Саккунран асли çук

31 Авг, 2016

РФ судьясен пĕрлĕхĕн органĕсем çинчен калакан саккуна 2011 çул вĕçĕнче кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн судья должноçĕ валли квалификаци экзаменне йышăнакан Аслă экзамен комиссийĕ тата республикăри çакнашкал комисси судьясен пĕрлĕхĕн хăй тĕллĕн ĕçлекен органĕсем пулса тăчĕç. Унччен комисси судьясен тивĕçлĕ квалификаци коллегийĕсен çумĕнче ĕçленĕ. Республикăра ку комиссие ертсе пыма судьясен 2012 çулхи раштаври конференцийĕнче Вера БЕЛЬЦОВĂНА суйланă. Ăна пирĕн ыйтусене хуравлама ыйтрăмăр.

— Вера Владимировна, мĕнле шутлатăр, экзамен комиссийĕ хăйне шаннине тÿрре кăларчĕ-и?

— Пирĕн ĕçе судьясен конференцийĕ хак парĕ. Эпĕ вара çакна çеç палăртам: экзамен комиссийĕн мĕнпур членĕ хăйсен çак общество тивĕçне яваплăха туллин туйса пурнăçлама тăрăшрĕ. Тавлашу çуралсан вăл е ку кандидата экзамен тытма ирĕк парас ыйтăва комисси ларăвĕсенче татса панă.

Судьясен конференцийĕнче экзамен комиссине суйланăранпа пире 54 заявлени панă. Çав шутра пĕлтĕр — 34, кăçалхи çур çулта — 20 заявлени. Иртнĕ çул — 13, кăçал 9 кандидат экзамена ăнăçлă тытнă.

— Экзамен тытнă чух мĕнле йывăрлăхсем тухса тăраççĕ?

— Экзамен комиссийĕн тивĕçĕ — судья должноçне йышăнас кăмăллă çынна квалификаци экзаменĕ тыттарнă май унăн вăл е ку шайри судра ĕçлемешкĕн тивĕçлĕ пĕлÿ, хăнăху пуррине палăртасси. Квалификаци экзаменĕ — пулас судьясемшĕн чăннипех ансат мар тĕрĕслев. Ятарлă дисциплинăсене пĕлнине, юридици шухăшлавĕ пуррине, процесс докуменчĕсене хатĕрлеме пултарнине кăтартни кăна мар, ĕçлекен, опытлă тата ят-сум илнĕ судьясемпе юристсене хурав пама тивет — чăн-чăн стресс. Паллах, кашниех хумханать, анчах хăшĕсем çухалса каяççĕ.

Тепĕр самант та пур: кандидатсенчен хăшĕсем юрист профессийĕнче нумай çул ĕçлеççĕ, эппин, пĕлĕве те тахçанах илнĕ, чылайранпа экзамен тытман — ку енĕпе хăнăхăва çухатнă. Опыт, практика экзамена ăнăçлă тытма пулăшасса шанаççĕ. Çав вăхăтрах теори çине алă сулаççĕ — çавăнпа такăнаççĕ.

— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх — хальхи вăхăтра суд аппаратĕнче кадрсен улшăнăвĕ пысăк. РФ патшалăх суд служби çинчен калакан саккунне йышăнни çивĕчлĕхе сирĕ-ши?

— Судьясен, суд аппарачĕн ĕçченĕсен пысăк профессионализмĕ — суд производствине ăнăçлă йĕркелесси, суд йышăнăвĕсен саккунлăхĕн никĕсĕ. Судсен аппарачĕсен кадрĕсен йышĕ тĕлĕшпе тăнăçлăх çуккине Пĕтĕм Раççейри судьясен 8-мĕш съезчĕн йышăнăвĕнчех, 2012 çулхи раштавра, палăртнăччĕ. Суд тытăмĕнчи патшалăх граждан служащийĕсен шалăвĕ ытла та пĕчĕкки пирки каланăччĕ. Шел, унтанпа ку енĕпе нимех те улшăнман. Суд аппарачĕн ĕçченĕсем çине лекекен тиев пысăк, патшалăхăн ытти органĕнче, уйрăм предприятисенче çакнашкал специалистсен ĕç укçи чылай пысăкрах та — кадрсем пăраха-пăраха каяççĕ. Çавна май судьясен должноçĕсене йышăнма тивĕç кадрсен резервне хатĕрлемелли майсем те ансăрланаççĕ. Паллах, ку судьясен пĕрлĕхне пăшăрхантарать. Федерацин "Суд служби çинчен" саккунне йышăнни çак ыйтăва татса пама пулăшасса шанатăп.

— Çулталăк вĕçĕнче çĕршыври судьясем хăйсен съездне пухăнма хатĕрленеççĕ. Вера Владимировна, сире республикăн судьясен канашне, Судьясен квалификаци коллегине пĕрре кăна мар суйланă, эсир Пĕтĕм Раççейри судьясен V съездне хутшăннă. Раççей шайĕнчи судьясен пĕрлĕхĕ регионти ĕçтешĕсен умне лартакан тĕллевсем улшăннине туятăр-и?

— Ыттипе пĕрлех право патшалăхĕшĕн хăй тĕллĕн ĕçлекен тата никама пăхăнман суд системи кăтартуллă. Патшалăх хÿтлĕхĕн механизмĕ пулнă май унăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Суд органĕсен тытăмĕ Конституци стройĕн, йĕркелĕхĕн, пĕрлехи экономика анлăшĕн никĕсĕн çирĕплĕхне, граждансен тата юридици тытăмĕсен прависене тивĕçтерет, экономика ĕç-хĕлĕн ирĕклĕхне гарантилет. РФ Правительствин йышăнăвĕпе суд тытăмĕн 2013-2020 çулсенчи аталанăвĕн тĕллевлĕ программине çирĕплетнĕ. Унта анлă тĕллевсем палăртнă — правосуди пахалăхне лайăхлатса унăн ĕçĕ валли кирлĕ условисем йĕркелесси таранах. Çак тĕллевсем, паллах, Чăваш Енри суд пĕрлĕхĕ умĕнче те тăраççĕ.

Асăннă условисенчен пĕри — суд ĕç-хĕлне саккунсемпе тивĕçтересси. Ку ыйтусене йĕркелес тĕлĕшпе юлашки çулсенче темиçе саккун йышăннă. Гражданла процесс тата арбитраж процесĕн саккунĕсем палăрмаллах улшăнчĕç. Административлă судопроизводство кодексне йышăннă, судсемшĕн паян информаци тата процесс уççăнлăхĕ кăтартуллă.

Çак улшăнусем гражданла право тавлашăвĕсен тĕрлĕ енлĕхне çул пачĕç, судсенче тишкерекен ĕçсен шучĕ те палăрмаллах ÿсрĕ. Çавна май судьясен, суд аппарачĕн ĕç калăпăшĕ те пысăкланчĕ. Çăмăл мар çак условисенче правосуди пахалăхне тивĕçтерме тивет. Апла тăк кашни судьян яваплăха туймалла. Вăйлă, никама пăхăнман суд системине саккуна питĕ лайăх пĕлекен, унпа усă курма пултаракан профессионал судьясем кирлĕ. Çавăнпа та пирĕн экзамен комиссийĕн судьясен должноçĕсене лайăх юристсем, чăн-чăн профессионалсем килччĕр тесе пĕтĕмпех тумалла.

Николай ДМИТРИЕВ

ыйтса пĕлнĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.