Мандарин майра. Николай ИШЕНТЕЙ

Кĕркуç мучисем патĕнче çемье уявĕ кĕрлет. Кил хуçи çичĕ теçетке тултарнă сăлтавпа ачисем менельник тăвасах терĕç. Кĕрекене çывăх тăванĕсемпе кÿршĕ-аршă кăна пухăннă пулин те халăх лăк тулли. Чĕннĕ хăнасем пурте пур: хĕрĕпе кĕрÿшĕ, ывăлĕпе кинĕ, Кириле кумпа Матĕрне кумушка, пĕр тăвансен ачисем мăшăрĕ-семпе тата ытти пĕлĕш...

Кĕркуç мучи чи хисеплĕ вырăнта - сĕтел пуçĕнче ларать. Çумĕнче тепĕр çемçе пукан пур-ха, анчах вăл пушах. Елюк мăшăрĕн, хăнасене пăхассишĕн ун-кун кускалаканскерĕн, ларма вăхăт çук. Лара-тăра пĕлмен карчăк пухăннисене е менельник кукăлĕ валеçет, е пушаннă куркасене тултарма васкать.

Кил хуçине те ним тумасăр ларать тееймĕн. Вăл хăнасене пăхса савăнать. Кириле кум тăрăшнипе ĕçкĕ-çикĕ кĕрлесе тăрать аслă пÿртре: ĕçтерет, çитерет, шÿтлĕ сăмахпа савăнтарать кĕреке пуçĕ.

Хăнасем малтан черккисене кăна тĕкĕштерсе ĕçетчĕç. Каярахпа çамка çумне çамка перĕнтерме пикенчĕç пĕр-пĕринпе. Унтан тутапа тута сĕртĕнтерекенсем те тупăнчĕç. Кĕркуç мучин те мăшăрĕпе черкке шаккас килчĕ - лешĕ çук. Нÿхрепе аннă-ши? «Эпĕ, мĕн, ватăлнă текех. Çичĕ теçетке урлă каçрăм та - мăшăлт ларни килĕшÿллĕрех. Хăнасем савăнни паха», - текелесе пит-куçне йăлкăштарчĕ мучи. Чим, старикĕн куçĕнчен тем сăлтавпа йăлтăркка тумламсем шуса анчĕç. Савăнăç куççулĕ пулинех.

Пухăннисенчен тахăшĕ, тимлĕреххи, вăшт кăна хура куçлăх тăхăнтартрĕ старике. Ак япала! Хальччен тăхăнман куçлăх витĕр пăхма тата кăсăклăрах иккен. Кĕркуç старик Кĕтери кинне тинкерчĕ. Мăнтарăн, мĕнешкел чипер вăл. Пичĕ çинчи турпалли калăн ĕнчĕ-пĕнчĕ çутлашки! Эккей, алăк патĕнче палламан пĕр хĕрарăм ларать. Пăхма кÿршĕри Манькка пекех, анчах ÿчĕ мандарин тĕслĕ. Мандарин майра çинчен куç каймарĕ старикĕн.

Хăнасем ташлас терĕç, мăшăрăн-мăшăрăн çаврăнма пуçларĕç. Кĕркуç мучи тек чăтса лараймарĕ. «Хам та ташша чĕнем-ха Мандарин майрана!» - мĕлтлетрĕ шухăш. Старик хыта пуçланă шăм-шакне хускаткаласа ура çине тăчĕ, ерипен алăк еннелле кăштăртатрĕ. Тарланă пуçне тайса хайхи майрана ташша чĕнес тенĕччĕ кăна, тахăшĕ - те Елюк мăшăрĕ пулчĕ - хура куçлăха кап хыврĕ те старикĕн тарлă питне чăлт шур тутăрпа шăлса типĕтме пикенчĕ.

Уф! тĕнче пуç хĕрлĕ çаврăнчĕ-им? Мандарин майра вырăнне хусах карчăк Манькка пулчĕ тăчĕ. Анчах Кĕркуç мучи каялла чакма шутламарĕ. Маньккана, Елюк мăшăрне, Кĕтери кинне тата хăнана килнĕ çичĕ-сакăр хĕрарăма - пурне те ташша кăларчĕ, ват шăмшака çемçетмелле «Линкка-линкка» явăнтарчĕ пĕр кана. Ăçтан хăват тухрĕ-ши кăштăр-кăштăр старикĕн? Тем тесен те, ĕмĕтри ытарайми майра хавал хушрĕ ватта. Çамрăклăха аса илни те шухă ăса вăратса пуçа çавăрать пулмалла.

 

Николай ИШЕНТЕЙ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.