Тĕп хулари йĕрке хуралçисем

14 Юпа, 2016

Кивĕ хутсен хушшинчен сăнÿкерчĕк тухрĕ. Унта сăнланнисен йышĕнче аннене палларăм. Ыттисем камсем-ши?

И.ЕФИМОВА.

Шупашкар хули.

Сăнÿкерчĕкри çынсен хушшинче «Хыпар» хаçатăн çывăх тусĕ, унăн яланхи авторĕ Анатолий Максимов-Пукаш та пур. Юнашар тăракансене палласа илессе шанса унран пулăшу ыйтрăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл:

— Сăнÿкерчĕкре — Шупашкарти милици çумĕнчи хурал пайĕн çыннисем. Пĕрремĕш ретре хĕрарăмсен хушшинче Ленин районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи хурал уйрăмĕн ертÿçи Иренеуш Крумин милици капитанĕ ларать. Каярахри çулсенче вăл Кÿкеç поселокĕнче участок инспекторĕнче ĕçлерĕ. Халĕ çут тĕнчере çук ĕнтĕ.

Иккĕмĕш ретре тăракансем /сулахайран сылтăмалла/: Валерий Вершинин, Шупашкарти аш-какай комбиначĕ вырнаçнă районта /халăхра «Шанхай» ят илнĕскер/ участок инспекторĕ пулнă, тивĕçлĕ канăва тухсан хурал пайĕнче хуралçăсен бригадирĕнче тăрăшрĕ; унпа çумăн — çак йĕркесен авторĕ Анатолий Максимов милици капитанĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче хурал пайĕн аслă инспекторĕ пулнăскер; Александр Поляков саппасри майор, Александр Степанов, Иван Алексеев, Владимир Александров чикĕ хуралĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçласа таврăннă хыççăн хурал пайĕнче участокри милиционерсем пулнăскерсем.

Вĕсен хыçĕнче тăракан А.Арсентьев майор тивĕçлĕ канăва тухиччен Шупашкарти юханшыв порчĕн пуçлăхĕнче тăрăшрĕ. А.Плешков Çĕнĕ Шупашкарта милици уйрăмне чылай çул ертсе пычĕ. А.Игнатьев рядовойран полковнике çитрĕ, Калинин районĕн шалти ĕçсен пайне нумай çул ăнăçлă ертсе пычĕ. В.Александров, Н.Кириллов та полковнике çити ÿсрĕç, вĕсем Чечня вăрçине те хутшăнчĕç.

Владимир Алексеев, Петр Кириллов, Витя Денисов та пирĕн хушăра ĕçленĕскерсем, паян саппасри аслă офицерсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.