Телей — вĕренекенсенче
Шкул çулĕсем кашни çыннăн асĕнче юлаççĕ. Пĕрремĕш шăнкăрав. Вĕçĕмсĕр тăсăлакан уроксем. Хаваслă тăхтав. Юлашки шăнкăрав. Тем çинчен те ĕмĕтленнĕ çак тапхăрта. Пурнăçра кирлĕ професси суйласа илме тăрăшнă. Кама кăна тĕслĕх вырăнне хурса ун пек пулма хавхаланман-ши? Тем каласан та, вĕренекеншĕн умри çула тĕрĕс суйласа илме пулăшаканĕ — юратнă вĕрентекен.