Чĕлхе мар, чĕре калаçать
31 Aug, 2016 | Хыпар | Культура | Акци

Чăн та, кунсерен эфира тухакан радиора пысăк чун-чĕреллĕ çынсем ĕçлеççĕ, вĕсем хатĕрленĕ кăларăмсем итлекенĕн туйăмĕсене хускатаççĕ, илемлĕ те çепĕç сассисем радио çывăхнерех ларма хистеççĕ.

Çынсем кăмăллакан кăларăмсен ертÿ­çи­сене сассинчен аван паллаççĕ-ха, анчах хăйсене курмаççĕ. Халăхпа куçа-куçăн курса калаçас тĕллевпех радиожурналистсем çĕнĕ проект пуçарнă. Эрнесерен тĕрлĕ районта Наци радиовĕн кунне ирттереççĕ.

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Егоров каланă тăрăх — ку проект икĕ çул каялла, Наци радиовĕн 5 çулхи юбилейне паллă тунă чух, çуралнă. “Кашни радиоçăн халăхпа çывăхрах пулмалла, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлмелле. Уйрăм çынсене хумхантаракан ыйтусем те ют мар пирĕншĕн. Радио яланах халăх пурнăçĕпе тан пыма тăрăшать. Тĕслĕхрен, вырма вăхăтĕнче кунсерен уй-хирти ĕç-пуçпа паллаштарсах тăратпăр”, — терĕ Владимир Евгеньевич. Сăмах май, Наци радиовĕнче 17 журналист ĕçлет, вĕсем 60 ытла кăларăм хатĕрлесе эфира кăлараççĕ. Радиопередачăсен 70 проценчĕ чăвашла янăрать, 30 проценчĕ — вырăсла.

Радио кунĕнче вĕсем иртен пуçласа сĕм çĕрлечченех палăртнă районта ирттереççĕ: тĕрлĕ темăпа тĕрлĕ кăларăм валли материал пуçтараççĕ, вырăнти предприяти-организаци ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ, унта ĕçлекенсемпе курса калаçаççĕ, ялсене çитсе кураççĕ, халăхпа тĕл пулаççĕ. Каçхине вара çынсене концерта йыхравлаççĕ.

Ку таранччен Наци радиовĕн десанчĕ Тăвай, Вăрмар, Патăрьел, Çĕрпÿ районĕсене çитсе килнĕ. Çак кунсенче вĕсем Куславкка тăрăхĕнче пулчĕç. Вĕсемпе пĕрле эпĕ те çулçÿреве тухрăм. Атăл хĕрринчи концерт лапамне халăх йышлă пухăннă. Хăнасене район ертÿçисем Юрий Петровпа Валентин Колумб, “Куславккасем” ентешлĕх ертÿçи Юрий Зорин кĕтсе илчĕç. Вĕсем журналистсене ĕçре ăнăçупа пултарулăх сунчĕç, çынсене радиопа туслă пулма чĕнсе каларĕç.

Уява музыка передачисен авторĕ Ирина Лампасовăпа хыпарсен службин редакторĕ Алексей Иванов ертсе пычĕç. Юрлама ăстаскерсем халăха хăйсен пултарулăхĕпе те савăнтарчĕç. Куракансем умне “Ирхи кăмăл” пикисем Алена Арсентьевăпа Мария Самделова, социаллă тема кăларăмĕсен ертÿçисем Анастасия Акшаровăпа Екатерина Семенова тухрĕç. Хĕрсем радиопередачăсем еплерех кун çути курни çинчен каласа пачĕç. Куславкка халăхне ентешĕсем Людмила Кинерпе Радий Чернов, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Ольга Лукова, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Клара Чекушкина, Вероника Данилова илемлĕ юрă-ташă парнелерĕç.

Кунсерен янăракан Наци радиовĕ кашни яла çитет, кашни киле кĕрет. Çынсен чун-чĕрине, ăс-тăнне çавăрса илет. Вăл савăнтарать, ĕçлеме хавхалантарать, шухăшлаттарать, хушăран, тен, хумхантарать те, йĕртет те. Çапла вăл радио. Вăл çыншăн ĕçлет. Наци радиовĕн хумĕсем çинче пулăр!

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.