Комментари хушас

10 Юпа, 2016

Кулăшпи тухтăр канашĕсем

• Шăнса пăсăлнинчен сипленес текенсен лавккара туяннă сĕте ĕçмелле, тин сунине мар. Вара ĕçесси-çиесси те, сипленесси те пĕр вăхăтра пулса пырĕ. Мĕншĕн тесен хатĕрлевçĕсем сĕт чылайлăха упрантăр тесе антибиотик нумай хушаççĕ. Ку эмел ĕçнипе танлашать.

• Гиппократа тупа тунă тесе тухтăрсене пуçĕпех шанса ан ларăр, сывлăхăра хăвăрах упрама хăнăхăр. Ку чухне сиплевçĕсен тупа сăмахĕсем çумне çĕнĕ ăнлав хушнă: «Медицина полисĕпе тÿлев квитанцийĕ пулсан кăна...»

• Çывăрса тăранайманнисен Интернетран тухмалла.

• Диагноза палăртса справка çырса панă чухне тухтăра почерк япăххишĕн ан ÿпкелешĕр - ку сиплев вăрттăнлăхĕ.

• Хисеплĕ вулаканăм, çак ыйту тавра шухăшлама ыйтатăп: «Чунсăр çынна инфаркт пулĕ-ши/»

• Вăрăм ĕмĕрлĕ пулас, мăшăрпа килĕштерсе пурăнас тесен хăвăр ĕçе юратмалла. Мĕнпе те пулин кăсăкланмалла. Калăпăр, сад-пахчара киленĕç шыратăр тăк помидор çитĕнтерĕр. Помидор - арçынсемшĕн сиплĕ çимĕç. Хăяр туса илнинче те пайта пур - хăяр шĕвекĕ сăн-питри пĕркеленчĕксене якатать. Кавăн ÿстерни вара чăн пурнăçран ырлăха çитерĕ - упăшкăр сире алă çинчех çĕклесе çÿрĕ. Ахальтен мар юмахри тăлăх Кĕлпике те кавăн кÿмене ларнăран патша ывăлĕн пуçне çавăрма пултарнă.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.