Archive - Aug 2016 - Хыпар

август 24th

24 Aug, 2016

Çухалнă лаша йĕвенĕ

Иван Мокин иккĕмĕш тĕнче вăрçинчен таврăнсан икĕ çултан хăй çуралса ÿснĕ Шупашкар районĕнчи Хачăкра лавккара ĕçлеме пуçланă. Çулĕсемпе вăтăр урлă каçнăскер суту-илÿ ĕçне çанă тавăрса тенĕ пек кÿлĕннĕ.

Çарта гварди кĕçĕн лейтенанчĕ пулнăскер, пакунĕсене хывсан пĕр хушă колхоз председателĕнче тăрăшнăскер саккуна пăсмасăр ĕçлессе шаннă. Шел, «ăçта ÿкессе пĕлменскер çемçе тÿшек сарма» тавçăрайман вăл.

24 Aug, 2016

Сăн-пит илемне сăнласа Катьăн чун илемне кăтартнă

Патăрьел районĕнчи Турханта çулсеренех иртекен Пĕтĕм тĕнчери пленэрта асра юлмалли яланах пулать. Кăçал, сăмахран, юбилейлĕ X пленэра пухăннă сăрă ăстисем хăйсен ĕçĕсенче чăваш хĕрарăмĕн илемне, сăпайлăхне кăтартнă.

август 23rd

23 Aug, 2016

«Хыпар» 132 (27042) №. 23.08.2016

23 Aug, 2016

Халăхсен съезчĕ туслăха çирĕплетĕ

Чăваш Енре республикăра пурăнакан халăхсен съезчĕ пуласси çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Вăл кăçалхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртĕ. Съездра халăхсен этнокультурине аталантармалли, вĕсен республикăн экономикăпа социаллă пурнăçне хутшăнассине вăйлатмалли çул-йĕре палăртĕç, Чăваш Енре Халăхсен ассамблейине тăвассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухĕç.

23 Aug, 2016

Пинĕн пуснă кĕрепле çине тата пинĕн пусаççĕ

Массăллă информаци хатĕрĕсем вĕçĕмсĕр асăрхаттараççĕ пулин те çынсем пурпĕр улталанаççĕ — Шалти ĕçсен министерстви çакнашкал преступленисем пирки куллен пĕлтерет.

23 Aug, 2016

«Аист чĕппи» фестивале ватти-вĕтти хутшăнчĕ

Хула кунĕнче çемье пултарулăхĕн «Аист чĕппи» фестивальне ирттересси ырă йăлана кĕчĕ — акă черетлĕ хут вăл çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти Лакрей вăрманĕнче ваттине те, вĕттине те пухрĕ.

23 Aug, 2016

Тăван тăрăха юратсан ĕçре ăнать

Республика аталанăвĕнче строительство отраслĕ пысăк вырăн йышăнать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Куславккапа Тăвай тăрăхĕсен экономика аталанăвĕпе тата социаллă пурнăçĕпе паллашнă май районсенчи строительство объекчĕсене çитсе курчĕ.

23 Aug, 2016

Йывăрлăхсене парăнманнисем çĕнтереççĕ

Сисмерĕмĕр те — тăватă çул кĕтнĕ спорт уявĕ вĕçленчĕ. Бразилире иртнĕ Олимп вăййисен пĕтĕмлетĕвĕпе ăмăртăвăн чи нумай наградине АПШ спортсменĕсем çĕнсе илчĕç. Вĕсен пухмачĕнче — 121 медаль. Аслă Британипе Китай командисем турнирăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашки çине хăпарчĕç.

Pages