Партисем кашни хастар — вĕсенчен хăшне суйлар?

31 Авг, 2016

Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕ — сасăламалли пĕрлехи кун — çывхарнă май хăйсен элчисене РФ Патшалăх Думинче, ЧР Патшалăх Канашĕнче курас тĕллевлĕ партисен хастарлăхĕ пушшех ÿсни куçкĕрет. Çапла пулмалла та. Партисен лидерĕсемпе представителĕсем халăхпа курнăçаççĕ, хăйсен тĕллевĕсемпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ.

Иртнĕ эрнере Шупашкарта партин регионти хастарĕсемпе "Единая Россия" членĕ, Раççей Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕ Вячеслав Никонов тĕл пулчĕ. Раççей Президенчĕн курсне ырлакан Общество штабĕн ларăвне çавăн пекех общество пĕрлешĕвĕсен членĕсем, наука, культура, вĕренÿ сферисен представителĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтан сăмах илнĕ май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕнчери лару-тăру пире наци лидерĕ Владимир Путин тавра чăмăртанма хистенине палăртрĕ. Чăваш Ене илес тĕк — влаç суйлавçăсене сăмах панине туллин пурнăçлать: обществăпа политика тăнăçлăхне упраса хăварнă, çирĕплетнĕ, çынсен шанăçне çĕнсе илнĕ. Вăл иккĕленмест: "Пĕрлĕхре — пирĕн вăй!"

Раççей шайĕнчи сумлă политика Вячеслав Никонова ахальтен мар центрти телекуравăн нумай кăларăмне хутшăнма чĕнеççĕ — чăннипех вăйлă оратор. Унăн шучĕпе — ку хутĕнче суйлав пĕртте ансат пулмĕ: "14 парти кĕрешет: вĕсенчен 13-шĕ пĕрне хирĕççи хальччен пулман-ха". Путин пирки вăл "Единая Россия" никĕслевçи тет — "ăна 2001 çулта йĕркеленĕ, ку шăпах Раççее пухнă вăхăт пулнă — ун чухне кахал çеç пирĕн çинче ура шăлман". "15 çул каялла кăна эпир тĕнчери 14-мĕш экономика пулнă, паян вара — 5-мĕш. Ун чухне çĕршыв çуллен миллион çынна çухатса вилсе пынă, паян вара йыш ÿсет. Социаллă обязательствăсем çĕршыв бюджетĕнчен ултă хут пысăкрах пулнă. Олигархсем Кремльти кирек хăш алăка та ура тапса уçнă. Эпир оборонкăна пĕр енлĕн кăна тĕп тунă. Паян вара тĕнчере пĕрремĕш вăй пулмасан та — хăват пысăк. Совет саманинче çĕршыва çуллен 30 миллион тонна тĕштырă кÿнĕ, тырра тепĕр еннелле ăсатма портсем те пулман. "Буш урисем" юратнă апат пулса тăнăччĕ. Кăçал вара Раççей 114 миллион тонна тĕштырă пухса илме палăртать — чикĕ леш енне ăсатмалăх та пур. Раççей тĕштырăн пысăк импортерне çаврăнчĕ", — аса илтерчĕ Вячеслав Алексеевич.

Çапах паян геополитика лару-тăрăвĕ "сивĕ вăрçă" тапхăрĕнчипе танлаштарсан та чылай йывăртарах. Ун чухне Раççей тавра 400 çар бази те, массăллă информаци хатĕрĕсенчи хăрушă суя та, экономика, ытти енĕпе хĕсĕрлени те пулман. Акă мĕншĕн вăл çак лару-тăрура çĕршыв лидерне тĕрев кирлĕ тесе шутлать. Çав тĕревсен шутĕнче — "Единая Россия" парти программи, унăн кашни пунктне пурнăçламалли план уçăмлă.

В.Никонов хыççăн Думăн асăннă комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова та трибуна умне тухрĕ. Унăн шухăшĕ те Никоновăннипе пĕрешкел: "Эпир мар тăк — никам та: пирĕншĕн историе никам та çырмĕ. Пире Рюриковичсем кирлĕ мар, ачасен пуласлăхне хамăрăн палăртмалла. Пирĕн оппонентсем площадьсене тухма, посольствăсене çÿреме пултараççĕ, эпир вара çав вăхăтра ĕçлетпĕр. Мĕн пурнăçлама пултаратпăр — çавна çеç шантаратпăр. Нумай çул каялла эпир Владимир Путин майлă пулнă ĕнтĕ, ăна паян та пирĕн пулăшу кирлĕ".

Ытти парти те кĕрĕк арки йăваласа лармасть. Çамрăк Ÿсĕм партийĕн /"Партия Роста" тенине чăвашла çапла куçармалла пуль/ регионти уйрăмĕн лидерĕ Александр Капитонов тата унăн ĕçтешĕсем журналистсем валли ирттернĕ пресс-конференцире суйлав партишĕн ăнăçлă пуласса шаннине çирĕплетсех каларĕç. Çĕнĕ парти чи малтанах суйлавсене çÿремен, апла тăк нихăш политика вăйне те шансах кайман электората илĕртесшĕн — унашкаллин йышĕ самай пысăк вĕт. Çав вăхăтрах ытти парти майлисен пĕр пайне "катса илме" те хирĕç мар".

"Эпир ăслă та интеллигентлă çынсен партине пухатпăр", — çаплах каларĕç. Унăн стратегийĕнче — çĕршыв экономикине нефть пăхăнăвĕнчен кăларса пысăк технологисене тĕпе хуракан никĕс çинче аталантарасси, пĕчĕк тата вăтам бизнеса çул парасси, уйрăм çын харпăрлăхне хисеплесси. Çĕнĕ партие Владимир Путин пехилленĕ теççĕ-ха, анчах республика влаçĕпе хутшăнусем мĕнлерех-ши? "Хыпар" корреспонденчĕн çак ыйтăвне хуравланă май Александр Капитонов парти лидерĕ Борис Титов кăçал Чăваш Ене килсе кайнине, Михаил Игнатьевпа курнăçнине аса илтерчĕ. Çакă "пирĕн Чăваш Ен влаçĕпе хирĕçтăру пулмалла мар" тенĕн илтĕнчĕ.

"Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççейĕн" регионти уйрăмĕнче граждансен йышăнăвне йĕркеленĕ. Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков теçетке ытла çынна йышăннă. Калăпăр, тĕп хулари пĕр завод электросварщикĕ, предприятире 44 çул ĕçленĕскер, сиенлĕ производствăра сывлăхĕ хавшани çинчен каласа панă. Шел те, профессие пула чирленине ниепле те ĕнентерсе параймасть иккен — тивĕçлĕ тытăмсем йышăну тăвассине тăсса пыраççĕ.

РЛДП суйлавçăсемпе ĕçлемелли çĕнĕ меслетсемпе усă курма тăрăшни сисĕнет. "Депутатпа уçăлса çÿрени" проект чылай калаçтарать. Халăх депутат патне килмест, депутат хăй çынсем патне пырать. Тĕп хулари картишсенче, подъездсенче çынсемпе курнăçнă май вĕсен çивĕч ыйтăвĕсене пĕлме меллĕ. Калăпăр, ĕçкĕçсене эрехпе сăйлакан пĕр хупахпа çыхăннă ĕç-пуç самаях шăв-шав çĕклерĕ. Çынсен çăхавĕсене пухнă-итленĕ май тивĕçлĕ инстанцисенчен хурав ыйтмашкăн депутатсен полномочи пур...

"Ватă гварди" те /Пенсионерсен партийĕ хăйĕн хаçатне çапла ят панă та — "ватă" тенĕшĕн кÿренмеççĕ пуль/ маххă памасть. Чăваш Ен парламенчĕн йышĕнче пулас тĕллевлĕ Николай Степанов, партин регионти уйрăмĕн председателĕ, çирĕп позици йышăннă: "Паян республикăри çамрăксенчен нумайăшĕ йĕркеллĕ ĕç тупаймасть. Ватă ашшĕ-амăшне пăхмалла чухне вĕсен шучĕпе пурăнаççĕ. Çакă йĕркеллĕ-и вара?"

РФКП представителĕсем те хĕрсех ĕçлеççĕ: пуçламăш организацисен ларăвĕсем иртеççĕ, суйлавçăсемпе тĕл пулаççĕ, граждансене йышăнаççĕ. Вĕсем те суйлавçăсен ыйтăвĕсене курмăш тумаççĕ. Калăпăр, тĕп хулари Çамрăксен тăкăрлăкĕнчи пĕр çуртра пурăнакансем кÿршĕри стройкăна пула тротуар сиенленни çинчен евитленĕ — коммунистсем хута кĕме хатĕр.

Дмитрий НИКОЛАЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.