ВĔРĔЛЕСРЕН СЫХЛАНĂР
Гастрит — хырăмлăхăн лăймака сийĕ шыçни. Вăл тĕрлĕ сăлтава пула аталанать. Пахалăхсăр çимĕçсем те, хăш-пĕр эмел те, типĕлле, вăхăта уямасăр апатланни те, пĕр-пĕр çимĕçе аллерги пурри те, туртни те, хăватлă алкоголь те витĕм кӳреççĕ. Чир вĕрĕлесрен асăрханмалла. Хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастритпа аптракансене пулăшакан фиторецептсемпе паллаштаратпăр.
Кунта илсе панă курăксен пуххисене черетлеме юрать: пĕринпе уйăх сипленмелле те пилĕк-ултă кун тăхтамалла, унтан тепринпе усă курмалла. Е пĕрне кăна суйласа илме пулать. Çуркунне тата кĕркунне виçĕ эрнелĕх профилактика курсĕ ирттерсен лайăх.
Курăксен пуххисенчен пуринчен те пĕр схемăпа шĕвек хатĕрлемелле. Çĕрлене хирĕç 2-3 апат кашăкĕ чĕртавара термоса тин вĕренĕ 0,5-0,7 литр шыва ямалла, ирхине сăрăхтармалла. Шĕвеке виçĕ-тăватă сăтăрккăпа апатчен 20-30 минут маларах кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла. Термоса 2 апат кашăкĕ шăлан çырли хушма юрать. Сиплев курсĕ — виçĕ эрнерен пуçласа пĕр уйăх таран.
1. Пилĕкшер пай сар çип ути /зверобой продырявленный/ тата чĕре курăкĕ /пустырник/, тăватă пай йĕтĕн вăрри, виçшер пай вăй курăкĕпе /золототысячник/ пĕтнĕк /мята/ çулçи, икшер пай вĕрĕлмĕш курăк /будра плющевидная/, хурăн, палан, хура хурлăхан çулçи, шăнăр курăкĕн /подорожник большой/ çулçи е вăрри, пĕр пай йăмра /ива белая/ хуппи.
2. Тăватă пай сар çип ути, виçшер пай шăпăр курăкĕн /алтей/ тымарĕ, йĕтĕн вăрри, тыр мурĕ /дымянка/, сиплĕ вероника, шапа хупаххин /мать-и-мачеха/ çулçи, икшер пай вĕрĕлмĕш курăк, тĕкĕрчен /вахта трехлистная/, хурăн çырли /земляника/ çулçи-тымарĕпе пĕрле, календула чечекĕ, пĕр пай укроп вăрри.
3. Пилĕк пай сар çип ути, тăватă пай чĕре курăкĕ, виçĕ пай сысна курăкĕ /спорыш/, икшер пай йĕтĕн вăрри, энĕç /тмин/ вăрри, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекĕ, пылак тымар /корень солодки/, пĕрер пай шатра курăкĕпе /пастушья сумка/ пилеш курăкĕн /пижма/ чечекĕ.
4. Пилĕк пай сар çип ути, тăватшар пай йĕтĕн вăрри, лачака тип курăкĕ /сушеница топяная/, чăрăш тăрри /хвощ полевой/, мелисса, виçшер пай çерçи хура тулĕ /вереск обыкновенный/, сиплĕ буквица, кăтра пуç /гравилат городской/ тымарĕ, шăпăр курăкĕ /тымарне, çулçине, чечекне илме юрать/, кушак курăкĕн /валериана/ тымарĕ, икĕ пай эмел шур курăкĕ /шалфей/.
Хырăмлăх ыратсан
- 1 апат кашăкĕ вĕрĕлмĕш курăкне термоса тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2-3 сехетрен сăрăхтармалла. Вĕрилле икĕ-виçĕ сăтăрккăпа ĕçмелле.
- Кунне икĕ-виçĕ хут апатчен 20-40 минут маларах çуршар-пĕрер стакан чĕрĕ купăста сĕткенĕ ĕçмелле. Курс — пĕр уйăх.
- Апатчен 20 минут маларах çуршар стакан чĕрĕ çĕрулми сĕткенĕ ĕçмелле. Вăл йӳçеклĕхе чакарать.
- 2 апат кашăкĕ йĕтĕн вăррине термоса тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, çĕр каçа лартмалла, ирхине сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен 20 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Лăймака сийе хӳтĕлет, ыратнине ирттерет.
Схемăпа ĕçмелле: кăнтăрла — çĕрулми сĕткенĕ, çĕрлене — йĕтĕн вăррин шĕвекĕ. Çак йĕркене çирĕп пăхăнсан гастрит вĕрĕлни виçĕ-тăватă эрнерен иртет. Унтан çулталăкра пилĕк-ултă уйăха яхăн курăксен пуххисенчен хатĕрленĕ шĕвексене профилактика тĕллевĕпе ĕçмелле.
Комментари хушас