Малашне те вырăнти хăйтытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлĕ
14 Oct, 2016 | Хыпар | Хула | Лару

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ, унта 26 комитет йĕркелерĕç тата вĕсен председателĕсене суйларĕç. Шупашкарти пĕр мандатлă 38-мĕш округран депутата суйланнă Леонид Черкесов РФ Патшалăх Думин Федераци тытăмĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕн ыйтăвĕсен комитечĕн йышне кĕнĕ.

Леонид Черкесов палăртнă тăрăх — комитет пурнăçлакан ĕç питĕ пĕлтерĕшлĕ, вăл пысăк хуласенче кăна мар, ялсенче те пурнăç пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă. «Суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче Раççей регионĕсене тата Чăваш Ене республикăн кашни районĕн, кашни муниципалитет йĕркеленĕвĕн уйрăмлăхĕсене шута илсе аталантармалли çинчен сахал мар калаçрăмăр. Анчах çак ĕç-хĕле тĕрлĕ шайри влаçсен полномочийĕсене çирĕп чикĕлемесĕр пурнăçа кĕртме çук. Пирĕн комитет çĕршыври регионсен, районсемпе муниципалитетсен хăйнеевĕрлĕхне шута илсе саккун никĕсĕ хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлĕ!» — пĕлтерчĕ Леонид Ильич.

Леонид Черкесовшăн вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕн ыйтăвĕсене татса парасси çĕнĕлĕх мар. Вăл Шупашкар хула пуçлăхĕнче ултă çул ĕçленĕ, 2012 çулта ăна Атăлçи тăрăхĕнчи хуласен ассоциацийĕн вице-президентне суйланă, 2014 çултанпа — ассоциаци председателĕн заместителĕ. Çавăн пекех вăл РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи вырăнти хăйтытăмлăх управленине аталантарас енĕпе ĕçлекен консультаци канашĕн муниципалитетăн кадр политикине тата кадр резервĕсене йĕркелекен ĕç ушкăнне ертсе пынă.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.