Archive - 10 Юпа, 2016 - Хыпар

10 Юпа, 2016

«Капкăн» журналăн кăçалхи 9-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

Кулăшпи тухтăр канашĕсем

Мандарин майра. Николай ИШЕНТЕЙ

Хуплашкан 1-мĕш страницине Николай Никифоровăн "Мунча кĕме кил" ÿкерчĕкĕ илем кÿрет. Иккĕмĕш страницăра - "Капкăнçă курни-илтнинчен" ярăмри материалсем.

Вениамин Смеловăн "Çĕнĕ меслет" сценки, "Çапла çав" рубрикăра вырăн тупнăскер, халăх канăвне хаваслăрах ирттерессишĕн тăрăшакансемшĕн усăллă пуласса шанас килет.

"Фотограф шÿтлет" рубрика хăни - паллă журналист Анатолий Абрамов.

"Ан та кала", "Пулать вĕт", "Пĕлни çăкăр ыйтмасть" тата ытти ярăмсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.

Çавăн пекех кунта кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

10 Юпа, 2016

Кулăшпи тухтăр канашĕсем

• Шăнса пăсăлнинчен сипленес текенсен лавккара туяннă сĕте ĕçмелле, тин сунине мар. Вара ĕçесси-çиесси те, сипленесси те пĕр вăхăтра пулса пырĕ. Мĕншĕн тесен хатĕрлевçĕсем сĕт чылайлăха упрантăр тесе антибиотик нумай хушаççĕ. Ку эмел ĕçнипе танлашать.

• Гиппократа тупа тунă тесе тухтăрсене пуçĕпех шанса ан ларăр, сывлăхăра хăвăрах упрама хăнăхăр. Ку чухне сиплевçĕсен тупа сăмахĕсем çумне çĕнĕ ăнлав хушнă: «Медицина полисĕпе тÿлев квитанцийĕ пулсан кăна...»

10 Юпа, 2016

Мандарин майра. Николай ИШЕНТЕЙ

Кĕркуç мучисем патĕнче çемье уявĕ кĕрлет. Кил хуçи çичĕ теçетке тултарнă сăлтавпа ачисем менельник тăвасах терĕç. Кĕрекене çывăх тăванĕсемпе кÿршĕ-аршă кăна пухăннă пулин те халăх лăк тулли.