Килес çулччен упрама

Кашнинех пахчара çĕрулми çитĕнет. Ăна мĕнле çитĕнтермелли, пăхмалли пирки йăлтах пĕлетпĕр пек. Анчах опытлă агрономсемпе калаçнă майăн çак пахчаçимĕçе туса илессинче эпир пĕлмен вăрттăнлăхсем пайтах иккенне ăнланатăн.

Унччен, 20-30 çул каярах, çĕрулмине çу уйăхĕнчи Çĕнтерÿ уявĕсем тĕлнелле лартатчĕç. Халĕ вара ытларах çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчи уяв кунĕсенче лартма тăрăшаççĕ. Çакăн лайăх енĕ — çĕрулми тăпрари нÿрĕкпе лайăхрах аталанса юлать. Япăхрах енĕ — вăл хăвăртрах пулса çитет, ăна иртерех пуçтарса илсе упрама хумалла. Вăрах выртакан улман вара хăйĕн кăлтăкĕсем пур.

Ир пулакан улмана /вăл хăвăрт ÿссе çимĕç парать/ маларах лартатпăр. Çакă утă уйăхĕн çурринчех çĕнĕ улма çиме май парать. Анчах ăна тепĕр çуркуннечченех упрама кансĕртерех. Ирхи çĕр улмине вăрлăх валли çулла çеç, çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче, лартмалла. Ăна тепĕр çуллаччен çимелĕхех лартмалла мар, вăл начартарах упранать. Çĕнĕ çĕрулмиччен çимелĕххи — кая юлса пулакан сортсем пулмалла.

Çеçке сарăхма пуçличчен 30 кун маларах тапхăрта çĕрулми чи лайăх ÿсет. Пулса çитмесĕр кăларнă çĕрулмин хуппи çÿхе, хăвăрт вистенет, тути те шывак пулать. Çĕрулми пулса çитнине çеçке хăрма пуçланинчен пĕлетпĕр. Сарăхса хăрма пуçланă çеçкене улма кăлариччен 10 кун маларах çулмалла. Тунана 6-10 см çеç хăвармалла. Кун пек тусан çĕрулми пулса çитесси хăвăртланать, хуппи хытать, управра лайăхрах выртать. Çулнă çеçкене тислĕк е компост çине пăрахмасан лайăхрах. Кăмпа чирĕсен спорисем питĕ тÿсĕмлĕ. Вĕсем сивве, компостри 50-60 градус вĕрине çăмăллăнах чăтса ирттереççĕ. Çеçкене типĕтсе çунтарни тĕрĕсрех.

Улмана кăларнă хыççăн кăштах типĕтмелле, анчах вĕри хĕвел айĕнче мар. Типшĕннĕ çĕрулмирен тăпра лайăх хăпать. Пуçтарнă хыççăн та çимĕçе тÿрех нÿхрепе е тĕпсакайне антарма кирлĕ мар. Сулхăнрах /12-16 градус/ тĕттĕм çĕрте 10-14 кун тытмалла. Ун хыççăн çĕрулмине тепре суйламалла — çак тапхăрта фитофтора ернĕ улма аванах палăрĕ.

Вăрлăха çĕрулмине кăларнă чухне хатĕрлемелле. Ăна валли йышлă лайăх тĕмсенчи çимĕçе хăварса пымалла. Вăрлăхлăх улмана тÿрремĕн хĕвел лекмен çĕре сарса хурса пĕр-икĕ эрне вырттармалла. Çак вăхăтра улмара чир-чĕрпе кĕрешме, сурансене сипленме пулăшакан наркăмăш — салонин — пуçтарăнать. Улма кăштах симĕсленет. Çакнашкал вăрлăх çирĕп, чир-чĕре парăнмасть.

Йĕпе çанталăкра кăларма тивсен те улмана çума юрамасть, хÿтлĕхе хурса типĕтмелле, типĕ улмаран тăпра çăмăллăнах тасалĕ.

Çĕрулми кăларнă чухне çĕрме пуçлани, касăлни тата вĕтти пулатех. Вĕсене тăпрара е ана çине хăварма юрамасть. Çĕрĕккине пахча тулашне тăпрана чавса чикмелле, вĕттине выльăх-чĕрлĕх валли йăлтах пуçтарса илмелле. Ана çинче хăварнă юрăхсăр çимĕçсем чир-чĕре, сăтăрçă хурт-кăпшанкăна ĕрчеме май параççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.