Комментари хушас

15 Юпа, 2016

Кăмпа - усăллă та, сиенлĕ те

Кăмпа усăллă та тутлăхлă çимĕç шутланать. Белок нумайран ăна «вăрман» тата «ÿсен-тăран какайĕ» теççĕ. Унри аминокислота пуçа лайăх ĕçлеттерет, ас тăвăма çирĕплетет, атеросклероз аталанасран сыхлать, анчах организмра япăх ирĕлет — пĕтĕмпе те 10 процент çеç. Кăмпа В ушкăнри витаминсемпе пуян. Вĕсем нерв тытăмне йĕркеллĕ ĕçлеме пулăшаççĕ, çÿçпе чĕрнене, ÿте лайăх витĕм кÿреççĕ. В ушкăнри витаминсен шучĕпе кăмпа пахчаçимĕçпе пучахлă тырăран та ирттерет.

Ниацин та унра выльăх пĕверĕнчи чухлех, вăл вара юн тымарĕсене çирĕплетет. Япаласен ылмашăвне йĕркелеме пулăшакан микроэлементсем — пăхăр, марганец, цинк, фосфор, кали — нумай.

Сывлăхшăн усăлли чылай пулин те кăмпана ытти паха çимĕçпе пĕр рете лартма çук. Шел те, хырăмлăхпа пыршă çулĕсенче ку апат япăх ирĕлет, мĕншĕн тесен унта хитин нумай. Ăна организм питĕ йывăррăн шăратать. Кунсăр пуçне кăмпа хырăмлăх сĕткенне кăларассине чарать, çавна май кăмпапа çинĕ ытти апат та йывăррăн ирĕлет. Çавăнпах ăна сывă çынсене те час-час çиме сĕнмеççĕ.

Вăрман çимĕçĕн тепĕр çитменлĕхĕ — вăл сиенлĕ хутăшсем пухать. Вĕсене сывлăшран, тăпраран, шывран илет. Таса мар вырăнта ÿснĕ кăмпара йывăр метталсен тăварĕсем, радиоактивлă пĕрчĕсем тата ытти сиенлĕ хутăш пур.

Вар-хырăм, пĕверпе пÿре чирĕсемпе нушаланакансен кăмпа çиме юрамасть. Ку çимĕç хушăран шăмă сыпписен чирне те вăйлатать. Анне пулма хатĕрленекен хĕрарăмсемпе 12 çула çитмен ачасен те ăна ăшне илмесен аванрах. Шăпăрлансен ку апата ирĕлтерекен ферментсем пачах çуккине асра тытмалла.

Кăмпапа наркăмăшланнин тĕп сăлтавĕ — çиме юрăхлипе юрăхсăррине уйăрма пĕлменни, тĕрĕс мар хатĕрлени, апат пăсăлни. Пахалăхсăррипе усă курсан хырăм ыратать, ăш пăтранать, хăстарать, варвитти пуçланать. Шупка тислĕк кăмпи /бледная поганка/ çисен тĕртĕмсене ыраттарать, юнлă варвитти аптратать, хăсăк та кофе тĕслĕ тухать. Шăнăр туртас хăрушлăх та пур. Ÿпке, чĕрепе юн тымарĕсен, пÿре ĕçĕ хавшанăран çын комăна кĕрсе ÿкме пултарать.

Хĕрлĕ шăна кăмпи /говорушки/ организма 0,5 — 2 сехетрех сиенлетме ĕлкĕрет. Наркăмăшланнă ытти паллăпа пĕрлех сĕлекепе куççулĕ вăйлă юхать, çын тарлать, куç шăрçи хĕсĕнет, сывлăш пÿлĕнет, чĕре вăйсăррăн тапать, юн пусăмĕ чакать, шăнăр туртать, çын тăнне çухатать.

Тĕрĕс мар хатĕрленĕ, консервланă, типĕтнĕ кăмпапа та аптрама пулать. Çакна асра тытмалла: кăмпана нихăçан та оцинковка витрере тăварламалла-маринадламалла мар.

Пахалăхсăр кăмпа çинĕренех ботулизм та çакланать. Ку амака пуçарса яраканĕсем — тăпрара. Çавăнпах кăмпана консервлас умĕн тăпраран лайăх çуса тасатмалла. Хатĕрленĕ апата кĕленчене тултарсан та сывлăш кĕртмен хупăпа çавăрттармалла мар. Унсăрăн кĕленчере усал сывлăш пухăнать. Ботулизм çакланни кăмпа çинĕ хыççăн 12-72 сехет хушшинче палăрать. Пуç ыратма тытăнать, çăвар типет, ăш пăтранать, хăстарать, варвитти пуçланать. Куç япăх курма, япаласем иккĕлле е тĕтреллĕ курăнма тытăнаççĕ. Сурчăк çăтма йывăрланать, шăнăр туртать. Çак паллăсем сисĕнме тытăнсанах тухтăр патне васкамалла, ятарлă эмел ĕçмелле.

Наркăмăшланас мар тесен хăвăр лайăх паллакан кăмпа çеç пухмалла. Ÿссе ватăлнине, хуртланнине, тĕпренекеннине татма та, туянма та юрамасть. Çимĕçе çул хĕррипе пухни те — вырăнсăр.

Пуçтарнăскерне çийĕнчех тирпейлемелле, мĕншĕн тесен кăмпа питĕ хăвăрт пăсăлать. Хĕлле çиме хитрисене, пахалăхлисене çеç хăвармалла. Тĕрлĕ кăмпана уйрăммăн хатĕрлемелле. Хутăштармалла мар. Вĕретес умĕн тăпрапа хăйăртан лайăх тасатмалла. Вĕретнĕ шыва тăкмалла. Типĕтнĕ е маринадланă кăмпана пасартан туянмалла мар.

Енчен те наркăмăшлантăр тăк нихăçан та хăвăр тĕллĕн ан сипленĕр. Тухтăра чĕнмеллех. Васкавлă пулăшу çитиччен организма тасатма тăрăшмалла, çав тĕллевпех аптăранине темиçе стакан ăшă шыв е сĕт ĕçтермелле, хăстарма тăрăшмалла. Вар-хырăма тасатсан кăмрăк пама тытăнмалла. Ăна кашни виçĕ сехетрен тăватшар тÿме ĕçмелле, анчах талăкне 12 тÿмерен ытлашши юрамасть. Чирлĕ çынна вырăн çине вырттармалла, аллипе ури çине грелка хумалла. Пĕр вĕçĕм ăшă шыв памалла, вăйран кайсан çăра чей ĕçтермелле.

Çисе наркăмăшланнă кăмпана та тÿрех кăларса ывăтмалла мар. Ăна тухтăрсем çитиччен хăварни те пĕлтерĕшлĕ.

Сывлăха упрăр, кăмпа пуçтарнă-хатĕрленĕ чухне асăрхануллă пулăр.

Лариса АГЕЕВА,

Хулари клиника больницин тухтăрĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.