Archive - 15 Юпа, 2016 - Хыпар

15 Юпа, 2016

«Чăваш хĕрарăмĕ» 40 /962/ №. 15.10.2016

15 Юпа, 2016

«Кашкăрсем ăсатса ячĕç»

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнчи Антоновсен кил картине килсе кĕрсен хама зоопарка лекнĕнех туйрăм. Мĕн тĕрлĕ кăна кайăк-кĕшĕк усрамаççĕ-ши? Картиш тулли — кăрккасемпе цесаркăсем. Вăрăм хÿреллĕ фазансене уйрăм витене хупнăччĕ. Лупасăн иккĕмĕш хутĕнче çăмламас ураллă чăхсем пурăнаççĕ.

15 Юпа, 2016

Лайăххине курма тăрăшмалла

— Темĕн те кулянтарать. Пурнăçра шухăшлаттараканни, пăшăрхантараканни сахал мар. Сăмахран, халăх театра тухса çÿресшĕнех мар. Шăпах çакă чунăма ыраттарать. Ялтисене илес пулсан, халь çула тухма та ансат, кашнин килĕнче çăмăл машина пур, маршрут автобусĕсем те чупаççĕ. Билет хакĕ те пысăк мар-çке.

15 Юпа, 2016

Хуçалăха мала кăларассишĕн

"Эпĕ хама чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ тесе шухăшлатăп", — терĕ Çĕрпÿ районĕнчи Энĕшкасси Кушкăри Галина Осокина хаçатран килнине пĕлсен. Апла тăк пирĕн вулакансемшĕн унăн шăпи кăсăклă. Ĕмĕр тăршшĕпех тĕп зоотехникра ĕçленĕ вăл. Ял халăхĕпе пĕрле сĕт, какай, çăмарта, çăм планне тултарма тăрăшнă.

15 Юпа, 2016

Хăшĕн тĕрри хитререх?

Елена Соловьева Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕсле ялĕнче çуралнă. Ĕлĕк-авал çак тăрăхра кĕсле тунă теççĕ. Çавăнпах кунти халăх музыкăна лайăх ăнланать. Елена Леонидовна юрлама кăна мар, çыхма та, тĕрлеме те ăста. "Пурнăçа, çывăх çынсене чунран юратмалла, вара ĕç майлашăнса пырать", — кăмăлĕ лайăх хĕрарăмăн. Унăн ашшĕпе амăшĕ Леонид Ивановичпа Нина Федоровна Плотниковсем те килте ĕçе пайласа тăман. Уявсенче купăс каласа юрланă.

15 Юпа, 2016

Чун туртăмĕ çеç мар, тивĕç те

"Çавăн пек професси пур — Тăван çĕршыва хÿтĕлесси" — "Офицеры" кинофильмри сăнар каланă сăмахсем паян каларăш евĕрех. Çак шухăш нумай яш-каччăна пурнăçне çарпа çыхăнтарма хавхалантарнă-тăр. Асатте-кукаçисемпе аттесене те. Тен, çавăнпах вĕсем Тăван çĕршыв умĕнчи парăмне — "салтак" ята илтессине — тÿрĕ чунлăн пурнăçланă.

15 Юпа, 2016

Пысăк юрату пĕрлештернĕ

Аслă ăрури çынсен çирĕплĕхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Туяпа утсан та алăран ĕç каймасть вĕсен. 90 çултан каçнă Раиса Головина пахчара çĕр чаватчĕ. «Çанталăкĕ ытармалла мар паян, пÿртре ларас килмерĕ.

15 Юпа, 2016

Ашшĕн çуртне салатман

Аслă ăрури çынсен çирĕплĕхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Туяпа утсан та алăран ĕç каймасть вĕсен. 90 çултан каçнă Раиса Головина пахчара çĕр чаватчĕ. «Çанталăкĕ ытармалла мар паян, пÿртре ларас килмерĕ. Ĕçлĕ курăнас килет мар-и, кÿршĕсем те чиперех кăпкалатса параççĕ-ха», — пуçĕнчи калпакне хывса тутăрне тирпейлесе çыхрĕ Раиса Кузьминична. Вăл хăйĕнчен виçĕ çул кĕçĕн йăмăкĕпе Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнать. Пахчара калаçса тăма лайăх мар тесе Раиса аппа пире тÿрех пÿрте илсе кĕчĕ. Тăпăл-тăпăл çуртра тирпейлĕ те хăтлă.

15 Юпа, 2016

Çĕр çыннин ĕçĕ сумлă

Ирхи тăватă сехет çитнине систерсе шаккарĕ пÿлĕмри сехет. Лена вара вырăн çине пуçне хурса та ĕлкĕреймерĕ. Çĕрĕпе ыйхă килмерĕ унăн. Çавăнпа та кил-çуртне тирпейлерĕ. Унтан хăяр-помидор тăварларĕ, ăнса пулнă çырласенчен компот хатĕрлерĕ. Çĕрле те фермăна кайса килчĕ.

15 Юпа, 2016

Кăмпа - усăллă та, сиенлĕ те

Кăмпа усăллă та тутлăхлă çимĕç шутланать. Белок нумайран ăна «вăрман» тата «ÿсен-тăран какайĕ» теççĕ. Унри аминокислота пуçа лайăх ĕçлеттерет, ас тăвăма çирĕплетет, атеросклероз аталанасран сыхлать, анчах организмра япăх ирĕлет — пĕтĕмпе те 10 процент çеç. Кăмпа В ушкăнри витаминсемпе пуян. Вĕсем нерв тытăмне йĕркеллĕ ĕçлеме пулăшаççĕ, çÿçпе чĕрнене, ÿте лайăх витĕм кÿреççĕ. В ушкăнри витаминсен шучĕпе кăмпа пахчаçимĕçпе пучахлă тырăран та ирттерет.

Pages