Хĕле хатĕрленетпĕр

Тĕп хулана хĕле хатĕрлесси, вĕренÿ заведенийĕсенчи апатланăва йĕркелесси — çак ыйтусем Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков ирттернĕ канашлура тĕпре пулчĕç.

Çанталăк кунран кун сивĕтсе пырать, хĕл ларасси инçе мар. Çавна май урамсенчи çулсене пăхса тăракан службăсем сивĕ кунсене кĕтсе илме çине тăрсах хатĕрленеççĕ. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен вĕсен ĕçне хĕллехи йĕрке çине куçараççĕ. Яваплă организацисем хальхи вăхăтра юр тасатакан тата турттаракан техникăна юсаса йĕркене кĕртеççĕ, пăрлак çулсем çине сапма хăйăр-тăвар хутăшне хатĕрлеççĕ. Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хальхи йышши «Бионорд» материала 350 тонна хатĕрлеме палăртнă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ хула территорине /урамсенчи, çуртсен картишĕсенчи, уйрăм çынсен çурчĕсен таврашĕнчи çулсене/ çĕнĕрен инвентаризацилеме, хуçасăр лаптăксене подрядчиксен çумне çирĕплетме хушу пачĕ. «Уйăх çурăран хулара юр выртма пуçлать. Унччен подряд килĕшĕвĕсем тăвас енĕпе конкурс ĕç-хĕлне вĕçлемелле. Çавăн пекех хĕллехи вăхăтра урамсене тасатма пулăшас тĕллевпе айккинчен явăçтаракан организацисене çителĕклĕ укçа уйăрса парассине тивĕçтермелле», — терĕ Алексей Ладыков.

Ача сачĕсенче тата шкулсенче лайăх апат çитерессине тĕп хула ертÿлĕхĕ пысăк вырăна хурать. Вĕренÿ учрежденийĕсене илсе пыракан ĕçме-çиме пахалăхне сăнасах тăраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа яваплă специалистсем 200 ытла хутчен вырăна тухса тĕрĕслев ирттернĕ. Канашлура палăртнă тăрăх — çулталăк вĕçлениччен шкул ачисен апат хакне ÿстермеççĕ. Хальхи вăхăтра пуçламăш классенче вĕренекенсем ирхи апатшăн — 19, 5-11 классем 23 тенкĕ тÿлеççĕ, комплекслă кăнтăрлахи апат 46 тенкĕ тăрать.

Лару вĕçĕнче Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Клементьева ырă хыпар пĕлтерчĕ: тĕп хулари ултă шкул Раççейри лайăх 500 шкул шутне кĕнĕ. 3-мĕш лицей тата 5-мĕш гимнази вара 2014, 2015 çулсенче аслă шкула вĕренме кĕрекенсен шучĕпе çĕршыври 200 шкул йышне лекнĕ.

— Палăртма кăмăллă: икĕ çак вĕренÿ заведенийĕ тăваттăмĕш çул Раççейри лайăх шкулсен йышĕнче тытăнса тăрать. Анчах та рейтингри вырăншăн талпăнни вăтам шкулта вĕренекенсен пĕлÿ пахалăхне сиенлĕ витĕм ан кÿтĕрччĕ. Çавăн пекех ачасемпе педагогсен сывлăхне упрасси çинчен те манас марччĕ, — терĕ Ирина Клементьева.

И.СЕРГЕЕВА.

И.СЕРГЕЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.