Маринăпа Юля

Каç пуларахпа, хĕвел анас чухне, кăнтăртан кăваккăн-шуррăн курăнса катрамланнă çумăр пĕлĕчĕсем тухрĕç. Çакна пула Марина, тем пек шыва кĕрес килсен те, пĕве хĕррине кайма шухăшламарĕ. Вара çурт çумĕнчи сак çине пырса ларчĕ. Çумăр пĕлĕчĕсене сăнама тытăнчĕ. Акă, çиçĕм çиçрĕ. Майĕпен аслати кăлтăртатса иртрĕ. Унччен те пулмарĕ, хыçалтан такам унăн куçне аллисемпе хупларĕ.

— Ай-уй! — кулкаларĕ Марина. — Кам ку?

Палласа илес тесе тем пек тăрăшрĕ-ха вăл, анчах... Çук, пурпĕрех чухлаймарĕ. Лешĕ ахăлтатса илчĕ.

— Катя! — терĕ Марина.

— Пĕлеймерĕн! Тусун ăшă аллине сисейми те пултăн, эппин! — кÿреннĕн каларĕ Юля, аллине Марина куçĕсенчен илсе.

Çаврăнса пăхрĕ те Марина, чи çывăх тусне Юля Николаевăна курах кайрĕ.

— Ай-уй! Эсĕ хăш вăхăтра çитсе тăнă вара? Сисмерĕм те-çке, — пуплерĕ ăшшăн пике.

— Аякри хулана вĕренме тухса кайиччен каллех санпа курса калаçас килчĕ, ара, малашне кашни кун пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçаймăпăр. Иксĕмĕрĕн те çулсем ик еннелле кайĕç. Каникулсенче курнăçсан кăна ĕнтĕ, — терĕ Юля юлташне хыттăн ыталаса.

Марина Тимофеевăпа Юля Николаева Етĕрне районĕнчи Кăкшăм шкулĕн 9-мĕш класĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухрĕç. Акă шкул вăхăтĕнчи самантсене аса илме те тытăнчĕç.

— Тăхăр çул пĕрле вĕренсе пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнтăмăр. Иксĕмĕр те поэзи ытамне лексе сăвă хыççăн сăвă çыртăмăр. Калав шăрçалас туртăм та çуралчĕ каярах. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса та çĕнтерÿçĕсен йышне пĕрре мар лекрĕмĕр. Халĕ уйрăлма питĕ йывăр. Атя, паянхи аслатиллĕ куна халалласа хут çине шăрçаласа мар, ăсра сăвă çырар, килĕшмелле-и? — хăпартланчĕ Юля.

...Маринăпа Юля ĕçĕсем «Тантăшра» та пĕрре мар кун çути курчĕç. Малашне те ăнăçлăраххисене юратнă кăларăма ярса парас тĕллевлĕ вĕсем. Аслати вăхăтĕнче çырнă сăввисене те хаçат страницинче курасшăн.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Етĕрне районĕ,

Кăкшăм.

 

Луиза ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.