Комментари хушас

15 Юпа, 2016

Лайăххине курма тăрăшмалла

— Темĕн те кулянтарать. Пурнăçра шухăшлаттараканни, пăшăрхантараканни сахал мар. Сăмахран, халăх театра тухса çÿресшĕнех мар. Шăпах çакă чунăма ыраттарать. Ялтисене илес пулсан, халь çула тухма та ансат, кашнин килĕнче çăмăл машина пур, маршрут автобусĕсем те чупаççĕ. Билет хакĕ те пысăк мар-çке. Сăлтавĕ мĕнре-ши? Халăх телевизор умĕнчен хăпаймасть-ши е питĕ ĕçлĕ-ши? Акă аякра тĕпленнĕ йăхташăмăрсемех урăхла. Унта спектакль курма пыракан йышлă. Тĕпренчĕкĕсене те хăйсенчен хăвармаççĕ. Вĕсемшĕн çак кун чăн-чăн уява çаврăнать.

Ытлашши васкаман чухне çуран утма кăмăллатăп. Урамра, чарăнусенче хăлхана темĕн те кĕрет. Хĕрсем пĕр вăтанмасăр намăс сăмахсемпе калаçни, пирус туртни, эрех-сăра ĕçни кăмăла пăсать. Чăваш хĕрне сăпайлăх илем кÿрет. Вăл пулас амăшĕ-çке. Пепкисем кÿршĕрен мар, чи малтан унран тĕслĕх илеççĕ.

Пĕр-пĕринпе туслă пурăннине нимĕн те çитмест. Чунра усалли валли вырăн пулмалла мар. Çынра, таврара лайăххине ытларах курма тăрăшмалла. Тахçанхине манмасăр темиçешер çул çилĕ тытса пурăнни, çавăншăн кашни утăмра такăнтарма тăрăшни — япăх пулăм. Йывăр пуль, анчах та вăхăтра каçарма тата тав тума вăй çитермеллех. Мăнкăмăлланни, кĕвĕçни, ăмсанни ура хурать, ырă ĕçсем пуçарма чăрмантарать. Йывăр хуйхăра та пĕр-пĕрне ăнланма, пулăшма тăрăшмалла. Усал тăвакана ырăпа тавăрмалла. Тăшман инкеке лекнишĕн те савăнмалла мар. Çын хуйхишĕн савăнни паян пулмасан, ыран пырса çапатех.

Тепри ура хуни, такăнтарни, кÿрентерни — пĕчĕк çÿп-çап çеç. Пурнăç питĕ хаклă та кĕске, вăя ирсĕрлĕхпе усал çине тăкакламалла мар. Ытла аялти шая анса лармалла мар çыннăн. Вак-тĕвекшĕн мĕншĕн вăрçăнмалла тата? Чун-чĕрепе пуян пулма тăрăшмалла. Вăл мулран та хаклă.

Елизавета ХРИСАНФОВА, ЧР тава тивĕçлĕ артистки

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.