Комментари хушас

14 Юпа, 2016

Грипп çулăхасран прививка пулăшать

Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх — грипран асăрханмалли шанчăклă мел вакцинаци шутланать. Çулленех амак сарăлас умĕн теветкеллĕх ушкăнне кĕрекен граждансене иммунизацилеççĕ. Профилактика прививкисен наци календарĕпе килĕшÿллĕн пирĕн республикăра 2016-2017 çулсенчи эпидемиологи тапхăрĕнче 520 пин ытла çынна, çав шутра 170 пин ачана, вакцинацилеме палăртнă, урăхла каласан, республикăра пурăнакансен 42 процентне грипран хÿтĕлемелле. Вакцинаци эффективлăхĕ тата прививка кампанийĕ мĕнлерех пынипе паянхи кăларăмра ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла САМОЙЛОВА паллаштарать.

— Алла Владимировна, çывхарса килекен эпидеми тапхăрĕнче хăш ушкăна кĕрекен вируссемпе кĕрешме тивĕ?

— Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ палăртнă тăрăх — А/Калифорния/7/2009 /H1N1/ вирус тĕсĕ — сысна грипĕ, В/Брисбен/60/2008 тата А/Гонконг/4801/2014 /H3N2/ вируссен тĕсĕсем вăй илме пултараççĕ.

Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин Грипп енĕпе ĕçлекен наукăпа тĕпчев институчĕн прогнозĕпе килĕшÿллĕн асăннă амакпа чирлесси Раççейре виçеллĕ интенсивлăхпа иртмелле.

2015-2016 çулсенчи эпидеми тапхăрне «Калифорния» тĕсĕн А/Н1N1/ вирус штамĕ е сысна грипĕ пуçарулăха ÿстерни кăткăслатрĕ. Асăннă вирус йывăр эпидемисемпе пандемисем кăларса тăратма пултарать: А/Н1N1/ хăвăрт мутациленнĕ май этем организмĕ унпа кĕрешекен иммунитета йĕркелеймест. А грипăн вирусĕ çыннăн сывлăхне хавшатать, шалти органсем сиенленес хăрушлăх сисчĕвлентерет.

2015-2016 çулсенчи грипп эпидемийĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче В типлă вирус сарăлнăччĕ. Сиенĕ пысăках маррипе организм ăна çăмăллăнах парăнтарма пултарчĕ.

Грипп вирусĕсем улшăнса аталаннипе çулленех пысăк патогенлă штамсем йĕркеленеççĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн специалисчĕсем вĕсен эволюцине тишкерсе эпидемин черетлĕ тапхăрĕнче вируссенче хăшĕ вăй илессине палăртаççĕ. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса вакцинăсем туса кăлараççĕ. Препаратсен тытăмне çуллен улăштараççĕ: унта черетлĕ эпидемиологи тапхăрĕнче сарăлма пултаракан уйрăмах хăрушă виçĕ штама кĕртеççĕ.

— Чăваш Енре грипран кăçал миçе çынна вакцинациленĕ?

— Грипăн 2016-2017 çулсенчи эпидемиологи тапхăрĕнче республикăра 284 пин çынна е планпа пăхнин 54,6 процентне прививка тунă, çав шутра — 110198 ачана.

— Иммунитет хăçан йĕркеленет тата вăл вăраха пырать-и?

— Вакцинациленĕ е чирленĕ хыççăн çын организмĕнче иммунитет 2-3 эрнерен йĕркеленсе çитет. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех сыхланса юлма /тĕслĕхрен, шатра чирĕнчен/ е вăхăтлăх кăна пулма /грипран, вирус пĕрмай мутациленнипе/ пултарать. Тепĕр чухне иммунологие тытса тăмашкăн ревакцинацилени кирлĕ /сăмахран, дифтерирен ачасене пĕчĕклех вакцинацилеççĕ, 25 çултан иртсен ревакцинацилеççĕ/.

— Грипран чи малтан камсене прививка тăваççĕ?

— Профилактика прививкисен наци календарĕ тăрăх 60 çултан иртнĕ граждансене, вăраха кайнă чир пуррисене, студентсене, вĕрентÿ, медицина, транспорт, коммуналлă хуçалăх тытăмĕсенче тăрăшакансене, ача кĕтекен хĕрарăмсене, çар ретне тăма хатĕрленекенсене, 6 уйăхри ачасенчен тытăнса 17 çулчченхи çамрăксене республикăра чи малтан вакцинацилеççĕ.

— Иккĕмĕш тапхăрпа прививка тутарнисен иммунитечĕ грипăн эпидеми тапхăрĕ пуçланиччен йĕркеленсе çитет-и?

— Паллах. Малтанласа палăртнă тăрăх — грипп вирусĕн эпидемийĕ кăçалхи раштав уйăхĕн юлашки е çитес çулхи кăрлачăн иккĕмĕш вунăкунлăхĕсенче пуçланмалла. Прививка кампанийĕ вара республикăра 2016 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçленмелле.

— Иммунизацисен иртнĕ çулсенчи опытне тишкерсе прививка кампанийĕсен эффективлăхне мĕнлерех хаклатăр?

— Вĕсен усси чăннипех пысăк. Пилĕк çул каялла Чăваш хутлăхĕнче пурăнакансен 18 проценчĕ кăна грипран прививка тутарнă тăк, 2015 çулта ку кăтарту 30 процент пулнă, кăçал 40-е çитермелле. Халăха хÿтĕлени çак амак инфекцине пула йывăр чирсем вĕрĕлессинчен кăна мар, вăхăтсăр вилĕмрен те упрать. Унсăр пуçне чирленипе ĕçе тухман тĕслĕх чакать, апла тăк ĕç тухăçлăхĕ ÿсет тата больничнăй листсем тăрăх тÿлессипе çыхăннă тăкак сахалланать. Çавна май кăçалхи эпидеми тапхăрĕнче корпоративлă вакцинаци пĕлтерĕшĕ ÿсет. Ĕçпе тивĕçтерекенсен теветкеллĕх ушкăнне кĕмен граждансене иммунизацилемешкĕн укçа уйăрассине тивĕçлипе хакламалла.

— Хăшĕ-пĕри организма иммуномодуляторпа çирĕплетет. Ун йышши хатĕрсем нумай, суйламалăх пур. Вĕсемпе хамăр тĕллĕн усă курма юрать-и?

— Аса илтеретĕп: иммунитет организм чирленĕ е вакцинациленĕ хыççăн бактери е вирус агенчĕпе «хутшăннă» хыççăн йĕркеленет. Ăна тĕреклетме май çук, хăнăхтармалла кăна. Çапла тумашкăн вакцинаци пулăшать те. Иммуномодулятор организма чир лекессине хирĕç тăма пулăшать. Препаратсем йышлă паллах. Вĕсен грипăн эпидемиологи тапхăрĕнчи уссине танлаштармăпăр. Çапах тĕрлĕ импе хăвăр тĕллĕн усă курмалла мар, малтан тухтăрпа канашламалла.

— «Гонконг» вирусĕ çав териех хăрушă-и?

— 2016-2017 çулсенчи грипăн тата ОРВИн эпидемиологи тапхăрĕнче АН3N2 вирус /«Гонконг» вирусĕ/ сарăлма пултарассине систереççĕ. Вăл тĕрлĕ регионта эпидеми кăна мар, çĕршывĕпех йывăр пандеми пуçарма пултарать. Кунашкалли 1969 çулта хуçаланнă, ун чухне çакăн йышши вирус Гонконгра тата тĕнчери ытти çĕршывра алхаснă май çак чире «Гонконг грипĕ» ят панă. Вăл халăх йышлă пурăнакан вырăнта тĕпленнисемшĕн, 2 çула çитмен ачасемшĕн тата аслă ăру çыннисемшĕн уйрăмах хăрушă: асăннă амак хыççăн вĕсен вăраха кайнă чирĕсем вĕрĕлеççĕ.

Вирусăн вăл е ку штамĕ сарăлни хушшинче сисĕмлĕ улшăну çук. Чылай чухне чир пĕрешкелех аталанать: вăл тÿрех ураран ÿкерет, ÿслĕк пуçланать, вĕрилентерсе пăрахать. Сысна грипĕпе чирлекенсен 30 проценчĕн малтанхи тапхăрта вар-хырăм пăсăлать. Варвитти, хăсăк пуçланни тата организм шывсăр юлни канăçсăрлантарнипе пĕр-пĕр органăн лăймака сийĕ шыçнипе çыхăннă симптомсем туйăнмаççĕ те. Çакă ачасен уйрăмах сисĕнет. Виççĕмĕш кун тĕлне малтанхи палăрăмсем иртеççĕ, грипп хăй çинчен чăннипех аса илтерме пуçлать.

Н1N1 штамм пуçарнă амака пула ÿпке чирĕ /чи малтанах пневмони/ пуçланать. Сывлав органĕн икĕ пайĕ те сиенленни чăннипех хăрушлăх кăларса тăратать, кун пек чухне çын пурнăçпа вилĕм хушшине лекет. Вирусăн асăннă тĕсĕ пĕчĕк ачасемпе çире пур хĕрарăмсемшĕн те йывăррăн иртет. Ÿт-тире кăвак тĕс çапни е сывлăш пÿлĕнни чир йывăр тапхăра куçнине систерет.

Ытти штамсен, çав шутра Н3N2н «Гонконг» тĕсĕн те, клиника симптоматики пĕрешкелех, сысна грипĕпе танлаштарсан /кун пек чухне геморраги палăрăмĕсем ытларах канăçсăрлантараççĕ/ пневмони сайра-хутра кăна аталанать.

В грипп вирусĕ çăмăлраххăн пырать, вĕрилентерсе пăрахни 3 кунран иртет, тепĕр чухне эмелленмесĕрех ураланакан та сахал мар. Ăна пула çын пурнăçран уйрăлнă тĕслĕх тахçан пĕрре кăна.

Валентина СМИРНОВА

хатĕрленĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.