Комментари хушас

14 Юпа, 2016

Завод вăй илетех

РФ Правительствин 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 155-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви Раççей Федерацийĕн 15 регионĕ шутĕнче Чăваш Республикин ĕç рынокĕнчи кăткăслăха 2016 çулта сирмелли хушма мерăсен программине чи малтан туса хатĕрленĕ.

Патшалăх пулăшăвĕн витĕмĕ

Программа мероприятийĕсене финансламашкăн 154,2 миллион тенкĕ /федераци бюджетĕнчен — 107,0 миллион е 69,4%, республика бюджетĕнчен — 47,2 миллион е 30,6%/ уйăрма палăртнă.

Тĕпрен илсен — программăна «Трактор завочĕсем» концерн» ККУ предприятийĕсем: «Промтрактор» АУО, «Промтрактор-Промлит» ООО, «Шупашкарти агрегат завочĕ» АУО, «Промтрактор-Вакун» АХО, «МИКОНТ» ООО хутшăнаççĕ. Вĕсенче вăй хуракансенчен 1092-шне профессие маларах вĕрентекен мероприятие яма, 2313-шне вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме, професси пĕлĕвĕ паракан учрежденирен вĕренсе тухнă 212 çамрăка вырăн тупса пама палăртнă.

Программăна концернăн 3617 ĕçченĕ е республика программине явăçтарнисен пĕтĕм йышĕн 77 проценчĕ хутшăнать. Çак тĕллевпе уйăракан патшалăх пулăшăвĕ 114,8 миллион тенкĕрен иртмелле. Программа витĕмне лекнĕ предприятисемпе паянхи кун тĕлне пуринпе те килĕшÿ алă пуснă тата казначействăра счет уçнă.

2016 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне хушма мероприятисенче концернăн 1765 çынни пулнă, çав шутра: 1340-шĕ ĕçлеме пуçланă /«Промтрактор-Промлит» ОООра — 468, «Промтрактор» АУОра — 61, «Шупашкарти агрегат завочĕ» АУОра — 211, «Промтрактор-Вакун» АХОра — 600/; професси вĕренĕвĕн учрежденийĕсенчен тухнă 56 çамрăка йышăннă /«Промтрактор» АУОра — 37, «Шупашкарти агрегат завочĕ» АУОра — 9, «Промтрактор-Вакун» АХОра — 4, «МИКОНТ» ОООра — 6/; профессие маларах вĕренмешкĕн 369 çынна янă /«Промтрактор-Промлит» ОООра — 130, «Промтрактор» АУОра — 112, «Шупашкарти агрегат завочĕ» АУОра — 73, «Промтрактор-Вакун» АХОра — 16, «МИКОНТ» ОООра — 38/.

Асăннă хушма мероприятисене пурнăçламашкăн концерн предприятийĕсем валли 10,6 миллион тенкĕ янă.

Сăмах май, хальхи вăхăтра республикăри 15 предприятири 2841 çын тулли кун йĕркипе ĕçлемест, вĕсен 90 проценчĕ ытла «Трактор завочĕсем» концернăн 4 организацийĕн шутланать /«Промтрактор» АУОра — 1290, Канаш хулинчи «Промтрактор-Вакун» АХОра — 577, «Промтрактор-Промлит» ОООра — 682, «Шупашкарти агрегат завочĕ» АУОра — 60/.

Патшалăх пулăшăвĕпе килĕшÿллĕн ирттерекен хушма мероприятисене пурнăçлама тытăннăранпа концернра тулли кун йĕркипе вăй хуманнисен йышĕ ака уйăхĕн пуçламăшĕнчи 6571-рен юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне 2609 таран е 60,3 процент чакнă.

Производство çĕнелсе улшăнать

Ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли хушма мерăсен программине пурнăçланипе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе ЧР Ĕçлев министерстви юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли «Промтрактор» АУОра пресс-тур йĕркелерĕ.

Ĕçлĕ калаçу предприятин трансмисси цехĕнче пуçланчĕ. ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн заместителĕ Виктор Ковалев рынокри лару-тăрупа, «Трактор завочĕсем» концерн» АУО предприятийĕсене тивĕçтерекен патшалăх пулăшăвĕпе килĕшÿллĕ туса ирттерекен çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.

«Промтрактор» АУОн ĕç тăвакан директорĕ Андрей Можанов палăртнă тăрăх — заводра вăй хуракансенчен чылайăшĕ тулли кун йĕркипе ĕçлейменни укçа-тенкĕ çитменнипе çыхăннă. Ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли программăн хушма мероприятийĕсемпе килĕшÿллĕн патшалăх тивĕçтерекен пулăшу стандартлă йышăнусем тума, производство конфигурацине улăштарма хистет. Унсăр пуçне хулари ĕçлев службипе тунă килĕшÿ тăрăх коллективăн тĕп шăнăрне упраса хăварас тĕллевпе çынсем валли вăхăтлăх ĕç йĕркелемелле, производствăра çывăх вăхăтрах пулса иртмелли çĕнĕлĕхсене тĕпе хурса професси пĕлĕвĕ паракан учрежденирен вĕренсе тухнă çамрăксене кунта юлмашкăн хавхалантармалла. Предприяти производствăн диверсификаци çулĕ çине тăнă май çĕнĕ профессисем кирлине шута илсе рабочисене тепĕр специальноçа маларах илме пулăшмалла.

Производство конфигурацине улăштарма тивнĕ тенĕрен, Волгоградри трактор заводĕнче ял хуçалăхĕнче усă куракан гусеницăллă тракторсем валли хальччен туса кăларнă уйрăм компонентсене кăçалтан Шупашкарсене хатĕрлеме шаннă. Ял хуçалăх техникине пухмашкăн нумаях пулмасть çĕнĕ участок хута янă.

Программăпа килĕшÿллĕн вăхăтлăх йĕркеленĕ ĕçе чылайăшĕ хутшăнать. Владимир Лукин — вĕсенчен пĕри. «Ку участока çĕнетсе улăштартăмăр. Халĕ гусеницăллă тракторсем пухатпăр. Саккас сахал мар», — тет бригадир. Предприяти ертÿлĕхĕ çирĕплетнĕ тăрăх — асăннă участок хăйсен вырăнĕнче ĕçсĕр юлнă специалистсене вăхăтлăх вăй хумашкăн май туса панă, вĕсене вăтам шалăвăн иккĕ-виççĕмĕш пайне тÿлеççĕ.

Çĕнĕ оборудование тухăçлă ĕçлеттерме ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем кирлине шута илсе персонала çĕнетсе улăштарасси тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать. Çакă рабочисене кăна мар, инженерсемпе техниксене те пырса тивет: чун туртăмĕллĕ, ăнтăлуллă ăстасене упраса хăвармалла.

…DOOSAN станоксен линийĕн çĕнĕ оборудованийĕпе ĕçлеме хăнăхакансенчен пĕри — Тамара Федорова. Механосборка цехĕнче фрезеровщикра тата сверловщицăра тăрăшаканскер рынокри кăткăслăха сирмелли хушма мероприятисен программине хутшăнса производствăран уйрăлмасăрах шлифовщик профессине маларах алла илет. «Вĕренÿ центрĕн специалисчĕсем пулăшнипе хальхи йышши станокпа ĕçлеме хăнăхса пыратăп. Малашне лару-тăру йĕркеленсе каясса, производство хăвачĕ ÿсессе шанатпăр», — тет предприятире 32 çул тăрăшакан хĕрарăм.

Юрий Аксенов фрезеровщик вара асăннă программăпа палăртнă общество ĕçне хутшăнать. Ĕçлев служби урлă чи пĕчĕк шалу виçипе пособи илсе тăрать. «Кунта эпĕ 1986 çулхи çĕртме уйăхĕнче вырнаçнă. 51 çула çитрĕм. Тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван предприятире вăй хурас тĕллевлĕ. Чылай станок çинче ĕçлеме пултаратăп. Специальноçпа ĕç пур чухне цеха чĕнсе илеççĕ, — тет вăл.

2015 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУран «Техника тытăмĕнчи управлени» специальноçпа вĕренсе тухнă хыççăн «Трактор завочĕсем» концерн» предприятие пĕлÿ учрежденийĕ пĕтернисене ĕçе йышăнмалли программăпа вырнаçнă Вадим Ермеев та ĕçлев службин пулăшăвне туйса тăрать, вăл СРТО юсавĕн инженерĕ, практикăри хăнăхăва аслă юлташĕсем пулăшнипе ÿстерет.

Çамрăк специалистсене ăста та пултаруллă кадрсемпе танлаштараймăн паллах. Çавна май вĕсен шалăвĕ те пĕчĕкрех. Промышленноç тракторĕсен заводĕнче патшалăх пулăшăвĕн программипе йышăннă яш-кĕрĕме субсиди шучĕпе шалу çумне çур çул хушса тÿлеççĕ. Асăннă тапхăрта вĕсем ăсталăх енĕпе аслă юлташĕсемпе танлашма пултарасса шанаççĕ.

Кадрсен квалификацине ÿстермешкĕн, ĕçсĕр юлма пултаракансене е ăна çухатас хăрушлăх пуррисене рынок ыйтакан профессие вĕрентмешкĕн «Промтрактор» АУОн вĕренÿ центрĕ пуçаруллă хутшăнать.

Юрий Спиридонов технологи оборудованине юсакан службăн /СРТО/ промэлектроника пайĕнче станоксен наладчикĕнче тăрăшать. Производство çĕнелсе улшăннине шута илсе вăл SolidEdge ST4 /ST5/ виçĕ енлĕ проекчĕсене хатĕрлеме производствăран уйрăлмасăр маларах вĕренет. «Детальсене, тĕслĕхрен, электричество шкапĕсене, компьютер программипе проектлама хăнăхатпăр», — тет çамрăк.

«МИКОНТ» /Пĕтĕм тĕнчери çĕнĕ техникăна конструкцилес енĕпе ĕçлекен инжиниринг компанийĕ/ ОООн компоновка пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Евгений Ильин та самана таппинчен юласшăн мар, çĕнĕлле йĕркеленекен производствăна малашлăх тĕллевлĕ специалистсем кирлине ăса хывса вĕренÿ центрĕнче çÿлерех асăннă программăпа квалификацие ÿстерет.

Валентина СМИРНОВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.