Хăшĕн тĕрри хитререх?

15 Юпа, 2016

Елена Соловьева Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕсле ялĕнче çуралнă. Ĕлĕк-авал çак тăрăхра кĕсле тунă теççĕ. Çавăнпах кунти халăх музыкăна лайăх ăнланать. Елена Леонидовна юрлама кăна мар, çыхма та, тĕрлеме те ăста. "Пурнăçа, çывăх çынсене чунран юратмалла, вара ĕç майлашăнса пырать", — кăмăлĕ лайăх хĕрарăмăн. Унăн ашшĕпе амăшĕ Леонид Ивановичпа Нина Федоровна Плотниковсем те килте ĕçе пайласа тăман. Уявсенче купăс каласа юрланă.

Çĕрпÿ районĕнчи Ÿречекассине качча килсен малтан ача садĕнче воспитательте, унтан клуб пуçлăхĕнче тăрăшнă вăл. "Юхăм" фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Çак таврара унсăр пĕр уяв та иртмест.

Нихăш ĕçрен те хăрамасть хĕрарăм. Çĕнĕ пÿртри хăш-пĕр ĕçе вĕçлемешкĕн, сăмахран, укçа çитмен вĕсен. Елена Леонидовна мăшăрĕпе пĕрле Мускав çывăхĕнчи пĕр хулана çурт тăррине витме тухса кайнă. Хăвăрт ĕçленĕшĕн лайăх тÿленĕ хуçа.

Аслă шкулта вĕренекен хĕрне Оксанăна укçа-тенкĕ енчен пулăшас тесе Соловьевсем çăматă йăвалама пуçланă. Арăмĕпе упăшки ĕç йĕркине кÿршĕсенчен вĕреннине пытармаççĕ. Пĕрре, иккĕ тытса пăхнă, анчах çăматă пахалăхĕ иккĕшне те тивĕçтермен. Тепри пулсан алă сулĕччĕ те ку ĕçе пăрахĕччĕ. Соловьевсем тÿрех парăнакансен йышĕнчен мар.

Елена Леонидовна Шупашкарти Кăнтăр пасарне çăматă сутма вĕçтерсе çитнĕ, анчах пĕр мăшăр та илмен. Шухăшлани пурнăçланайманшăн, эх, макăрнă хĕрарăм. Пурпĕрех çине тăрса ĕçленĕ вĕсем. Тăрăшнине кура Соловьевсен таварне те куç хывма пуçланă.

"Пасарта сутса тăнă чухне пĕр хĕрарăм калаçу пуçарчĕ манпа. "Тĕрленине лайăхрах туянаççĕ. Акă кур — мĕнле хитре. Эсĕ çапла илемлетме пултаратăн-и?" — терĕ эрешлĕ çăматă кăтартса. Мана та илĕртрĕ ку тавар. Çапах вăрттăнлăха уçмарĕ вăл. Киле таврăнсан апла та, капла та хăтланса пăхрăм — çук, пулмарĕ. Каярах тин ĕç майне кăтартрĕç", — каласа кăтартать Елена Леонидовна. Халĕ унран лайăхрах тĕрлекен те сайра.

Соловьевсен хăйнеевĕрлĕ çăматтисене хамăр çĕршыврисем кăна мар, чикĕ леш енчисем те туянаççĕ. Уйăплине, чечеклине суйлакан нумай. Çынсем ыйтнипе чăваш гербне те тĕрленĕ хĕрарăм. Вĕсем, паллах, чăваш пулса çуралнишĕн мăнаçланаççĕ. Унсăр пуçне пакша, пăши, лаша, ăмăрткайăк... тĕрлесе панă.

Соловьевсен виçĕ хĕрĕ те çăматă йăвалакансен çемйине качча тухнă. Вĕсем те ку ĕçе тахçанах хăнăхнă. Кинĕ Ирина та хуняшшĕпе хунямăшĕ, мăшăрĕ пекех ăста та маттур. Хĕрарăмсем пурте ăмăртса тенĕ пек тĕрлеççĕ.

Кăçал Соловьевсене Мускаври РФ Общество палатинчи Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн презентацине илсе кайнă. Çакăнта шăпах хăйсен ăсталăхне кăтартнă вĕсем. Наци йăли-йĕркине упранăшăн, амăшĕнчен — хĕрĕ, ашшĕнчен ывăлĕ вĕренсе пынăшăн ĕçчен çемье диплома тивĕçнĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.