Орфографи суда çитерчĕ
Чăваш орфографине йĕркене кĕртме тунă айкомисси /подкомиссия/ хăйĕн ĕçне хăюллăн пуçланăччĕ: тĕрĕсçыраслăха "тÿнтерсе" янă правилăсене тимлĕн пăхса тухса унти "идиотизмсене" пĕтерме, ку яваплă ĕçре саплăк лартса кăна аппаланни çителĕксĕр пулнине палăртнăччĕ. Татăклăн илтĕнчĕ çак сăмах, тинех улшăну пуласса шантарчĕ. Анчах айкомисси хăйĕн ĕçне пăшик! сасă кăлармасăрах вĕçлерĕ пулмалла.
Халăха тарăхтарса çитернĕ çак правилăсене мĕнле кăна вăрçмарĕç пуль: вĕсене тăвакан "партизан отрядне" ĕмĕрлĕхе намăс хапхи çине çырса хума сĕнекенсем те пулчĕç.