Аптраман тавраш

6 Юпа, 2016

Хĕнпе хĕрсе туптаннă кун-çул

"Выçăпа вилесрен килте шĕшкĕ кăчкинчен пашалу пĕçеретчĕç", — тет Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чух 9 çулта пулнă Михаил Иванович Семенов. Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттемре пурăнаканскер паян вăл 85-ре. Арăмĕ Ирина Кузьминична та 79 çула ура ярса пуснă. Мăшăрланнăранпа 57 çул пĕрле пурăнаççĕ вĕсем.

4 Çурла, 2016

Чун канăçĕ - поэзи

Канаш районĕнчи Шуркасси ялĕнче пурăнакан Николай Агаков сăввисемпе вулакансем паллашнах-тăр. Хаçат-журналта час-часах пичетленеççĕ вĕсем. Унсăр пуçне ятарлă кĕнеке те кăларнă автор. Пĕрре çеç мар, улттă. «Хут çине çырăннисем тепĕр 2-3 кĕнекелĕх те пур. Вĕсене кун çути кăтартмалла.

4 Çурла, 2016

Ах, каятпăр, ах, каятпăр...

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа кăçал 75 çул çитрĕ. Раççей халăхĕ çак куна манма пултараймасть. Вăл чĕрере тарăн йĕр хăварнă, кашни киле инкек илсе кĕнĕ. Вăрçă пуçланнă кун Шупашкар районĕнчи Урай Макаçра кăçал çар комплексĕ уçнă.

22 Çу, 2014

Петровсем ял-йышра - хисепре

Чунран тăрăшакан хăйĕн ĕçĕнче хастарлăхпа палăрса халăхра ырă ят хăварать. Ĕçченлĕх, сатурлăхпа сăпайлăх тыткăнлать кунашкал çынсене. Кăмăла уçса виçеллĕ калаçаççĕ вĕсем. Сăмаха вара ялан ĕçпе çирĕплетеççĕ. Пĕрре курса калаçсанах чунра ăшă туйăм çуралать, тепре те тĕл пулас килет.

21 Раштав, 2013

Арăмсăр та çурт саланмасть

«Пĕтĕмпех этем аллинче, этем - хĕрарăм аллинче», - теççĕ. Хĕрарăма турри, чăннипех те, этемлĕхе упрама, çут тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнелеме, çемье ăшшине тытса пыма пилленĕ. Мĕн пĕчĕкрен чун йăпатмăш пуканипе выляса ÿснĕскер пĕве кĕрсен йăх-несĕле ĕрчетесси çут çанталăкăн сăваплă та яваплă саккунĕ пулнине туйса илет. Анчах пархатарлă çак туртăм кашнин чĕринчех «çеçке çураймасть» иккен. Хăй варĕнче 9 уйăх йăтса çÿренĕ тĕпренчĕке пăрахса хăваракан куккук-амăшĕсем пирки пырать сăмахăм. Ачи-пăчи çинчен манса ĕçсе-çапкаланса çÿрекенсене амăшĕ теме чĕлхе çаврăнмасть.

Pages