Валерий ГЕРАСИМОВ: Халăх ырлăхĕшĕн, халăх валли ĕçлетпĕр

19 Çурла, 2016

Çулла — хĕрÿ ĕççи тапхăрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем утă çулса типĕтес, сенаж-силос хатĕрлес, тырă вырас, хăмла татас, пахча çимĕç пухса кĕртес енĕпе вăй хураççĕ. Çак тапхăрта кашни хуçалăхра ĕç вĕресе тăрать. Çĕршывĕпе чапа тухнă "Ленинская искра" колхозра та ларса канма ерçÿ çук. Унăн ертÿçи Валерий ГЕРАСИМОВ çапах пирĕнпе тĕл пулса калаçма вăхăт тупрĕ.

— Валерий Геннадьевич, еплерех аталанса пырать паян Аркадий Айдак "тĕпренчĕкĕ"?

— "Ленинская искра" унчченхи ырă йăласене тытса пыма тăрăшать. Эпир тыр-пул, хăмла, нумай çул ÿсекен курăк тата выльăх-чĕрлĕх çитĕнтеретпĕр. Колхозăн 6000 гектар çĕр: 2000 гектар çинче тыр-пул кашлать, хăмла — 22, куккурус — 200 гектар, ытти — нумай çул ÿсекен курăк. 800 гектар çинче кĕтÿ çÿрет. Мăйракаллă шултра выльăх — 700 пуç, вĕсенчен 300-шĕ — ĕне. Колхоз çĕрĕсем 14 ял таврашĕнче /икĕ ял тăрăхĕ/ вырнаçнă. Предприятире 102 çын ĕçлет, хĕрÿ вăхăтра — 200 яхăн.

— Аркадий Айдак тапхăрĕнчипе танлаштарсан колхозри ĕç-пуç улшăнчĕ-и?

— Хăй вăхăтĕнче çĕрулми, кишĕр, кăшман туса илеттĕмĕр. Пахча çимĕçĕн хакĕ пĕчĕк пулнипе вĕсене пĕтерме тиврĕ. Унччен колхозра сурăх, сысна, чăх-чĕп фермисем те пулнă. Халĕ мăйракаллă шултра выльăх нумай усратпăр. Хăмла тухăçĕ пысăк пулнăран сăра тăвакан завод пурччĕ. Юлашки çулсенче тыр-пул ÿстермелли уйсене пысăклатрăмăр.

— "Ленинская искра" яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Паян та колхоз сăнавпа кăтарту хуçалăхĕ шутланать.

— Пирĕн хуçалăх РФ Ял хуçалăхĕпе Çут çанталăк министерствисен тĕп бази пулнă. Ученăйсем çырма-çатрара, уй-хирте сăнавсем ирттеретчĕç, мониторинг туса пыратчĕç. Тĕпчев ĕçĕсем çырса кандидат дисертацийĕсем хÿтĕлекен те сахал мар пулнă. Халĕ те Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем килсе çÿреççĕ. Республикăри хуçалăх ертÿçисем те пирĕн опытпа паллашаççĕ, тĕрлĕ семинарпа канашлусем ирттересси йăларах.

— Кăçалхи тыр-пул тухăçĕ савăнтарать-и?

— Гектартан 25 центнер тырă тухать. Çуллахи çанталăк шăрăх тăнипе кăтартусем кăшт пĕчĕкрех. Пурпĕр сутмалăх та, акмалăх та, выльăх-чĕрлĕх валли те çитет. Çак кунсенче вырма вĕçленет. Ун хыççăн хăмла татма пуçлăпăр. Хĕл валли утă-улăм та, сенаж та çителĕклех хатĕрленĕ. Сĕт суса илесси те япăх мар.

— Хальхи вăхăтра хăмла производствине тепĕр хут чĕртсе тăратас ĕç вăй илчĕ. Сирĕн ку енĕпе лару-тăру еплерех?

— Чăн та, юлашки çулсенче хăмла пĕлтерĕшĕ ÿсрĕ. Эпир те хамăр лаптăка пысăклатасшăн. Ун валли ятарлă программа хатĕрлетпĕр. Çак ĕçе тумашкăн çынсем те, техника та çителĕклĕ. Хăмлаçăсен бригадинче 80 яхăн çын ĕçлет, продукцие тирпейлекен — 3, типĕтмелли 2 машина пур. "Букет Чувашии" фирмăпа тата çĕршыври ытти организаципе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Хăмлана çавăн пекех эмел тата çĕпре тăвакан предприятисем туянаççĕ.

— Хуçалăх пуласлăхĕ — яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç. Сирĕн патра çамрăк специалистсем пур-и?

— Шел те, пирĕн те ку енĕпе лару-тăру йывăртарах. Аслă шкулсенче вĕренсе диплом илеççĕ пулин те яла килесшĕнех мар. Тĕслĕхрен, хуçалăхра зоотехник кирлĕ. Пире çакă питĕ шухăшлаттарать: хальхи колхозниксем ватăлса пыраççĕ, хамăр хыççăн хăварма специалист çукпа пĕрех. Çапах ĕçлекенсен хушшинче çамрăксем пур: ытларах трактористсемпе комбайнерсем. Çуллахи каникулта шкул ачисем пулăшаççĕ. Вĕсем ÿркенсе ларманни савăнтарать. Вĕренсе тухсан хамăр колхоза таврăнасса шанас килет.

— Колхоз пуянлăхĕ — ĕçлекенсем. Маттуррисем те нумай пулĕ-ха?

— Пурте тăрăшса ĕçлеççĕ. Нумай çул вăй хуракансене тата Айдак вăхăтĕнче ĕçлеме пуçланисене уйрăммăн палăртас килет. Константин Никитин тĕп агроном, Анатолий Демьянов тĕп инженер çамрăкранпах колхозниксен йышĕнче. Егор Ефимов, Павел Никитин, Андрей Белов, Олег Петров, Николай Никитин, Евгений Кириллов комбайнерсем хĕрÿ ĕççире хастар. Юрий Иванов, Алексей Кольцов, Валерий Дмитриев, Николай Андреев, Геннадий Тимофеев трактористсем, Геннадий Беляковпа Валерий Петров водительсем — яланах стройра. Хăмлаçăсен бригади те /Маргарита Иванова агроном/ ырă сăмаха тивĕç. Георгий Васильев механик, Алексей Николаев бригадир, Анатолий Степановпа Виктор Васильев машинистсем, Альбина Анисимовăпа Валентина Анисова хăмлаçăсем тата ыттисем тăрăшса ĕçлеççĕ. Лапракассипе Хурамал фермисенче /пуçлăхĕсем — Владимир Николаевпа Эльвира Савельева/ Лидия Андреева, Валентина Спиридонова, Людмила Вотякова, Светлана Хренова, Ольга Тимофеева, Надежда Андреева, Валентина Кулагина дояркăсем сĕт туса илес ĕçре хастарлăх кăтартаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ. Çемйипе ĕçлекенсем те пур. Тĕслĕхрен, Ефимовсемпе Кирилловсем — ывăлĕсемпе ашшĕсем комбайнпа ĕçлеççĕ. Хурамалти Андреевсем — упăшкипе арăмĕ: пĕри — тракторист, тепри — доярка. Вĕсен ашшĕсемпе аслашшĕсем те кунта ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухнă.

— Колхоз лаптăкĕ вăрманлă. Айдак вăхăтĕнче лартнă йывăçсем самай ÿсрĕç курăнать.

— Çапла. Аркадий Павлович çырма-çатрара йывăç нумай ларттарнă. Ытларах — чăрăшпа хыр, хурăнпа çăка. Паян вăрманлă лаптăк 500 гектар ытла йышăнать. Çак ĕçе пур çын та хутшăннă. Халĕ те шкул ачисем йывăç лартаççĕ. Унчченхи йывăçсене тирпейлесе тăратпăр. Çынсем вутă тума ытларах усă кураççĕ, сайра хутра — стройка валли. Вăрмансенче чĕрчун нумай. Сунар тапхăрĕнче арçынсем ухутана тухаççĕ.

— Айдакпа нумай çул çума-çумăн ĕçленĕ эсир. Вăл мĕнлерех ертÿçĕччĕ-ха?

— Вăл питĕ çирĕп ыйтатчĕ, çапах сасă хăпартса сăмахланине астумастăп. Айăпа кĕнисемпе уйрăммăн калаçатчĕ. Ăна пĕтĕм ял халăхĕ хисеплетчĕ. Унăн сăмахĕ саккунпа танахчĕ. Унран нихăçан та иртмен. Вăл хăйĕн ĕçне пĕлсе тата тĕплĕ тăватчĕ. Профессипе вĕрентекен пулин те ял хуçалăх ĕçне аван чухлатчĕ. Вăл колхоза аталантарассишĕн вăй-халне те, сывлăхне те шеллемерĕ. Колхозшăн сахал мар ырă ĕç турĕ. Яланах ура çинчеччĕ, çĕр çывăрмасăр ĕçленĕ пулĕ. Ял çыннисем Айдак ятне асра тытаççĕ. Темиçе çул каялла палăк уçрăмăр. Ялти шкул ун ячĕпе хисепленет. Аркадий Павлович тăрăшнипе тунă музей те унăн ырă ятне упрать. 2007 çулта А.Айдак ячĕллĕ этноçутçанталăк паркĕ йĕркеленчĕ. Туристсем музее килсе кураççĕ, уй-хирпе, вырăнти илемлĕ тавралăхпа паллашаççĕ. Сумлă хăнасем те Ачак тăрăхне килĕштереççĕ. Нумаях пулмасть Раççей Геройĕ Николай Гаврилов тата РФ халăх артисчĕ Леонид Якубович килсе курчĕç.

— Колхозра вăй хунисĕр пуçне ял халăхĕ паян мĕнпе пурăнать-ха?

— Выльăх-чĕрлĕх çитĕнтереççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Тĕп продукци — сĕт. 14 ялта — 900 ĕне. Пай çĕрсем илсе тухакансем те пур. Арçынсем яланхи пекех тĕрлĕ хулана ĕçлеме çÿреççĕ. Халăх валли çулсеренех ял кунĕсем ирттеретпĕр, чи пултаруллисене парнесемпе чыслатпăр. Хăйсем те ăсталăхĕпе савăнтараççĕ: уявсенче ансамбльсемпе пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташши янăрать. "Ленинская искра" хуçалăх ĕçченĕсен йышĕнче алĕç ăсти те нумай. Тĕрлеççĕ, халăх çи-пуçне çĕлеççĕ, йывăçран сĕтел-пукан ăсталаççĕ...

— Сирĕн пурнăçăр та тăван колхозăн шăпипе уйрăлми çыхăннă.

— Аттепе анне те çакăнта ĕмĕрне ирттерчĕç. Çитĕннисемпе пĕрле ачаран колхоз хирĕнче тăрмашрăмăр. Уй-хирте ĕçлесе вăй илнĕскерсем вĕсен çулĕпе кайрăмăр. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлÿ илсен каялла таврăнтăм. Колхозра — 1983 çултанпа. Малтан инженер-механикре ĕçлерĕм, кайран хăмла туса илекен участок пуçлăхне çирĕплетрĕç. Ывăлăм та кунтах вăй хурать. Вăл манăн ĕçĕме малалла тăсасса шанатăп.

— Хуçалăх тилхепине 2007 çултанпа тытса пыратăр. Çитĕнÿ вăрттăнлăхĕпе паллаштарсамăр.

— Пысăк хуçалăха ертсе пыма çăмăл мар. Колхоз ĕçченĕсем мана шаннă тăк — вĕсен шанăçне тÿрре кăлармалла. Çитĕнÿ вăрттăнлăхĕ — пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени, кашни çын хăйĕн ĕçне тивĕçлĕн пурнăçлани. Тăван тăрăха, хура çĕре, ĕçе чунтан юратмалла. Çавăн чухне кăна аталанма май пур.

Андрей МИХАЙЛОВ калаçнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.