Хĕнпе хĕрсе туптаннă кун-çул
"Выçăпа вилесрен килте шĕшкĕ кăчкинчен пашалу пĕçеретчĕç", — тет Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чух 9 çулта пулнă Михаил Иванович Семенов. Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттемре пурăнаканскер паян вăл 85-ре. Арăмĕ Ирина Кузьминична та 79 çула ура ярса пуснă. Мăшăрланнăранпа 57 çул пĕрле пурăнаççĕ вĕсем. Ялта çакăн пек тĕслĕх урăх çук.
Кăчкă пашалăвĕ çисе ӳснĕ, çуркуннесерен çĕрулми ани çинче крахмал пуçтарнă арçын ача ирхине 4-5 сехетре хире тухса утнă, каялла каçхине саккăр иртсен кăна таврăннă. Ĕçленĕшĕн ун чухне тырă лекменпе пĕрех, йăлт фронта ăсатнă. Пĕр ĕç кунĕшĕн палăртнă 200 г тырра та çулталăк вĕçĕнче кăна илме пултарнă.
Вăрçă ачи хăйĕн çемйи кăна мар, ялти колхоз выльăхĕ выçăпа аптранине те лайăх астăвать. Ăна тăрантарас тесе кĕркунне çулçă пуçтарнă, типĕтсе çитернĕ. Килте ĕне усракансем те çапла тунă. Выльăх çакăнпа тăранайман, паллах. Ура çине çĕкленме вăй çитменрен йăтса тăратнине аса илет Михаил Иванович. Вăл вăхăтра лаша юлманран вăкăрпа суха тунă.
"Ĕçе тухмасăр кун иртмен. Çумăр çусан çур кун вăрмана мăйăра кайсан тӳрех стена хаçачĕ çинче питлев материалĕ тухатчĕ. Ялан ĕçе кайма хатĕр тăмалла пулнă", — тет кил хуçи.
Пиччĕшĕсем вăрçăра паттăррăн çапăçнă. Пĕри офицер пулнăран киле кăшт укçа ярса панипе кăна амăшĕ çăнăх туянкаланă, кĕçĕннисене выçса вилме паман.
Ĕлĕк хушаматсене ашшĕ, аслашшĕ тата ытти çывăх тăванĕсен ячĕсене кура панă. Михаил та салтака Гришин хушаматпа тухса кайнă /тепĕр пиччĕшĕ — Ивановпа\. Тăватă çул авиаци чаçĕнче стрелок пулнă. Пĕрремĕш хут 4 моторлă ТУ-4 самолета курсан ял çамрăкĕ хытах тĕлĕннĕ. Унта çичĕ çын вырнаçнă.
Çартан таврăнсан унран хăш çулта çуралнине палăртакан хут ыйтнă. Шырасан вăл Семенов /аслашшĕн ашшĕне Çемен тесе чĕннĕ иккен\ хушаматли паллă пулнă.
Пĕр вăхăт вăл Омск хулинче чукун çул тунă çĕрте вăй хунă. Яла таврăнсан пурнăçне фермăпа çыхăнтарнă. Ĕмĕр тăршшĕпе выльăх пăхнă. Михаил Ивановичăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 50 çултан иртет.
Мăшăрĕ те унран ӳксе юлмасть темелле. Ирина Кузьминична 40 çул почтальонра тăрăшнă. Вăл вăхăтра хальхи пек асфальт çул пулман. Почта Маяк ялĕнче вырнаçнăран пилĕк çухрăм пайтах пылчăк çăрнă. Хаçат-журнала, сумкăна вырнаçманран, алăра та йăтнă.
Семеновсем хальччен ĕне те усранă, юлашки 3-4 çул кăна ăна тытма пăрахнă. Анчах картишĕнчен сурăх, чăх-чĕп яланхиллех татăлмасть. 85-ри Михаил Иванович кĕтĕве те хăй çӳрет, ку тĕлĕшпе хĕрне те пулăшать. Ларса канма пĕлменскер час-часах çывăхри вăрмана утать, кăмпа татса таврăнать.
Комментари хушас