Комментировать

31 Авг, 2016

КĂМПА ТАПХĂРĔ ПУÇЛАНЧĔ

Кăмпа тапхăрĕ пуçланчĕ, çавна май кăмпапа наркăмăшланас хăрушлăх та ÿсрĕ. Шупашкар хулин клиника центрĕн диетолог-тухтăрне Лариса АГЕЕВĂНА кăмпа çинчен тĕплĕнрех каласа пама, сывлăха упрамалли йĕркесемпе паллаштарма ыйтрăмăр.

— Лариса Валерьевна, диетологи енчен пăхсан, кăмпа усăллă çимĕç-и?

— Чылайăшĕ усăллă тата тутлăхлă. Белок нумаййине кура ăна вăрман е ÿсен-тăран какайĕ тесе те хаклаççĕ. Кăмпари аминойÿçексем ăс-тăн çивĕчлĕхне, астуса юлассине ырă витĕм кÿреççĕ, атеросклероза аталанма чăрмантараççĕ. Шел те, организм вĕсене сахал, 10 процент таран кăна, йышăнать. Кăмпасем нерв тытăмне йĕркеллĕ ĕçлеме, çÿçе, чĕрнене, ÿте лайăхлатма кирлĕ В ушкăнри витаминсемпе пуян. Ку енĕпе вĕсем пахча çимĕçпе тĕшĕллисенчен те ирттереççĕ. Кăмпара çавăн пекех ниацин пур, вăл юн тымарĕсен стенкисене çирĕплетет, юн тăвас ĕçре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çак витамин кăмпара ĕне пĕверĕнчи чухлех. Вăрман çимĕçĕнче микроэлементсем те, çав шутра — пăхăр, марганец, цинк, фосфор, кали, нумай. Вĕсем организмри япаласен ылмашăнăвне йĕркере тытса тăма кирлĕ.

Анчах, кăмпан хими йышĕ хăйне евĕр пуян пулин те, ăна чи усăллă, диета çимĕçĕсен йышне кĕртме юрамасть. Сăлтавĕ сахал мар.

— Çак сăлтавсене асăнса тухсан аванччĕ.

— Хитин нумаййине пула кăмпа вар-хырăмра япăх ирĕлет. Унсăр пуçне вăл хырăмлăх сĕткенĕ тухассине вăйсăрлатать, çавăнпа кăмпа кăна мар, унпа пĕрле çинĕ ытти апат ирĕлесси те япăхать. Кăмпа йывăр апат шутланать, сывă çынсен те ăна тăтăш тата нумай çиесрен асăрханмалла. Хитин кăмпа тунинче пуринчен те ытларах, çавăнпа ăна çимесен е хатĕрлес умĕн çиелти сийне сÿсен лайăхрах.

Кăмпан тепĕр çитменлĕхĕ — сиенлĕ япаласене пухни. Çак япаласене вăл тăпраран, шывран, сывлăшран губка пек сăхса илет. Вараланнă территорире, вĕсен çывăхĕнче ÿснĕ кăмпасенче йывăр металсем, радиоактивлă пайсем, сиенлĕ ытти япаласем пуррине палăртаççĕ. Кăмпа мĕн чухлĕ пысăкрах — унра çын организмĕшĕн наркăмăшлă япаласем çавăн чухлĕ ытларах. Çавăнпа промышленноç предприятийĕсен территорийĕсенче, автомагистральсем, чукун çулсем çывăхĕнче, хулари газонсем çинче кăмпа пухма юрамасть.

— Кашни çулах кăмпапа наркăмăшланнă тĕслĕхсене шута илеççĕ.

— Наркăмăшланнин тĕп сăлтавĕсем — юрăхлă тата сиенлĕ кăмпасене уйăрма пĕлменни, лайăх кăмпанах тĕрĕс тирпейлеменни, профилактика йĕркисене пăхăнманни, хăш-пĕр кăмпа тытăмĕ улшăнни.

Кăмпапа нарăмăшланнин паллисем — варвитти, хăстарни, вар-хырăм ыратни. Анчах мĕнле кăмпа тата мĕн чухлĕ çинине кура паллăсем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, майра кăмпи /бледная поганка/ мышцăсене, хырăмлăха ыраттарать, ăша пăтрантарать, хăстарать, юнлă варвиттие ярать /талăкра 25 хутчен те/. Питĕ хăвăрт шăнăр хутлатать, чĕрепе юн тымарĕсен çитменлĕхĕ, сарамак, пĕвер çитменлĕхĕ, кома аталанаççĕ.

Хĕрлĕ шăна кăмпипе /мухомор/ наркăмăшланни çав тери хăвăрт — 30 минутран пуçласа 2 сехет таран — аталанать. Ытти паллăсем патне сĕлеке, куççуль нумай юхни, вăйлă тарлаттарни, куç шăрçи пĕчĕкленни, бронхсем пĕрĕнни, сывлăш пÿлĕнни, чĕре таппи, юн пусăмĕ чакни, ăс-тăн пăтранни хушăнать. Çĕвĕ кăмпипе /строчок/ сĕлĕ кăмпи /сморчок/ çисе наркăмăшлансан ытти паллăсемпе пĕрле шăнăр хутлатни аптратать, тăн çухалать, пĕвер, пÿре сиенленеççĕ.

— Çиме юракан кăмпапа вара хăçан наркăмăшланаççĕ?

— Унпа та наркăмăшланма пулать. Ватă кăмпара усăллă япаласемпе пĕрлех час-часах белок арканнипе пулнă çимĕçсем те пур, вĕсем организма питĕ япăх витĕм кÿреççĕ. Çавăнпа апатра çамрăкрах кăмпасемпе кăна усă курмалла.

Унсăр пуçне тĕрĕс мар хатĕрленĕ е пăсăлнă типĕ тата консервланă кăмпапа наркăмăшланма пулать. Çимĕçе цинклă савăтра маринадлама та, тăварлама та юрамасть.

Кăмпа çав тери йывăр чир — ботулизм — çăлкуçĕ пулма пултарать. Ăна пуçаракансем, тĕпрен илсен, тăпраран çимĕçе лекеççĕ. Консервлас умĕн кăмпана питĕ тĕплĕ çуса тасатмалла. Килте тирпейленĕ кăмпа банкине шăвăç хупăлчапа çăтă хупса лартмалла мар, кислород лекмен савăтра ботулизм пуçаракансене ĕрчеме услови чылай лайăхланать.

Ботулизмпа чирлени кăмпа çинĕ хыççăн 12-72 сехетрен палăрать. Пуç ыратать, çăвар типет, ăш пăтранать, хăстарать, варвитти пуçланать, куç курасси япăхать, çăтма йывăрланать, шăнăр хутлатать. Çаксенчен иккĕшĕ те пулин палăрсан тăхтамасăр тухтăр патне каймалла, ятарлă сывороткăпа сипленмелле.

— Профилактикăн тĕп мелĕсене аса илтерер-ха.

— Вĕсем ансат: пĕлнĕ кăмпасене кăна пухмалла, иккĕлентерекеннисене тутанса пăхмалла мар. Ытла пысăк, пĕркеленнĕ, хурт-кăпшанкă сиенленĕ, кăмăскаллă кăмпасене тата çулсем хĕрринче ан пухăр, çакăн пеккисене пасарта ан туянăр. Пухнă кăмпана тÿрех тирпейлемелле, мĕншĕн тесен вăл хăвăрт пăсăлать. Упрама çамрăк кăмпасене кăна хатĕрлемелле. Кашни тĕрлĕ кăмпана уйрăммăн типĕтмелле, тăварламалла, маринадламалла. Пĕçерес умĕн кăмпана лайăх çуса тасатмалла, пĕрремĕш хут пĕçернĕ шывне тăкмалла. Пасарта килте консервланă, типĕтнĕ кăмпа, кăмпа вăлчи, салачĕ туянмалла мар.

— Наркăмăшлансан мĕн тумалла?

— Чи малтанах, хăвăр тĕллĕн сипленмелле мар!

“Васкавлă пулăшу” çитиччен хырăмлăха çумалла. Аптранă çынна çак тĕллевпе 5-6 стакан шыв е сĕт ĕçтермелле, унтан чĕлхин тымарне пÿрнепе е чей кашăкĕпе лĕклентерсе хăстармалла.

Хырăмлăха çунă хыççăн кашни виçĕ сехетре 4-шар тÿме активлă кăмрăк /талăкра 12 тÿмерен ытла мар/ ĕçтермелле. Чирлĕ çынна вырттармалла, ал-ури патне ăшă грелка хумалла, ăшă шĕвек тăтăшрах ĕçтермелле, вăй-халĕ хытах чаксан — çăра чей.

Наркăмăшлантарнă кăмпа юлашкине кăларса пăрахмалла мар. Вăл тухтăрсене сиплеве тĕрĕс палăртма пулăшĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.