Хуласен пуласлăхне тĕплĕ тишкерĕç

14 Юпа, 2016

Юпа уйăхĕн 12-15-мĕшĕсенче Богота хулинче /Колумби/ Пĕтĕм тĕнчери регионсенчи тата вырăнсенчи влаçсен саммичĕ иртет. Унта Çĕр чăмăрĕ çинчи хуласен, метрополисемпе регион влаçĕсен, граждансемпе предпринимательсен, ăслăлăх çыннисен пĕрлĕхĕсен виçĕ пин ытла представителĕ хутшăнать. Мероприяти хула управленийĕн çĕнĕлĕхĕсемпе тата лайăх енĕсемпе паллаштаракан пысăк лапам пулса тăрать. Пĕтĕм тĕнчери саммитра Шупашкар интересĕсене хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Клементьева хÿтĕлĕ.

Саммитăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтăвĕсем муниципалитет влаçĕсен саккун кăларас пуçарăвĕпе, хуласен малашнехи аталанăвĕпе çыхăннă. «Хулан право никĕсĕ» секци ĕçне хутшăнакансем кирек хăш территорире вырнаçнă муниципалитетсене те пĕрешкелех хумхантаракан çивĕч ыйтусене татса памалли çул-йĕре палăртĕç. «Хуласен пуласлăхĕ» лапамра ĕçлекенсем тĕнчери хуласенче пулса иртекен улшăнусене палăртĕç, вырăнти влаç представителĕсем хăйсем хуласен малашлăхне мĕнле курнипе паллаштарĕç.

Çавăн пекех саммит вăхăтĕнче «Пĕрлештернĕ хуласем тата вырăнти влаçсем» организацин çĕнĕ ертÿçине суйлама палăртнă. Кандидатсен шутне Хусан мэрĕ Ильсур Метшин та кĕнĕ. 12 çул каялла йĕркеленнĕ çак организаци паян тĕрлĕ çĕршыври муниципалитетсен ĕçлĕ хутшăнăвĕсене йĕркелесе тăракан хăватлă тата витĕмлĕ тытăм пулса тăчĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕн органĕсем тĕнче шайĕнче пĕр-пĕрин опычĕпе паллашассин кирлĕлĕхĕ çулран çул ÿссе пырать. Хуласене пĕрешкел ыйтусемех, транспорт тытăмĕпе, экологипе, хăрушсăрлăхпа, хула строительствипе тата социаллă политикăпа çыхăннăскерсем, пăшăрхантараççĕ. «Пĕрлештернĕ хуласем тата вырăнти влаçсем» организаци вара пĕтĕм тĕнче опычĕпе паллашма, Çĕр чăмăрĕ çинчи хуласен пĕрлĕхне кĕме, муниципалитетсене хăйсен социокультура тата промышленноç хăвачĕпе ыттисене паллаштарма пулăшать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.