"Çĕр çăтнă" машинăсем
Автопрокатчиксене улталасси Шупашкар арçыннишĕн хоббие çаврăннă теме те юрать: судпа айăпланă хыççăн та çак ĕçе пăрахман та...
Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче хăйĕн автомашинине арендăна пама хатĕр арçын патне Шупашкар çынни шăнкăравланă. Кĕçех иккĕшĕ килĕшÿ тунă: хуçи "Лада-Приора" машинăна арендатора виçĕ çул çурăлăха тара парать, унăн кайран автомобиле туянмалли право пулать. Машинăпа усă курнăшăн прокатăн кашни кунĕшĕн 800-шер тенкĕ тÿлесе пыма шантарнă.
Малтанхи вунă кунĕнче çĕнĕ хуçа йĕркеллех тÿленĕ-ха — пĕтĕмпе 8 пин тенкĕ панă. Çакăн хыççăн вара укçа "тумлама" пăрахнă. Клиент "Приорăна" хăйĕн паспорчĕпе илнĕ, анчах çав документра кăтартнă адреспа никам та пурăнмасть иккен. Улталаннă çын полицирен пулăшу ыйтнă. Унта тин пĕлнĕ: вăл хăйĕн "кустăрмаллă урхамахне" чăн-чăн ултавçа шанса панă иккен! Лешĕ проката илнĕ транспорт хатĕрĕсене вăрланăшăн икĕ хут та судпа айăпланнă! "Митцубисипе" çыхăннă ултавшăн ăна условнăй майпа явап тыттарнă, "Лада-Грантăшăн" — 30 пин тенкĕлĕх штрафланă. Анчах Фемидăн çакнашкал çемçе айăплавĕ арçынна арендăна илнĕ машинăсемпе ултавлă ĕçсем тума пăрахтарайман.
"Приорăна" проката илнĕ хыççăн пилĕк кунранах вăл суту-илÿ килĕшĕвĕ тунă. Ăна ĕненес тĕк — машинăна туяннă имĕш. Хуçишĕн, паллах, хăй кукăрткаласа алă пуснă. Çакăн хыççăн ПАИре хăйĕн ячĕпе ПТС дубликатне илнĕ. Чăн та, пĕр уйăхранах хуçа улшăннипе çыхăннă регистрацие автоинспекцире пăрахăçланă-ха, анчах ултавçăшăн ку тинех пĕлтерĕшлĕ пулман ĕнтĕ. Инспекцирен ярса панă извещенирен "Лада" хуçи арендатор транспорт хатĕрне хăйĕн ячĕпе çыртарма тăнине пĕлнĕ. Çав вăхăтра ПТС оригиналĕ банкра пулни те /машинăна кредитпа туяннă-ха та/ ним те мар иккен.
Шел те, автомобильпе çыхăннă ĕç-пуç çакăнпа вĕçленмен. Арендатор ПТС дубликачĕпе пасара васканă — "Приорăна" унта 150 пин тенкĕлле сутса яма тăнă. Анчах ăна туянас кăмăллă çын асăрхануллă пулнă çав — укçа тыттарас умĕн тавара тĕрĕслес тенĕ. ПАИре çăмăл машина тĕлĕшпе "обременени" текенни пуррине пĕлнĕ. Эппин, сутма юрамасть. Ултавçă вара мелне тупнă: çĕнĕ автомобиле çав автопасартах... 30 пин тенкĕлле сутса янă. Халь машина шыравра — вăл ăçти паллă мар. Тупас шанăç та пĕчĕк, "Ладăна" документсăрах тата ытла та йÿнĕпе туяннă çынсем ĕç-пуç ырă маррине малтанах чухланă ĕнтĕ, çавна май транспорт хатĕрне пытармашкăн тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.
Тĕп хула полицийĕн 3-мĕш пайĕн следователĕ Алексей Макаров, çак уголовлă ĕçе тĕпченĕскер, каланă тăрăх — айăпланакан çын айванкка е пули-пулми çын мар. Пирвайхи хут допроса килсен следователь тĕлĕннĕ те: пÿлĕме лайăх тумланнă, сумлă арçын кĕрсе тăнă. Фирма директорĕ иккен! Çапах ăна çиеле тухасси малтанах паллă ултавлă ĕçсемпе аппаланма мĕн хистенине полицире ниепле те ăнланайман. Вăл кашни хутĕнчех хăйĕн паспортне кăтартать вĕт, эппин, полицишĕн черетлĕ ултава уçса парас тĕлĕшпе чăрмав тухса тăмĕ. Тен, психика енĕпе чирлĕ? Анчах экспертсем иккĕленÿсĕр пĕтĕмлетÿ тунă: сывах, суд умне тăма пултарать. Апла тăк, тен, ку хутĕнче Фемида чурисем ултавçă-рецидивиста пÿрнепе юнанипе кăна çырлахмĕç, тивĕçлипех явап тыттарĕç? Унăн "Приора" хуçине кÿнĕ сиене саплаштармалла вĕт-ха, анчах предпринимателĕн тÿлев шучĕ — пуш-пушă.
Ольга ПАВЛОВА
Комментари хушас