Archive - 14 Юпа, 2016 - Хыпар

14 Юпа, 2016

«Хыпар» 162-163 (27072-27073) №. 14.10.2016

14 Юпа, 2016

Полицие - хисеплĕ ят, фермерсене - пысăклатнă грантсем

Пĕр енчен, кун йĕрки те анлă мар, 17 ыйту кăна, тепĕр енчен, республика Пуçлăхĕ çукки те витĕм кÿчĕ пулас — ЧР Министрсен Кабинечĕн Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ юнкунхи ларăвĕ нихçанхинчен хăвăрт вĕçленчĕ.

14 Юпа, 2016

Завод вăй илетех

РФ Правительствин 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 155-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви Раççей Федерацийĕн 15 регионĕ шутĕнче Чăваш Республикин ĕç рынокĕнчи кăткăслăха 2016 çулта сирмелли хушма мерăсен программине чи малтан туса хатĕрленĕ.

Патшалăх пулăшăвĕн витĕмĕ

Программа мероприятийĕсене финансламашкăн 154,2 миллион тенкĕ /федераци бюджетĕнчен — 107,0 миллион е 69,4%, республика бюджетĕнчен — 47,2 миллион е 30,6%/ уйăрма палăртнă.

14 Юпа, 2016

Грипп çулăхасран прививка пулăшать

Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх — грипран асăрханмалли шанчăклă мел вакцинаци шутланать. Çулленех амак сарăлас умĕн теветкеллĕх ушкăнне кĕрекен граждансене иммунизацилеççĕ.

14 Юпа, 2016

Хĕле хатĕрленетпĕр

Тĕп хулана хĕле хатĕрлесси, вĕренÿ заведенийĕсенчи апатланăва йĕркелесси — çак ыйтусем Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков ирттернĕ канашлура тĕпре пулчĕç.

14 Юпа, 2016

Малашне те вырăнти хăйтытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлĕ

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ, унта 26 комитет йĕркелерĕç тата вĕсен председателĕсене суйларĕç.

14 Юпа, 2016

Хуласен пуласлăхне тĕплĕ тишкерĕç

Юпа уйăхĕн 12-15-мĕшĕсенче Богота хулинче /Колумби/ Пĕтĕм тĕнчери регионсенчи тата вырăнсенчи влаçсен саммичĕ иртет. Унта Çĕр чăмăрĕ çинчи хуласен, метрополисемпе регион влаçĕсен, граждансемпе предпринимательсен, ăслăлăх çыннисен пĕрлĕхĕсен виçĕ пин ытла представителĕ хутшăнать. Мероприяти хула управленийĕн çĕнĕлĕхĕсемпе тата лайăх енĕсемпе паллаштаракан пысăк лапам пулса тăрать. Пĕтĕм тĕнчери саммитра Шупашкар интересĕсене хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Клементьева хÿтĕлĕ.

14 Юпа, 2016

Сăмаха çилпе вĕçтермен Владимир Рахмуллин

Республикăн чи кăнтăр хутлăхĕсенчен пĕрне — Елчĕк районĕнчи «Яманчÿрел» ОООна — çитсе килтĕмĕр. Çав кун кĕрхи çумăр вăхăтлăха чарăннăччĕ, Яманчÿрел ялĕ çийĕн сарă хĕвел хăйĕн пайăркисене сапалатчĕ. Унăн ăшши çук ĕнтĕ, çапах кăмăла çĕклет.

14 Юпа, 2016

Лапсăркка йăмра вăрттăнлăхĕ

Аслă Арапуçпа Анат Чакă тĕлĕнчен юхса иртекен Пăла шывĕн икĕ хĕррипе те йывăç ÿсет. Ватăсем аса илнĕ тăрăх — маларах ку юханшыв туллирех, сарлакарах пулнă. Унта хĕрсемпе каччăсем кимĕпе ярăннă. Анат Чакăри Арманкасси тĕлĕнчи ватă йăмра ыттисенчен уйрăларах тăрать. Çÿллĕрех те, сарлакарах та вăл.