Чăваш ачисем Хура тинĕс хĕрринче те каннă

17 Çурла, 2016

Çуллахи каникул вĕçлениччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Шкул ӳсĕмĕнчи хăшпĕр ача вĕренӳшĕн тунсăхлама та ĕлкĕрчĕ-тĕр. Пĕлӳ кунĕ çитессе кĕтсе чылайăшĕ шкула çӳреме хатĕр-хĕтĕр, çипуç, пушмак туянма та ĕлкĕрнĕ.

Правительствăра вара Чăваш Енре ачасен сывлăхне çирĕплетмелли тапхăр кăçал мĕнле иртнин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе кăсăкланаççĕ. Лару-тăрăва эпир те тĕплĕнрех тишкертĕмĕр. Чăн та, республика Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев палăртнă хăшпĕр цифрăпа вулакансене паллаштарнăччĕ те ĕнтĕ.

Ачасен канăвне сывлăхшăн усăллă, хăрушлăхсăр йĕркелесси тĕрлĕ ведомство — ĕç тăвакан влаç органĕсен, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн, ЧР ШĔМĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, ача-пăчана канупа тивĕçтерекен организацисен — ертӳлĕхĕн пĕрлехи тĕллевĕ.

Хула тулашĕнчи ятарлă базăсенче каннисĕр пуçне вĕренӳ организацийĕсен, хушма пĕлӳ паракан учрежденисен çумĕнче йĕркеленĕ кăнтăрлахи лагерьсенче те ачасем йышлăн каннă. Кăçал пур муниципалитетра тенĕ пекех пĕлĕве тарăнлатма май паракан экскурси маршручĕсем йĕркеленĕ. Вĕсене çурла уйăхĕнчи çулçӳревсене шута илмесĕр çичĕ пине яхăн ача хутшăннă.

Вĕренӳре, тĕрлĕ олимпиада-конкурсра, фестивальсенче, спорт ăмăртăвĕсенче, общество ĕç-хĕлĕнче хастарлăх кăтартакансене тӳлевсĕр е çăмăллăхлă путевкăсемпе хавхалантарасси тахçантанпах йăлара. Кăçал çапла 119 ача Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă вăл е ку лагерьте каннă.

Çĕршывăн кăнтăр енчи тăрăхĕсенче республикăри ача çурчĕсенчи ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнисем те хăйсен ӳт-пĕвне пиçĕхтереççĕ. Кăçал Крым Республикинчи «Тимуровец» лагерьте çавăн пек лару-тăрури 8 ачана сиплеме май килнĕ. Тăлăхсенчен чылайăшĕ Чăваш Енри «Созвездие», «Янтарный», «Соснячок», «Ильинский» лагерьсенче сывлăхне çирĕплетнĕ. Ача çурчĕсенче çитĕнекенсене çуллахи вăхăтра çемьесене вăхăтлăх вырнаçтараççĕ. Ачасем ют çемьесенче пурăннă май кил ăшшине хăнăхаççĕ.

Хула тулашĕнчи лагерьсенче ку яхăн мĕн çĕнни пулнă-ха? Вĕсенче специализациленĕ /профиль/ сменăсем ытти çулхинчен нумайрах иртнине асăнмалла. Акă «Звездный» лагерьте Чăваш Енри ача-пăча ӳнер шкулĕсенче хушма пĕлӳ илекенсем «ART-travel – 2016» пленэр-сменăра канчĕç. «Солнышко» пĕрремĕш сменăна экологипе кăсăкланакан ачасене йышăнчĕ, «Жемчужина Чувашии» «Ташлама вĕренетпĕр» ушкăна хапăл пулчĕ. Раççейри регионсен чăваш диаспоринче пурăнакан хастар ачасем /«Эткер» смена/ йăлана кĕнĕ тăрăх кăçал та «Лесная сказка» лагерьте канчĕç. Профиль лагерьсене 630 ача хутшăнчĕ.

Хальхи вăхăтра та, тăваттăмĕш смена тапхăрĕнче, ятарлă сменăсем ĕçлеççĕ. «Звездный» хутлăхĕнче кадетсем канаççĕ, «Белые камни» вара «Тхэквондо — сывлăх патне пĕрле çул хыватпăр» сменăна йышăннă.

Çуллахи лагерьсене ăста кадрсемпе тивĕçтересси ачасен сывлăхĕпе, хăрушсăрлăхĕпе тӳрремĕнех çыхăнни паллă. Çакна шута илсе ЧР Вĕренӳпе çамрăксен политикин министерстви вожатăйсене вĕрентсе хатĕрлессипе тимлĕ пулнине ырламалла. Ведомство йĕркеленĕ хăйнеевĕр шкулта çамрăк 550 вожатăй вĕренсе сертификат алла илнĕ.

Çуллахи каникулта районсенчи /хуласенчи/ çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисем шута илнĕ çамрăксене тимлĕхрен вĕçертес мар тесе тата профилактика тĕллевĕпе пулакан ырă пуçару чылай. Республикăри çул çитмен çавнашкал 1 пин ытла çамрăкăн 80 ытла проценчĕ вăхăта усăллă ирттерет. Малтанхи виçĕ сменăра шутра тăракан 461 ача хула тулашĕнчи е ачасен канăвне йĕркелекен урăх организаци йĕркеленĕ лагерьте каннă. Вунтăваттă тултарнисенчен чылайăшĕ хăй тĕллĕн /405 ача/ е халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба урлă /271 ача/ вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă. Муниципалитетсенчен хăшĕ çул çитменнисемпе çуллахи тапхăрта тимлĕ ĕçленине тишкерсен Пăрачкавсем, Вăрмарсем, Етĕрнесем, Çĕмĕрле хули хастарри курăнать.

Çул çитменнисем çинчен сăмах хускатрăмăр тăк вĕсен пуçарăвĕпе пулакан преступленисем çинчен те асăнса хăварар — çуллахи канăвăн пахалăхĕ хăрушсăрлăхпа та çыхăннă терĕмĕр-çке. Кăçалхи çичĕ уйăхра, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, киревсĕр ĕçсен шучĕ 23 процент чакнă. Лару-тăрăва лайăх енне улăштарас енĕпе Вăрмарсем /пĕлтĕр 16 преступлени пулнă, кăçал хальлĕхе пĕрре те пулман/, Етĕрнесем /саккăр пулнă, кăçал хальлĕхе — пулман/ тăрăшни сисĕнет.

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.