕклĕ пулмалла.
  • Выльăх пуçне шута илсе валашка вĕсене çителĕклĕ кирлĕ.
  • Апат парасси тата валашкана тасатасси меллĕ пулмалла.
  • Конструкци хĕррисем, кĕтесĕсем выльăха амантмалла мар.
  • Чи ансат валашка — йы­вăçран ăсталани. Ăна ялта пурăнакан çын çăмăллăнах хатĕрлеме пултарать. Урисемпе валашкана кĕрсе тăрасран тимĕр пралуксем урлă çапса çирĕплетмелле. Хăмасене тачă çыхăнтармалла. Унсăрăн шĕвĕ апат çурăкран юхса вите урайне варалать.

Пластик савăтсенчен те «валашка» тума пулать. Кунашкал савăт хăвăртах тÿнет. Ăна тÿнесрен шурупсемпе тĕрек çумне çирĕплетмелле. Валашка тĕпĕ чалăшрах кирлĕ, апат юлашки пухăнĕ, выльăха çиме меллĕ пулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.