Ячĕ – асрах, сăнарĕ – куç умĕнчех
Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Вĕрентекен кунне уявланă май юратнă педагогсене аса илетпĕр, май килсен ăшшăн саламлама тăрăшатпăр. Сăмах май, вулаканăм, эсĕ те паян хăв сума сăвакан вĕрентекене саламлама ан ман. Эпир вара хамăрăн тĕпеле республикăри вĕренÿ тытăмĕнче палăрнă çынсене йыхравларăмăр. Вĕсем пурте — ăста вĕрентекен е тата пултаруллă ертÿçĕ. Вĕсен паянхи маттурлăхĕнче хăйсен хастар наставникĕсен витĕмĕ те пур. Камсен сăнарне пурнăç тăршшĕпе чĕрере упраççĕ-ха пирĕн респондентсем?