Комментари хушас

18 Çурла, 2016

Шыв сийĕ тарăнра-ши?

Атте-анне çурчĕ ялăн айлăмлă урамĕнче. Çĕнĕ çурт тăвас тесен унти шыв сийĕ мĕн тарăнăшĕнчине пĕлмелле теççĕ тата çурт лартма ирĕк илмелле, проектне хатĕрлемелле иккен, ăна ăçта параççĕ?

Виктор ГРАЧЕВ.

Элĕк районĕ.

Тăпрари шыв сийĕ мĕн тарăнăшĕнче пулни çурт-йĕр тăвас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Нÿхреп, çăл пусси, тĕпсакай чавма, çурт никĕсне яма шыв сийĕн тарăнăшне тĕрĕс палăртмалла.

Шыв сийĕ питĕ тарăнра пулсассăн ку тĕлте çăл пусси чавма чăрмавлă. Тепĕр тесен шыв сийĕ сĕре çиелти вырăнта та çăл чавни тĕрĕсех мар. Ун пек тĕлте çуркунне юр ирĕлнĕçемĕн шыв хăпарать, вăл хăвăрт вараланать. Кун пек пусăри шыва вĕретмесĕр, фильтрламасăр ĕçме юрамасть.

Шыв сийĕн шайне /уровень грунтовых вод/ тĕрĕслессине çуркунне ирттермелле. Мĕншĕн тесен çакă çурт-хуралтăна çурхи вăхăтра шыв сийĕ мĕнле витĕм кÿрессине пĕлме май парать.

Тÿрем вырăнта шыв сийĕ пĕрешкел тарăнăшĕнче. Çырма-çатраллă, айлăмлă, тăвайкиллĕ тăрăхра шыв сийĕн шайĕ тĕрлĕрен. Ăна палăртмалли меслетсем темиçе те. Вĕсенчен хăшпĕринпе паллаштаратпăр. Çĕр пăраламалли вăрăмланакан пăра, вĕрен, кĕреçе, рулетка кирлĕ. Нÿхреп е çурт лартмалли вырăна пăраламалла, кашни 0,5 метрта çĕре тĕрĕслесе тăмалла. Пăраласа çитерсен вĕрен вĕçне çыхнă йывăрлăха шăтăка антармалла. Вĕренĕн кашни çур метрĕнче хут çирĕплетсе çыхмалла. Хут йĕпеннĕ тĕлте — шывăн çиелти сийĕ.

Пăраласа аппаланас темесен тепĕр меслетпе тĕпчеме пулать. Ун валли тăм чÿлмек е куршак, пăхăр купоросĕ, кÿкĕрт /сера/, сÿнтермен извеç кирлĕ. Кĕреçепе çур метр тарăнăш шăтăк чавмалла. Пĕр пек виçепе илсе асăннă хими япалисене чÿлмеке хумалла, йывăрăшне виçмелле, ăна шăтăка лартмалла, çиелтен хупламалла. Йăлтах çĕр айне тумалла. Пĕр талăкран чÿлмеке чавса кăлармалла. Унăн виçи палăрмаллах пысăкланнă тăк — шыв çиелте.

Шывлă вырăна пĕлме çав лаптăкра çитĕнекен ÿсен-тăран та пулăшать. Нÿрĕке юратакан чечек-курăк лайăх çитĕнет, вĕсен тĕсĕ те янкăртарах пулсан кунта нÿрĕк çиелтех. Чăрăш тăрри, ÿхлĕм курăкĕ, шурут аван кăтартаççĕ шывлă тĕле.

Халăх усă куракан тепĕр меслет — çатмапа çăмарта, çунă çăм. Тĕрĕслеме палăртнă тĕле, 0,7х0,7 метр майлăн, çумкурăкран тасататпăр. Ун варрине супăньпе е шампуньпе çуса тасатнă, типĕтнĕ çăма çÿхен сарса хуратпăр. Çăм çине чĕрĕ çăмарта вырнаçтаратпăр, вĕсене çатмапа витетпĕр те çĕр каçа хăваратпăр. Тепĕр ирхине çатмана уçса пăхатпăр. Енчен те çăмпа çăмарта сывлăмпа витĕннĕ пулсан шыв сийĕ тарăнра мар. Çак меслетпе çулла, типĕ çанталăкра çеç тĕрĕслеме юрать.

Иккĕмĕш ыйтăва хуравлама Раççейри Градостроительство кодексĕн 51 статйи май парать. Харпăр хăй çĕрĕ çинче 1500 тăваткал метртан пысăк мар, пĕр çемье пурăнмалăх тăвакан çурт валли ятарлă проект хатĕрлеме кирлех мар. Кил хуçи хăйне килĕшнĕ пек, хăйĕн эскизĕпе çурт хăпартма пултарать.

Çырура «атте-анне çурчĕ» тенĕ. Çĕр лаптăкĕ право енĕпе камăн пулнине çирĕплетекен документ, çав лаптăкăн градостроени планĕ, харпăр хăй пурăнмалли çурта хăш тĕлерех лартма планлани пулмалла. Çурт-йĕр хăпартас ыйтусемпе вырăнти хăйтытăмлăх органне /ял тăрăхĕн администрацине/ кайса татса памалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.