ЧАГА ТАТА АРПУС ÇĂВĔ

Паразитсемпе кăмпасем пурри — нумай чир сăлтавĕ. Кăкăр парĕн шыççи мастопати те çакна пулах аталанма пултарать. Çавăнпа тĕп тĕллев организма тасатасси пулмалла.

  • Хĕрлĕ кăшмана вĕтĕ теркăпа хырмалла. Тăватă сий марльăпа кăкăр çине ыратакан тĕле хумалла, бинтпа çирĕплетмелле, ирхине илмелле.

Курс — сываличчен. Кăшман мăкăльсене лайăх çемçетет.

  • Кăмпасенчен организма тасатма чагăпа усă курни витĕмлĕрех. Вăтам кăмпана вĕтетмелле, пӳлĕм температуриллĕ çур литр шыва ямалла. Хупăлчапа витмелле, тĕттĕм вырăнта çичĕ сехет лартмалла, сăрăхтармалла, шывне тăкмалла мар.

Сăрăхтарнă хыççăн юлнă чĕртавара тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, пилĕк сехетрен сăрăхтармалла. Малтанхи шĕвекпе пĕрле хутăштармалла. Холодильникре упрамалла.

Сиплеве кунне 3 хут апат хыççăн çак шĕвеке 1-ер апат кашăкĕ ĕçнинчен пуçламалла. Майĕпен пĕрре ĕçмелли виçене 30 миллилитра çитермелле. Хăвăра мĕнле туйнипе тимлĕ пулăр. Сылтăм айăк пĕрчи айĕнче ыратма тытăнсан ĕçмелли виçене чакармалла.

Шута илме! Экологи тĕлĕшĕнчен таса вырăнта пухнă тата виçĕ çултан çамрăк мар чагăпа кăна /кăмпа наркăмăшсемпе радиацие лайăх сăхса илет/ усă курмалла. Чага препарачĕсемпе чĕрепе юн тымарĕсен çитменлĕхĕпе, пӳрере, ват хăмпинче чулсем пуррипе аптракан çынсен сипленме юрамасть.

Организмра паразитсем ĕрчессине чарса лартма тата вĕсене пĕтерме дыньăпа арпус вăррисене çимелле. Типĕтсен вĕсен сиплĕхĕ вăйланать.

  • Çу хатĕрлесен тата лайăхрах. Ăна тĕттĕм вырăнта виçĕ çул таран упрама юрать. Арпусăн е дыньăн 200 грамм типĕ вăррине хуппипех вĕтетмелле, 1 литр тасатман /нерафинированное/ хĕвелçаврăнăш çăвне ямалла. Тĕттĕм вырăнта виçĕ эрне лартмалла та сăрăхтармалла.

Çăва ирсерен выç хырăмла 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс — 3 эрне. Арпус çăвне нимĕнпе те сыпса ĕçмелле мар.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.