Archive - Çурла 2016 - Хыпар

август 19th

19 Çурла, 2016

Улма пахчи – ытарайми

Çак кунсенче мĕн тери илемлĕ те пуян вăл! Тĕрлĕ чечеке, кĕрен улмасене куратăн та — асамçă сăрă ăсти ятарласа пире савăнтарма тăрăшсах вăй хунă пулĕ тесе шухăшлатăн. Кăçал пахча çимĕçпе улма-çырла ăнса пулчĕ, хăй патне кăчăк туртсах тăрать.

19 Çурла, 2016

Валерий ГЕРАСИМОВ: Халăх ырлăхĕшĕн, халăх валли ĕçлетпĕр

Çулла — хĕрÿ ĕççи тапхăрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем утă çулса типĕтес, сенаж-силос хатĕрлес, тырă вырас, хăмла татас, пахча çимĕç пухса кĕртес енĕпе вăй хураççĕ. Çак тапхăрта кашни хуçалăхра ĕç вĕресе тăрать.

19 Çурла, 2016

Лайăх мăшăрпа юнашар – чун юрлать

«Ывăлу пĕчĕк чухне уншăн — воспитатель, вăл çитĕнсен — пиччĕшĕ пул», — арабсен çакнашкал ваттисен сăмахĕ пур. Ашшĕ-амăшĕпе ачисен хутшăнăвĕсем çинчен — тĕп-тĕрĕс каларăш. Пурнăçра çак сăмахсене тÿрре кăларакан çемьесем чăннипех телейлĕ.

август 18th

18 Çурла, 2016

Сысна çури ÿсĕрет

Çăва кĕрсен икĕ сысна çури туянтăм. Чиперех пăхатăп ĕнтĕ, çанталăкĕ те сивĕ мар, вĕсем пур ÿсĕркелеме тапратрĕç, сÿрĕкленчĕç. Мĕнле сиплемелле-ши çăвăрсене?

ТАМАРА.

Çуллахи вăхăтра сысна çури ÿсĕркелеме пуçланин сăлтавĕ, ахăртнех, шĕвĕрĕлчен ерни пулма пултарать. Сысна çурине ветеринара кăтартмалла, вăл тĕрĕс диагноз лартма пулăшĕ. Чирлĕ выльăха тимлĕрех сăнамалла. Шĕвĕрĕлчен ернĕ сысна çурин ÿт температури ÿсет, ÿсĕркелет, сĕлеке юхтарать, апат япăх çиет. Икĕ-виçĕ эрнерен чир паллисем улшăнаççĕ.

18 Çурла, 2016

Сĕткенпе варалансан

Çуллахи вăхăтра улма-çырла сĕткенĕпе тумтире вараласси пулатех. Уйрăмах ача-пăча çипуçне сĕткенпе «тĕрлеме» ăста. Ара кам ача чухне чиене пачах пĕрĕхтермесĕр çиме пултарнă?

Паллах, çĕнĕ япаланах сĕткенпе варалани чылайăшне пăшăрхантарать. Ахаль порошокпа та­салмасть-çке пата тĕлĕ.

Япалана юрăхсăррисен йышне кĕртсе урай мунчали тума ан васкăр. Хăшпĕр ансат меслетсемпех чылай вараланчăка тасатма май пур.

18 Çурла, 2016

Шыв сийĕ тарăнра-ши?

Атте-анне çурчĕ ялăн айлăмлă урамĕнче. Çĕнĕ çурт тăвас тесен унти шыв сийĕ мĕн тарăнăшĕнчине пĕлмелле теççĕ тата çурт лартма ирĕк илмелле, проектне хатĕрлемелле иккен, ăна ăçта параççĕ?

Виктор ГРАЧЕВ.

Элĕк районĕ.

Тăпрари шыв сийĕ мĕн тарăнăшĕнче пулни çурт-йĕр тăвас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Нÿхреп, çăл пусси, тĕпсакай чавма, çурт никĕсне яма шыв сийĕн тарăнăшне тĕрĕс палăртмалла.

18 Çурла, 2016

Килес çулччен упрама

Кашнинех пахчара çĕрулми çитĕнет. Ăна мĕнле çитĕнтермелли, пăхмалли пирки йăлтах пĕлетпĕр пек. Анчах опытлă агрономсемпе калаçнă майăн çак пахчаçимĕçе туса илессинче эпир пĕлмен вăрттăнлăхсем пайтах иккенне ăнланатăн.

Унччен, 20-30 çул каярах, çĕрулмине çу уйăхĕнчи Çĕнтерÿ уявĕсем тĕлнелле лартатчĕç. Халĕ вара ытларах çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчи уяв кунĕсенче лартма тăрăшаççĕ. Çакăн лайăх енĕ — çĕрулми тăпрари нÿрĕкпе лайăхрах аталанса юлать. Япăхрах енĕ — вăл хăвăртрах пулса çитет, ăна иртерех пуçтарса илсе упрама хумалла. Вăрах выртакан улман вара хăйĕн кăлтăкĕсем пур.

Pages